Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каясран (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Нухрат нимрен ытла ашшӗ йӗркерен тухса урса каясран хӑрать.

Help to translate

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӗшлӗ, Виноградова йӑванса каясран тытса: — Крамахвун путсӗр чӑваш юррине юрлатӑр-и? — терӗ.

Help to translate

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне яшка сивӗнсе каясран пӑшӑрханать.

Help to translate

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ пусӑ хапхи патӗнче хамӑр карта кӗтессине тӑнӑ та, таптаса каясран шикленсе, вырӑнтан та тапранмастӑп.

Help to translate

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шӗшлӗ ҫавна асӑрхарӗ пулас: мана урӑх ҫӑлкаламарӗ, тапмарӗ, эпӗ вилсе каясран шикленчӗ, ахӑр.

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине халь хӑнӑхни малашнехи пурнӑҫра йӑнӑш ҫулпа каясран хӑтарӗ.

Help to translate

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Кӗлетрен вӑрласа каясран хӑрушӑ теҫҫӗ.

из амбара ее могут украсть.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Палласа тытса каясран лешӗ чылай чухне сассине улӑштарса калаҫать.

Чтобы не быть узнанным, он изменяет голос.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каллех ҫав сӑлтавпа — ҫыннӑн телей каясран чунӗ ҫук.

И опять по той же причине, что человека от души боится, что потеряет счастье.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӗрле ӑсанакантан чӑваш ыйхине илсе каясран хӑрать.

Если случается провожать гостя ночью, хозяин, дабы тот не унес его сон.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрҫса каясран та шиклӗ.

вдруг приятель рассердится?

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӗрсе сая каясран шикленсе пурте килӗсенчи пахчара ҫитӗнтернӗ кавӑна расхута янӑ иккен.

Help to translate

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

Хавал ун ҫук: сӑра, апат Паян пӗр тутӑсӑр пек уншӑн, Вӑл пурӑнать пулас мӑнкуншӑн: Куҫ умӗнче пӗр сӑн-сӑпат Ялан тӑрать — чуна вӑратрӗ; Вӑл савӑнтарчӗ те хӑратрӗ Куҫ умӗнчен кӗҫ каясран.

Help to translate

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Ҫирӗм, — йӑванса каясран михӗсене пӗр-пӗрин ҫумне таянтарчӗ Сехре.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Хӗллехи вӑхӑтра ҫакӑ питӗ кирлӗ япала. Йывӑҫсем ҫул-йӗре юр хӳсе каясран хӳтӗлӗҫ», — тенӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Иванов.

Help to translate

Йывӑҫсем ҫула юр хӳсе каясран хӳтӗлӗҫ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b9%d1% ... e%d0%bbec/

Сывлӑх ҫине алӑ ан сулӑр – чир-чӗр шала каясран асӑрханӑр.

Серьезнее относитесь к любому плохому самочувствию, чтобы оно не дало осложнений.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сарри хирӗҫсе тӑмарӗ — вӑл старик ун патӗнче вилсе каясран шикленчӗ курӑнать.

Help to translate

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку вӑл патша тӑшманӗсемпе явӑҫса каясран сыхлать.

Help to translate

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӑл ӗнтӗ хӑварнӑ лешне Танук-нойона ытлашши иртӗхсе каясран чаркалама.

Help to translate

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Чебоксаров профессор ват тухтӑрпа хирӗҫсе каясран сыхланма хушсаччӗ.

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed