Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн вӗсем мана шанма тытӑннине эпӗ хам та пӗлместӗп, анчах вӗсем манпа уҫӑмлӑн калаҫатчӗҫ.Не знаю, чем я заслужил их доверие, но они непринужденно разговаривали со мной.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Вӑл хуҫа мӗнле халӑх ҫынни пулнине пӗлместӗп эпӗ, анчах пирӗн патӑрти ӑвӑсран миллионшар тенкӗ услам илнӗ тесе калаҫатчӗҫ.Не знаю, из какой уж нации он был, только говорят, на нашей осине деньгу миллионами загребал.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Бетон хӗрсенчен пӗри, парашютли, Юли пек, тесе те калаҫатчӗҫ.Говорили даже, что одна из бетонных девушек похожа на нее, Юльку, та, с парашютом.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Сяо начальник, Го председатель тата Чжао арӑмӗ ман патӑма час-часах килсе ларатчӗҫ, ман хуйха пусарса калаҫатчӗҫ, саншӑн пӑшӑрханма кирлӗ мар, тетчӗҫ.
XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ачасем ӑна пурин ҫинчен те пӗр пытармасӑрах каласа пама юрать, тесе калаҫатчӗҫ.Ребята говорили, что с ним можно всем поделиться, всё ему рассказать.
4. Комсомол руководителӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Кун хыҫҫӑн артиллеристсем хӑйсем хушшинче кулса кӑна калаҫатчӗҫ: «Халӗ ӗнтӗ эпир нимӗнрен те хӑрамастпӑр. Тупӑсене лашасем туртса кӑлараймасан, пирӗн Давид хул хушшине хӗстерсех ҫӗклесе тухать», — тетчӗҫ.
Тусем хушшинчи сукмаксемпе // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кайран пирӗн партизансем пӗр-пӗринпе: «Эпир Лельчицӑра пакӑлчак таран нимӗҫ юнӗ ӑшшӗн утса ҫӳренӗ», тесе калаҫатчӗҫ.Потом партизаны говорили: «В Лельчицах мы ходили по щиколотку в крови немцев».
Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӗсем нумай япала ҫинчен калаҫатчӗҫ, анчах калаҫу яланах вӑрҫӑ ҫинчен, унӑн йывӑрлӑхӗсем ҫинчен, вӑрҫӑ пурӗпӗрех нимӗҫсене ҫӗнтернипе пӗтесси ҫинчен сӑмахланипе иртетчӗ.
Зоя // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Вылянӑ хыҫҫӑн вара вӗсем пӗрмаях аслӑ вырӑс чӗлхи ҫинчен, писательсем ҫинчен чӗререн, хӗрсе кайса калаҫатчӗҫ.А после игры они все время говорили о великом русском языке, о писателях с искренностью и страстью.
Комсомолец // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Час-часах вӗсем пӗрле пухӑнса кӗнекесем вулатчӗҫ, вуласа тухнӑ хыҫҫӑн ун ҫинчен калаҫатчӗҫ, чарӑнайми тавлашатчӗҫ, кроссвордсем, викторинӑсем, ребуссем шухӑшласа кӑларатчӗҫ.
«Ан кулян, анне» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Пӑшӑрханса калаҫатчӗҫ:
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем барышнясем ҫинчен нумай калаҫатчӗҫ, пӗрре пӗринне, тепре тепӗринне юратса каятчӗҫ, стихсем ҫырма хӑтланатчӗҫ; час-часах ҫав ӗҫре эпӗ пулӑшни кирлӗ пулса тӑратчӗ; эпӗ хавассӑнах стихсем ҫырса хӑтланаттӑм, ҫӑмӑллӑнах рифмӑсем тупаттӑм, анчах темшӗн ман стихсем яланах кулӑшла пулса тухатчӗҫ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Лавкара йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрлансах пыратчӗ, эпӗ чиркӳ кӗнекисене пурне те вуласа тухрӑм, кӗнекеҫӗсем тавлашнисемпе халлапланисем мана ӗнтӗ урӑх илӗртместчӗҫ, вӗсем яланах пӗр япала ҫинчен калаҫатчӗҫ.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав 103-мӗш статья пуринчен те ытларах вӗсен халлапӗсен теми пулса тӑратчӗ, анчах вӗсем ун ҫинчен, хӗллехи сивӗсем пек ниепле те хӑтӑлма май ҫук япала ҫинчен калаҫнӑ пек, лӑпкӑн калаҫатчӗҫ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Палубӑри пассажирсем, матроссем, пур ҫынсем те чун ҫинчен пит нумай тата час-часах калаҫатчӗҫ, ҫӗр ҫинчен, ӗҫ ҫинчен, ҫӑкӑр ҫинчен те хӗрарӑмсем ҫинчен калаҫнӑ пекехчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ сывӑ, вӑйлӑ пулнӑччӗ, арҫын хӗрарӑмпа хутшӑнса тӑрассинчи вӑрттӑнлӑхсене лайӑх пӗлеттӗм, анчах ҫынсем ман умра вӑл вӑрттӑнлӑхсем ҫинчен ҫав тери чунсӑрла усал кӑмӑлпа, ҫав тери хаяррӑн та пит ирсӗррӗн калаҫатчӗҫ, ҫавӑнпа та эпӗ сав хӗрарӑм арҫын ытамӗнче пулать тесе шухӑшлама та пултараймастӑм, ун ӳчӗн хуҫи пулса такам ӑна чӑрсӑрла та намӑссӑррӑн сӗртӗнме пултарать тесе шухӑшласси йывӑрччӗ маншӑн.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӳршӗсем те, пирӗн картишӗнчи тарҫӑ-тӗрҫӗ тавраш та, — пуринчен ытла тата ман хуҫасем, — пурте Королева Марго ҫинчен, закройщик арӑмӗ ҫинчен калаҫнӑ пекех, ҫав тери лайӑх мар, усаллӑн калаҫатчӗҫ: анчах пӑртак сыхланарах, сассисене чакарса та ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна пӑхкаласа калаҫатчӗҫ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Казаксем, салтаксем пек мар, урӑхларах туйӑнатчӗҫ, лашасем ҫине маттуррӑн утланса ҫӳренӗрен мар, хитререх тумланнӑран та мар, — вӗсем калаҫассине урӑхла калаҫатчӗҫ, урӑх юрӑсем юрлатчӗ, ҫитменнине пит аван ташлатчӗҫ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хуҫасем ҫын ҫинчен сӑмахланисене итлесен, яланах атӑ-пушмак сутакан магазин аса килетчӗ — унта ҫавӑн пекех калаҫатчӗҫ.Слушая беседы хозяев о людях, я всегда вспоминал магазин обуви — там говорили так же.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Паллах ӗнтӗ, ҫынсем куҫ хысӗнче пӗр-пӗрин ҫинчен лайӑх мар калаҫнине эпӗ пӗлеттӗм, анчах кусем вара пурин ҫинчен те тарӑхмалла калаҫатчӗҫ, хӑйсене чи лайӑх ҫынсем вырӑнне шутласа, тӗнчери ҫынсене суд тумашкӑн лартнӑ теме пулатчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.