Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Хӑвӑр Египет ҫӗрӗнчен килнӗ чухне Амалик хӑвна мӗн кӑтартнине асӑнта тыт: 18. вӗсем сана ҫул ҫинче мӗнле кӗтсе илнине, эсӗ ывӑнса-ӗшенсе ҫитсессӗн, халтан кайнисене пурне те сан хыҫӑнта Турӑран хӑрамасӑр пӗтерсе тӑкнине ан ман; 19. ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗр ҫинче пӗтӗм таврари пур тӑшманусенчен те хӑтарса сана тӑнӑҫлӑх кӳрсессӗн, Амалик ятне ҫӗр ҫинчен пӗтер; ҫакна ан ман.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. ҫакна Израиль ывӑлӗсене кала: Израиль ывӑлӗсенчен е Израиль ҫыннисем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам хӑйӗн ачине Молоха парать, ҫавна тытса вӗлерччӗр: ҫак ҫӗрти ҫынсем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр; 3. Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне ҫавӑрӑп, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ирсӗрлентермешкӗн, Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен кӑлармашкӑн хӑйӗн ачине Молоха панӑшӑн ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 4. ҫав ҫын хӑйӗн ачине Молоха панине курса, ҫак ҫӗрти халӑх ӑна куҫ хывмасассӑн, ӑна вӗлермесессӗн, 5. Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне, унӑн йӑхӗ енне ҫавӑрӑп, ӑна хӑй халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, Молох хыҫҫӑн асса ҫӳреме ун хыҫҫӑн кайнисене те пурне те пӗтерӗп.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.