Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайӑксем (тĕпĕ: кайӑк) more information about the word form can be found here.
Кайӑксем кӑнтӑралла вӗҫсе каяҫҫӗ, каллех хӗл пулса тӑрать.

Птицы улетают на юг, и скоро снова возвращается зима.

Поляр утравӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Чуллӑ вырӑнсем тӗлӗнче кайӑксем пӗлӗт пек вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Тучи птиц носятся над скалами.

Поляр утравӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Тискер кайӑксем тата…

— Но звери, насекомые…

IX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кайӑксем вӗҫсе кайнӑ.

Улетели птицы.

Ҫеҫенхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кайӑксем чӗвӗлтетеҫҫӗ.

Щебетали птицы.

Ҫеҫенхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

2. Тайгара мӗнле ӳсентӑрансем, мӗнле тискер кайӑксем ытларах тӗл пулаҫҫӗ.

2. Вспомните, какие растения и животные чаще всего встречаются в тайге.

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кайӑксем вӗҫсе килчӗҫ те хӑйсен ҫурхи юррисене юрласа ячӗҫ.

Прилетели птицы и запели свои весенние песни.

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тискер кайӑксем ӑна сисеҫҫӗ те пытанаҫҫӗ…

Слышат его звери, прячутся…

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кайӑксем вӗҫсе кайрӗҫ.

Улетели птицы.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кайӑксем ҫуркуннене сиснӗ те часрах хӑйсен тӑван ҫӗршывне ҫитсе, йӑвасем хатӗрлесе, ҫӑмартасем туса, чӗпӗсем йышлӑ кӑларасшӑн хыпаланаҫҫӗ.

Птицы чуяли весну и торопились в родные места гнездиться, класть яйца, выводить многочисленных птенцов.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тинӗсре пурӑнакан йышлӑ кайӑксем пурте пулӑсемпе, вӗте чӗрчунсемпе тӑранса пурӑнаҫҫӗ, вӑл чӗрчунсем Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанра пит йышлӑ.

Все это многочисленное морское население питается рыбой и разными мелкими животными, которые в огромном количестве водятся в Северном Ледовитом океане.

Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанра пурӑнакан чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Йӗри-таврари вӑрмансенче банансем, пальмӑсем нумай, тискер кайӑксем те йышлӑ.

В окружающих лесах было много бананов и пальм, много разных зверей.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Выльӑх-чӗрлӗх усрама та ҫук — тискер кайӑксем тыта-тыта каяҫҫӗ.

Скотину хоть не держи — звери таскают.

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӗрле тискер кайӑксем кил-ҫурт таврах ҫӳреҫҫӗ, кашни минутӑрах сыхӑ тӑрас пулать.

По ночам звери бродят вокруг самого жилья, и приходится каждую минуту быть настороже.

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Йӗри-тавра тискер кайӑксем

Вокруг дикие звери…

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫынсем, тискер кайӑксем пырса тапӑнасран, ял тавра ҫӳллӗ тӗкме карта тытса ҫавӑраҫҫӗ, алӑкне ҫирӗп туса хупса хураҫҫӗ.

Для защиты от нападения людей и зверей деревня окружается, высоким частоколом, вход закрывается крепкими воротами.

Негр ялӗнчи кун // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страуссем — вӗҫме пултарайман, анчах лайӑх чупакан пысӑк кайӑксем.

Страусы — огромные, не летающие, но прекрасно бегающие птицы.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тропик вӑрманӗсенче тискер кайӑксем тата вӗҫен кайӑксем темӗн тӗрлӗ.

Большое количество зверей и птиц живет в тропическом лесу.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӳсентӑранпа тӑранса пурӑнакан чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксем те нумай пулсан, тискер кайӑксем те унта хӑйсене валли апат-ҫимӗҫ ҫӑмӑллӑн шыраса тупма пултараҫҫӗ.

А раз много животных и птиц, питающихся растительностью, — значит, и хищные животные могут также легко найти себе пищу.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тропик вӑрманӗсенче тем тери йывӑҫ-курӑк, тем тӗрлӗ ҫимӗҫ, тем тӗрлӗ мӑйӑр, пӗрчӗ, вӗсене темиҫе тӗслӗ чӗрчунсем, вӗҫен кайӑксем ҫисе тӑранса пурӑнаҫҫӗ.

Богатейшая растительность тропического леса, обилие разнообразных плодов и семян дают пищу многочисленным и разнообразным животным и птицам.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed