Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтӑртатнине (тĕпĕ: йӑлтӑртат) more information about the word form can be found here.
Анчах ак эпӗ вӑрҫӑ пуҫланнӑ тӗле ҫитрӗм те калама чарӑнтӑм, мӗншӗн тесен мӗн курса иртнин вӗҫӗ-хӗррисӗр панорами яриех уҫӑлчӗ те ман куҫ умне, ун айӗнче хама пӗтем пурнӑҫа сӑхлантаракан шухӑш йӑлтӑртатнине куртӑм эпӗ.

Но вот я дошёл до войны и замолчал, потому что беспредельная панорама всего, что мы пережили, открылась передо мной и в её глубине лишь чуть-чуть светилась мысль, которая всю жизнь волновала меня.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тинӗс лимон тӗслӗ йӑлтӑртатнине, таса кӑвак пӗлӗт ҫинче хӗрлӗ шурӑмпуҫ ҫуталса килнине курать.

Он видел глянцевое лимонное море и сумрачную темно-вишневую зарю на совершенно чистом сероватом небе.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Сарӑмсӑр тӗттӗм пулса ҫитрӗ, Иван Павловича ӗнтӗ хӑйне мар, ун мӑйӑхне ҫеҫ куратӑп, Вальӑнне те, ҫаврӑнкаласа тӑнӑ май, хӑйне мар, куҫлӑхӗ йӑлтӑртатнине ҫеҫ куратӑп.

Незаметно смеркалось, и уже не Ивана Павлыча я видела, а только его седые усы, и не Валю, а только его очки, поблёскивающие при каком-то повороте.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тусӗн хаваслӑ сӑнне палласа илес тесе, лётчик ҫак ҫунса кӑмрӑкланнӑ пекех хура тирпе витӗннӗ чӗрӗ скелет ҫине тинкерсе пӑхрӗ, — унӑн ҫаврака пысӑк куҫӗсенче кӑна вӑл Мересьевӑн яланхи харсӑрлӑхӗ ҫинчен калакан палланӑ хӗлхем йӑлтӑртатнине курчӗ.

Еще мгновение летчик смотрел на живой скелет, обтянутый черной, точно обугленной, кожей, стараясь признать веселое лицо друга, и только в глазах, огромных, почти круглых, поймал он знакомое упрямое и открытое мересьевское выражение.

17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ирпе ирех хире тухса кашни курӑк куҫ умӗнче «чӗрӗлнине», хӗвелӗн пирвайхи пайӑркисем сывлӑм пӗрчисем ҫинче йӑлтӑртатнине сӑнанинчен, тӑрин чи малтанхи юррине тӑнланинчен ырри тата мӗн пур?

Help to translate

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed