Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лампа тӗрӗллӗ сенкер стенасене, тӗттӗм хӗрлӗ шкапа, йӑхран йӑха юлса пынӑ ылттӑнланӑ таблицӑна тата кӑмӑлтан калаҫса ларакан Юаньмаотунь ялӗнчи помещиксен пуҫӗсене ҫутатма пуҫларӗ.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кимврсем римлянсене ҫӗмӗрсе такт Галлие, Испацие кӗрсе кайнӑ, римлянсемпе пур ҫӗрте те ӑнӑҫлӑ кӗрешнӗ, хӑйсемпе пӗр йӑхран тухнӑ тевтонсемпе пӗрле Италие кӗрсе кайнӑ, анчах вӗсене пирӗн эрӑчченхи 101 ҫулта Марий пӗтерсе хунӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Ликторӑн кашни вуннӑмӗш ҫынна вӗлермелле, ҫавӑнпа вӑл мана, тарнӑскере, вӗлертӗр, ҫак яша ан вӗлертӗр, мӗншӗн тесен вӑл авалхи йӑхран тухнӑ римлянин пек ҫапӑҫрӗ!
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Сире, чаплӑ йӑхран тухнӑ патрицисене, хӑвӑрӑн чаплӑ чунӑрсене пӑхмасӑрах — ирӗклӗхсӗр, влаҫсӑр, пуянлӑхсӑр тӑрса юлнисене; сире, эпӗ пӗлсе тӑракан паттӑр та хастар ҫынсене; сире, ман тӳрӗ тусӑмсене, ҫак чи маттур рудиарипе, Спартакпа, паллаштаратӑп; вӑл, хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе чун ҫирӗплӗхӗ енчен илсен, Римра ҫеҫ ҫуралмалла пулнӑ, патриций пулма тивӗҫлӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Аталанса — цивилизаци йӑхран йӑха, ӑруран ӑрӑва куҫса пынӑ.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӗсен калаҫӑвӗнчен илтнӗ кашни сӑмах мана тӑрлавсӑрла пек ҫеҫ мар, тӗрӗс те мар, французла та мар пек туйӑнать (ce n`est pas Frangais, терӗм эпӗ хам ӑшра), Семенов, Илинька тата ыттисем хӑйсене епле тыткалани, калаҫни, хӑтланкалани ырӑ йӑхран тухнӑ ҫынсенни пек пулманнӑн, йӗркесӗррӗн, «comme il faut» мар пек туйӑнчӗ.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чи малтанах эпӗ хамӑн мӗнпур ӗҫӗм-хӗлӗмре тата хӑтланусенче «noble» пулма ӗмӗтлентӗм (эпӗ: ырӑ йӑхран тухнӑ ҫын тесе мар, noble тесе калатӑп, мӗншӗн тесен француз сӑмахӗ урӑх пӗлтерӗшлӗ, ҫакна нимӗҫсем ӑнкарнӑ, вӗсем noble сӑмаха йышӑнса, ӑна ehrlich сӑмах ӑнланӑвӗпе пӑтраштармарӗҫ), унтан вӗри чӗреллӗ пулма тата, юлашкинчен, хам унчченех ӗмӗтленнӗ пек, ытларах comme il faut пулма шутларӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав романсенче мана чее шухӑшсем те, хӗрӳллӗ туйӑмсем те, асамлӑ ӗҫсем те, улшӑнми кӑмӑллӑ сӑнарсем те килӗшрӗҫ; унти ҫын ырӑ кӑмӑллӑ пулсан, пур енчен те ырӑ кӑмӑллӑ; усал пулсан, пур енчен те усал, — яш ӗмӗрте мана ҫынсем шӑпах ҫавнашкал пулнӑн туйӑнатчӗҫ; ҫав кӗнекесем пурте французла пулни те питӗ-питӗ килӗшрӗ, ырӑ йӑхран тухнӑ геройсен ырӑ сӑмахӗсене эпӗ астуса юлма, май килсе тухсан пӗр-пӗр ырӑ ӗҫре вӗсене асӑнса хӑварма пултартӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ырӑ йӑхран тухнине кӑтартаканни те ним ҫук; пачах урӑхла… ман питӗм ахаль хресченӗнни пек, ал-ура та унӑнни евӗр пысӑк; ку маншӑн ҫав вӑхӑтра питӗ намӑс пек туйӑнатчӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Йӑмӑкпа анне хушшинчи пек йӑхран йӑха куҫса пыракан пӗрпеклӗхе эпӗ урӑх нихҫан та никамра та курман.Никогда ни в ком не встречал я такого фамильного сходства, как между сестрой и матушкой.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗнле йӑхран вӑл?
Белогорка шывӗ хӗрринче // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Йӑхран йӑха куҫса пыракан чӗлӗм чукчасем хушшинче пит хаклӑ япала шутланнине Тынэт хӑй те лайӑх пӗлет ҫав.Тынэт хорошо знал, какой огромной ценностью у его народа считается фамильная трубка.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Вӑл ӗҫре уйрӑмах ҫак Девушкин йышшисене хисеплеҫҫӗ, — ятсӑр йӑхран тухнисене!— Особенно в этом деле почитаются вот такие, как Девушкин этот, низкого происхождения люди!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
«Ах эсӗ, путсӗр ашкӑнчӑк, чӑн та ухмах йӑхран тухнӑскер ӗнтӗ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Эпӗ хам ҫамрӑк та лайӑх йӑхран, — тенӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Хуҫа мана хыттӑн хушса ячӗ: халех, икӗ сехет ҫитиччен, урӑх тарҫӑ тупмалла, вӑл лайӑх йӑхран, ҫамрӑкскер пулмалла, пӗр сехетренех тухса кайма хатӗр пултӑр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Эпӗ — паллӑ йӑхран, — тенӗ Мигель.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Болгар халӑхӗ вырӑс халӑхне авалтанпах, йӑхран йӑха пыракан юратупа юратса пурӑнни вырӑс салтакӗсене партизансен хушшинче часах паллӑ вырӑна кӑларса тӑратнӑ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Графӑн ҫуртне, ҫак йӑхран йӑха куҫса пыракан йӑвана, унӑн ӗлӗкхи пӑлхавлӑ ҫамрӑклӑхӗ каллех таврӑннӑн туйӑнать.
XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Аван йӑхран эпир санпа, атте! — савӑнӑҫлӑн кулса илчӗ вӑл.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.