Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пухусенче яланах, тавлашу ытла хӗрсе кайсан, хохол, ура ҫине тӑрса, чан тукмакки пек сулкаланса, янӑравлӑ, кӗрлекен сассипе темле тӳрӗ те ырӑ сӑмахсем калать, ҫавӑнпа та вара пурте лӑпкӑрах та йӗркеллӗрех пулса тӑраҫҫӗ.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫавӑнпа эпӗ пултарнӑ таран малашне хама йӗркеллӗрех тытма шутларӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— А нуккӑ, тӑр йӗркеллӗрех!
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Итле-ха, Том, — терӗ Гленарван, — йӗркеллӗрех калӑр-ха, эпӗ хама ухмахах тухрӑм пулӗ тесе шутлатӑп.— Послушайте, Том, — сказал Гленарван, — говорите яснее, потому что мне кажется, что я сошёл с ума.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Толине, ахаль те ура ҫинче тӑраканскер, йӗркеллӗрех тирпейленсе тӑчӗ.Толине, который и без того стоял, принял более почтительную позу.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Стюарт хӑйӗн тусӗсенчен виҫҫӗшне йӗркеллӗрех ҫул шырама янӑ.Стюарт послал на поиски более удобного пути трёх из своих спутников.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кунта вӗсем, ҫурҫӗрелле каймалли йӗркеллӗрех те шывран аптӑратман ҫулсене шыраса, кӑшт чарӑнса тӑнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫавӑнпа та виҫӗ ҫырӑва пурне те пӗр ҫӗре пӗрлештермелле пулать, вӗсене мӗнле те пулсан пӗр чӗлхе ҫине куҫарсан, хамӑра мӗн кирли ҫинчен йӗркеллӗрех те уҫҫӑнтарах, ӗҫе тарӑнрах илсе калаҫма тытӑнма та юрать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Иван Яковлевич, йӗркеллӗрех пулас тесе, кӗпи ҫийӗн фрак тӑхӑнса ячӗ, сӗтел хушшине ларсан, умне тӑвар хучӗ, икӗ пуҫ сухан шуратрӗ, аллине ҫӗҫӗ тытрӗ те, кӑмӑллӑн пӑхкаласа, ҫӑкӑр касма тытӑнчӗ.
I // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Халлӗхе, вӑл хӑйне тӳсӗмлӗ тытнӑ чухне, Ксени ку лайӑха е начара пулнине ӑнланса илеймерӗ, анчах хӑй президиумра ларни ӑна тата йӗркеллӗрех пулма хушнӑ, ун чӑрсӑр вӑй-халне тӑлласа тӑнӑ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫавӑнпа малтанах калаҫса татӑлсан, йӗркеллӗрех пулать.
XVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Класра Иван Федоровичран пултаруллӑрах, йӗркеллӗрех ачасем те пулнӑ ӗнтӗ, ҫапах та ҫав учитель, кӑмӑлланипех пулӗ ӗнтӗ, ӑна аудитор туса лартнӑ.
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Пӑрах-ха шӳтлеме, йӗркеллӗрех кала!
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Сӑмахсене йӗркеллӗрех суйла.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Мӗнле сутмалли юмах ку, пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те ҫукскер? йӗркеллӗрех каласа ӑнлантарасчӗ сан, ӑҫта шырамаллине тавҫӑртӑр хуть!— ывӑлӗ ҫухалса кайнине кура, хута кӗчӗ амӑшӗ.
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Ҫыннӑн йӗркеллӗрех, майлашуллӑрах пулас пулать.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
— Сирӗн вырӑнӑрта кӑштӑ-каштӑ йӗркеллӗрех кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ — тӗрлӗ ӑҫтиҫук ҫӑварне пӑкӑласси-ҫке-ха.В вашем положении долг каждого мало-мальски порядочного человека — заткнуть рот всякой сволочи.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Эс йӗркеллӗрех калаҫ, ашак!
XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Чимӗр-ха, йӗркеллӗрех пӗлер: тен, Милка ӑна юри ҫакӑнта илӗртсе кӗртнӗ пуль?— Постойте, надо узнать толком: может, она его нарочно заманила?
ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑйне амӑшӗпе унчченхинчен йӗркеллӗрех тыткалама, вӑрӑм вӗренпе кӑкарса хӑвалас вырӑнне йӗвен тӑхӑнтарса, ахаль ҫеҫ тытса тӑма пуҫларӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.