Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

канашласа (тĕпĕ: канашла) more information about the word form can be found here.
Сан патне эп канашласа пӑхма килтӗм.

Я ведь к тебе за советом пришел.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Никампа канашласа пӑхмасӑр, йӗркине-майне пӗлмесӗр нимӗр те юрма ҫук-ҫке.

Ни с кем не обговорив, не посоветовавшись, не то что кашу, а простую юрму-простоквашу не заквасишь.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эпир кунта сеидпа, карачисемпе канашласа пӑхрӑмӑр, — тет вӑл.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь канашласа пӑхар: ӳлӗмрен мӗнле пурӑнатпӑр?

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Грамота памалли условисем пирки аслӑ князь хӑйӗн боярӗсемпе тахҫанах канашласа пӑхнӑ.

Help to translate

3. Тата тепӗр посольство // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пур ӗҫе те пӗрле канашласа ӗҫлеҫҫӗ Ильинсем.

Help to translate

Тӑрӑшакансене патшалӑх пулӑшать, вӗсем хӑйсем те алӑ усса лармаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9515-t-r-sha ... sa-larmacc

Шутланӑ ун ҫинчен, Мускава каясси пирки арӑмӗпе ҫеҫ мар, Сарыев мӑрсапа та, Нухратпа та, кӗрӳшӗпе те канашласа пӑхнӑ.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кайран канашласа пӑхӑпӑр, тен, мӗн те пулин урӑххи шутласа кӑларӑпӑр.

Help to translate

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак кунсенче сиксе тухнӑ ыйтусене туссемпе, тӑвансемпе канашласа татса парӑр.

По вопросам, которые возникнут в ближайшее время, советуйтесь с родственниками и друзьями.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Николай Сергеевич, ман сирӗнпе канашласа пӑхас килетчӗ, — терӗ Эльгеев.

Help to translate

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Никампа канашласа пӑхмасӑрах гистамин пробине туса ирттерчӗ.

Help to translate

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эпир канашласа пӑхӑпӑр, мӗнле тусан лайӑхрах.

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Художниксен Союзӗнчи яваплӑ ҫынсемпех «канашласа» илчӗҫ, Садуров художнике тӗрӗслеме чӑнах та кирли ҫинчен ӗнентерчӗҫ.

Help to translate

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Малтан эпӗ те ҫаплах шухӑшланӑччӗ, анчах ҫакӑн пирки Дюрокпа канашласа пӑхсан акӑ мӗнлерех пӗтӗмлетӳ патне ҫитсе тухрӑмӑр: питех те ансат — Ганувер мана ӗненмест, тата… ҫавнашкал ӑнлантару аптӑратмӑш, кӑткӑсси пирки калаҫни вара…

— Вначале я так и думал, но, размыслив о том с Дюроком, пришел вот к какому заключению: Ганувер мне просто-напросто не поверит, не говоря уже о всей щекотливости такого объяснения.

XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫапла вӗсем лавкка умӗнче ҫурма сасӑпа канашласа тӑчӗҫ; кӗтмен ҫӗртен Ботреджӑн вӑрӑм кӳлепине, тӗттӗмре ешчӗксенчен такӑнса-ҫапӑнса утаканскере, курчӗҫ.

Так они совещались вполголоса перед дверью лавки и увидели длинную фигуру Ботреджа, спотыкающегося в темноте об ящики.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Унта вӗсем Деминпа мӗн ҫӗрлеччен канашласа ларчӗҫ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Парти райкомӗпе канашласа илӗр, ҫӗрӗҫпе финанс пайӗсемпе ятарласа калаҫӑр.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Жандарм офицерӗ завод хуҫипе канашласа пӑхрӗ те ирӗк пачӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ӗҫне тӑвиччен санпа канашласа пӑхас терӗм.

— Решила с тобой посоветоваться перед принятием решения.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хупахсенче е таса мар койкӑсем ҫинче мандолина кӗввине итлесе революци иртессе кӗтсе ларнӑ, урӑхла тумланнӑ офицерсем — халӗ ӗнтӗ вӑрттӑн хваттерсене канашланма пухӑнаҫҫӗ: мӗнле тусан аванрах пулать — ытлашши халӑхпа тулнӑ аслӑ Дон ҫарӗн хулине, — Новочеркасска, ытлах килӗшмен вырӑн пулсан та, — тармалла-ши, е пыйтӑллӑ гимнастеркӑна тӑхӑнса — Кубане, Деникин патне, каймалла, е кунта, вырӑнтах восстани тумалла, — тенӗ ыйтусене канашласа татма хӳмесем урлӑ каҫса ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.

Переодетые офицеры, пережидающие революцию в кабаках или на грязной койке под треньканье мандолины, начали теперь лазать через забор в условленную квартиру — совещаться: что благоразумнее — подаваться ли в перенаселенный Новочеркасск, в не слишком любезную обстановку всевеликого Донского войска, напяливать ли вшивую гимнастерку — уходить к Деникину на Кубань — или организовывать здесь, на месте, восстание.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed