Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йывӑр пулнӑ — чӑтнӑ; куҫҫульне ҫынна кӑтартман, йӑлтӑр кулӑ ӑшне пытарнӑ.Трудно было — терпела; слезы не показывала людям, прятала в улыбке.
Ҫӗр те пӗр ҫулти Семига аппа // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.08.27, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=885&text=news-publikacii
Пултарулӑхӗпе йӑлтӑр йӑлкӑшанмастчӗ пулин те, сывлӑхне чирлешке евӗрех перекетлетчӗ вара.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Урапи ҫинче бархат жилет, автан киккирикӗ пек вӑрӑм вӗҫлӗ тюрбан тӑхӑннӑ арҫынсем, пичӗсене пӗркенчӗкпе витнӗ хӗрарӑмсем ларса пыраҫҫӗ, вӗсен йӑлтӑр куҫӗсем ҫеҫ ҫӳхе пешавар кисейӗ витӗр ҫуталаҫҫӗ; вӗсем чечеклентерсе тӗрленӗ зонтиксем тытнӑ.
Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Санӑн йӑлтӑр куҫна тек кураймӑп эпӗ, эсӗ ачашлӑн йӑл кулнине урӑх нихҫан та кураймӑп, юратнӑ пиччемҫӗм, санӑн янравлӑ сассуна тек нихҫан та илтеймӗп.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ним хуйха-суйха, эрлӗке-кулянӑҫа пӗлместчӗ йӑлтӑр кӑмӑллӑ хӗрарӑм.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ма кӑшт кӑна маларах, Кӗҫени ырӑ-сывӑ, тӑн-тӑн, хаваслӑ чухне йӑлтӑр йӑлкӑшмарӑн-ши эс Матви асӗнче, ҫурхи чӗрӗлӳпе каҫӑхса савӑнакан шӑнкӑр шӑнкӑрч пек шарт-шарт ҫунат ҫапмарӑн-ши?
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Дипломата шывпа пӗрӗхес пулать, — терӗ кӗтмен ҫӗртен Дубков, ман ҫине йӑлтӑр кулӑпа пӑхса, ҫав кулӑ мана йӗкӗлтенӗ пек, сутӑнчӑкла пек туйӑнчӗ, — унсӑрӑн вӑл ленчӗрех кайнӑ!
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӳпере йӑлтӑр хӗвел ялкӑшать.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вара хӑй тӗллӗнех юрӑ ҫуралать, йӑлтӑр ҫутӑ та чуна тивекен юрӑ, хӗрле хӗвел ҫинчен хунӑ юрӑ.И невольно, сама собой, складывалась песня, светлая, душевная песня о высоком красном солнце.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Геройсене-и сана аса илтермелле, вӗсен Чаплӑ ушкӑнне куҫ умне илсе тухса, Хӑйсен чаплӑ йӑх-несӗлӗсене Вилӗмсӗрлӗхӗн йӑлтӑр хӗлхемӗсемпе Венчетлеме тӑрӑшаканскерсене…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Хавхалануллӑ, йӑлтӑр куҫлӑ ҫыннисем те кунта мӑнаҫлӑ курӑнаҫҫӗ.
Ҫапла пуҫланать революци // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Сарлакарах питлӗ-куҫлӑ, хӗсӗкрех йӑлтӑр куҫлӑ ҫамрӑк йӗкӗт пурне те лайӑх та тӗплӗн пӗлет иккен.
Самарти кунсем-ҫулсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Пӑс машини, пӑхӑрпа та ҫупа йӑлтӑр татаканскер, чӗтре-чӗтре шавлӑн ӗҫлет.Паровая машина, блестя медью и маслом, дрожа от напряжения, шумно работала.
Пӑрахут ҫинче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Унӑн тутисем ҫинче йӑлтӑр ӑшӑ кулӑ выляса кайрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Лелюков сасӑсӑр йӑлтӑр кулса ячӗ те ман ҫине пӑхрӗ:
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Айлӑмӑн тепӗр енче, сӑртсем тӑрӑх, тӑшман вырнаҫса ларнӑ та, хӑйӗн пире хирӗҫле интересӗсене пула пирен позицисене тишкерсе, эпир мӗн тунине куҫласа тӑрать — оптически линзӑсем йӑлтӑр ҫиҫсе илеҫҫӗ те сӳнсе лараҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ӑнсӑртран патруль хунарӗн ҫутӑ пӑнчи йӑлтӑр сиксе тухать, е сасартӑк сӳнсе ларать; е прожекторсен теҫетке-теҫетке сенкер пайӑркисем ҫӳлелле хӗҫ пек хӑпарса каяҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Илюшка анненни пек хура куҫӗсемпе ман ҫине йӑлтӑр пӑхса илчӗ те ӳпкелешнӗ сасӑпа: — Анне вунӑ километр ытла ҫуран утрӗ, — терӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӗпӗртер: ав, епле савса пӑхать пире Шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ, ырӑ та телей сунакан йӑлтӑр ҫӑлтӑр…Радуйся: вон как милует нас Утренняя звезда, добрая, счастливая звезда…
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Юрату телейӗ ҫапла ялт! ялкӑшса илнӗччӗ те яш чӗресене йӑлтӑр ҫутатса янӑччӗ.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.