Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Аптрамалла мар, Ефим Егорович, ватӑлни сисӗнмест-ха, — терӗ вӑл та ӑшшӑн йӑлкӑшса.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Халӑх ӗмӗчӗ вара пӗр самантлӑх та ҫухалман, вӑл аслӑ тӗрӗслӳсен ҫулӗпе витӗр ҫиҫсе тухнӑ, часах Атӑл ҫинчи гидрогигантсен вӗҫӗ-хӗррисӗр шевли пулса йӑлкӑшса кайнӑ.
Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.
Детальсен хӗрнӗ пружинисем кӑмака ҫӑварӗнче шупкарах сарӑ тӗспе йӑлкӑшса выртаҫҫӗ.Раскаленные пружинки деталей бело-красной паутиной светились в зеве печки.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Секретарӗн куҫӗсем каллех хаяррӑн йӑлкӑшса илчӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Анчах, вӗренекенсен пӑлханчӑк сассине илтсен, вӗсен куҫӗсем темле хаваслӑн та савӑнӑҫлӑн, ҫав вӑхӑтрах такама хӑратнӑ пек йӑлкӑшса пӑхнине курсан, Фабиан господин ҫав самантрах кулма чарӑнчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӗренекенсен куҫӗсем унччен ыйхӑллӑ та тӗксӗм пулнӑ пулсан, халӗ вӗсем тарӑху ҫулӑмӗпе йӑлкӑшса ҫунма пуҫларӗҫ:Мутные и сонные за минуту до этого глаза учеников сейчас горели возмущением:
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Куҫӗсем хӑйӗн, куҫӗсем вара ҫаплах сӳнми вут пек йӑлкӑшса ҫунаҫҫӗ…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӗркӗчсем кашни хут йывӑррӑн хашлатса сывламассерен вучахри кӑмрӑк пӗрре йӑлкӑшса ҫунать, вара каллех сӳннӗ пек пулса хуралать; тимӗрҫӗсен сӑнӗсем те пӗрре уҫҫӑн ҫуталса илеҫҫӗ, е вӗсем те каллех лаҫри сӗмлӗхре ҫухалаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫак тӗлӗнтермӗш хӗр пӗрре чуна ҫӗклентермелле йӑлкӑшса кулать, тепре сасартӑк салхуланать, ун пек чух ман ҫине тинкерсе, тӗпченӗ евӗр пӑхать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Каччӑ хӑйӗн шурса кайнӑ шӑмӑ аллине ун еннелле кӑнтарчӗ, анчах чӑмӑртама вӑй ҫитеймерӗ те, айӑпа кӗнӗ ача пек, сӳрӗккӗн йӑлкӑшса кулчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Упӑшки ырланипе савӑннӑ Татьяна куҫӗсем йӑлкӑшса илчӗҫ:
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ун чӗринче те, ури айӗнче те ҫын куҫне курӑнман вут-ҫулӑм йӑлкӑшса ҫунать.
Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унӑн ҫӳҫӗ-пуҫӗ саланса кайнӑ, куҫӗсем хаяррӑн йӑлкӑшса пӑхаҫҫӗ, аллинчи сарӑ тутӑх витнӗ авӑрсӑр ҫавине, кӗҫ-вӗҫ касма хатӗрленсе, пуҫ тӑрринелле ҫӗклесе тытнӑ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Урамра-мӗнре Петӗре тӗл пулсан, вӑл, вӑтананҫи пулса, пуҫне чикнӗ пек тӑвать, хӑй ҫав хушӑрах, тӗм хура куҫӗсемпе ун ҫине тем кӗтнӗ пек тӗмсӗлсе пӑхса, чуна хускатмалла ӑшшӑн йӑлкӑшса кулать.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӗвел хитререх те хитререх йӑлкӑшса кулса, ҫӳлтен ҫӳле хӑпарса пырать, ӗҫчен ҫынсене иксӗлми ырӑ кӑмӑлӗпе савӑнтарма тӑрӑшать.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унӑн куҫӗсем вут пек йӑлкӑшса ҫунаҫҫӗ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«О, Турци, таса тӗнлисен ҫӗр-шывӗ! — тет тутар сасартӑк аллисене чавса таран тӑратса; унӑн шывлӑ куҫӗсем йӑлкӑшса илеҫҫӗ.О Турция! — вдруг воздел татарин руки к небу, глаза его влажно заблестели, — о страна правоверных!
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗ Мултиерӗн, хӗртнӗ тимӗр пек е ҫӑпан пек, яланах чӗри варринче ҫунтарса тӑрать пулас, Григорьев ун ҫинчен асӑнсанах Мултиерӗн куҫӗсем йӑлкӑшса илчӗҫ.
Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Шахрун куҫӗ хаяррӑн йӑлкӑшса илет.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кӑшт тӑрӑхларах пичӗ ҫинче ырӑ сӑн вылять, ҫӗмӗрт пек хуп-хура куҫӗсем ҫамрӑклӑх вучӗпе йӑлкӑшса ҫеҫ тӑраҫҫӗ, яштак пӗвӗ тулли те илемлӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.