Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышра (тĕпĕ: йыш) more information about the word form can be found here.
Чӗнесчӗ те каласчӗ тӑванла, хамӑр йышра:

в кругу своих, братишек, — вызвать, сказать:

Пуҫлӑх ҫын // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 110–112 с.

Ҫав йышра эпир суйланӑ депутатсем те, пысӑк вырӑнта ларакан чиновниксем те, ултавпа пуйнисем те ҫук.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Йышра мана кирек хӑҫан та ҫав тери ҫӑмӑл та хаваслӑччӗ, ыттисем хыҫҫӑн утма, ыттисем шавланӑ чух шавлама кӑмӑллӑччӗ, ҫав вӑхӑтрах эпӗ ыттисем шавланине пӑхса тӑма та юрататтӑм.

В толпе мне было всегда особенно легко и отрадно; мне было весело идти, куда шли другие, кричать, когда другие кричали, и в то же время я любил смотреть, как эти другие кричат.

I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Май йышра вӑрҫӑра пулманни ҫукпа пӗрех, кусене шанма юрать.

У меня народ все больше служивый, эти не подведут.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унта кам пуррине вӑрттӑн пӑхса илчӗ те вӑл ҫав йышра «ватӑ вӑкӑрпа» «ҫамрӑк вӑкӑрӗ» те ҫуккине курса ӗненчӗ.

Ай-гу лишь скользнула по ним взглядом, но не заметила ни «старого скота», ни «молодого скота».

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Шкул ачисем вӑл йышра пулни те шанӑҫа вӑйра хӑварать.

Help to translate

«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/

Хамӑр йышра ӳснӗ паттӑр космоса ҫӗкленчӗ, пирӗн писательсен ӗмӗчӗсем вара ҫӗр питӗнчен хӑпаймарӗҫ.

Help to translate

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫав йышра 41 ача пулнӑ...

В том числе было 41 детей.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ҫак йышра Упи шкулӗн автобус водителӗ В. И. Иванов, А. Я. Карпов («Красное Сормово»), Ю. И. Клементьев («Таябинка»), А. А. Тихонов («Газпром трансгаз Нижний Новгород» пӗрлешӳ филиалӗ — «Заволжское ЛПУМГ»), П. В. Иванов (сывлӑх сыхлавӗн «Красноармейски тӗп больници» муниципаллӑ учрежденийӗ) водителӗсем тата ыттисем пулчӗҫ.

В числе награженных были водитель школьного автобуса д. Убеево В. И. Иванов, А. Я. Карпов ("Красное Сормово"), Ю. И. Клементьев ("Таябинка"). А. А. Тихонов ("Газпром трансгаз Нижний Новгород" объединенный филиал "Заволжское ЛПУМГ"), П. В. Иванов (муниципальное учреждение здравоохранения "Центральная больница Красноармейского района") и другие.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Ку йышра А. М. Матвеев (Ҫеҫмер), В. А. Мефодьев (Санькасси), Н. И. Никитина (Туҫи Чуракасси), Ю. А. Ильин (Пшонкӑ), Н. А. Пименова (Сурӑмхӗрри), В. А. Иванов (Малти Карӑк), Г. А. Филиппова (Четрик), Г. Г. Гурьев (Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ) тата В. Н. Николаев (Ҫӗнӗ Йӗкӗт) пулчӗҫ.

Help to translate

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Вӑл йышра эрех ӗҫекенсем те, ҫул ҫитмен ҫамрӑксем те, ытти категорири граждансем те пур.

В их числе имеются и алкоголики, и несовершеннолетние и другие категории граждан.

Эрех ӗҫекенсем йӗркене ытларах пӑсаҫҫӗ // Александр МИХОПАРКИН. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Владимир Аврелькин, Лю Ли тата унпа пӗрле килнӗ ушкӑн /йышра Аньхой университечӗн Раҫҫее тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлекен центрӑн директорӗ Ши Хуншен, Аньхой провинцине аталантарас енӗпе ӗҫлекен комитет директорӗ Чшан Шаочунь, «Вань Шэнь» ООО директорӗ Го Фэн тата ыттисем те/ музей ҫывӑхӗнчи паркри Никита Бичурин палӑкӗ умне чечек ҫыххисем хучӗҫ.

Help to translate

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Йышра — пысӑк квалификациллӗ персонал.

Help to translate

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫак йышра пуҫаруллӑ, стратегилле шухӑшлама пултаракан тата ӳркенмен депутат йышлӑ, — терӗ Юрий Алексеевич.

В их числе много инициативных, стратегически мыслящих и активных депутатов, — говорит Юрий Алексеевич.

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ку йышра тӗнче чемпионӗ Александр Иванов, Европа чемпионӗ Николай Марков тата пирӗн ентешсем Петр Трофимовпа Кирилл Фролов тата ытти атлет кӗрешрӗ.

Help to translate

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ҫак хушӑра чылай каччӑ салтак тумне тӑхӑнчӗ те ӗнтӗ, вӑл йышра пирӗн район яшӗсем те.

Help to translate

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Шел, пӗрремӗш подпольщиксен кун-ҫулӗ кӗске пулнӑ: йышра сутӑнчӑк тупӑннӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗ тӗлне 790 ҫыравҫӑпа инструктор суйласа илнӗ, ҫав шутра тӗп йышра - 658 ҫын (83 процент), ыттисем резервра.

Help to translate

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Ҫав шутра тӗп йышра - 658 (536 переписчикпа 95 инструктор).

В том числе в основном списке - 658 (536 переписчиков и 95 инструктор).

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Йышра пирус туртакан ҫын ҫук.

В коллективе курящих нет.

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed