Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртен the word is in our database.
иртен (тĕпĕ: иртен) more information about the word form can be found here.
Ачине иртен ӗмӗртменнипе ун кӑкӑрӗ карӑнса ҫитнӗ пулас…

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Утӑ вӑхӑчӗ ҫитсен иртен пуҫласа каҫчен утӑ ҫулаттӑмӑр, тата киле илсе килсе хӗле хатӗрленеттӗмӗр.

Help to translate

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Пирӗн сӑмахран иртен пулсан, кил енне ура ярса ан пус, килсе ан кӗр!

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Доярка ҫав кун иртен пуҫласа каҫчен фермӑра пулса упӑшкине ӑсатаймарӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунта, мирлӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнче, унӑн ахрӑмӗ питӗ йывӑр, иртен пуҫласа каҫченхи халтан яракан ӗҫпе ҫаврӑнса килет.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Иртен пуҫласа каҫчен колхозра ӗҫлет, унтан килте, выльӑхсене пӑхать, амӑшне пулӑшать.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Вырт!» — терӗ ҫумранах чупса иртен Нинука Ванюк, хӑй ҫумне туртса антарчӗ.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пулӑ тытнӑ вӑхӑтра кунта иртен пуҫласа каҫченех пӗрмай пулӑ пушатаҫҫӗ.

От зари до зари в рыболовный сезон здесь идет разгрузка рыбы.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Пӗчӗккисем иртен пуҫласа каҫчен ҫӗтӗк пуканисемпе выляҫҫӗ, вӗсемшӗн кунтан хаклӑраххи нимӗн те ҫук.

— Они отдают всю душу тряпочной кукле, и она становится им очень-очень дорога.

XXII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Иртен пуҫласах вагон чӳречинчен ҫеҫенхирсем курӑнаҫҫӗ.

С самого утра в окна вагона видны были степи.

Уй-хир варрипе // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӑш чухне иртен пуҫласа хӗвеллӗ лӑпкӑ ҫанталӑк пулать.

Иногда с утра стоит тихая солнечная погода.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Куратӑп: нимӗнле профессорсем те пулмаҫҫӗ пирӗн патра, Ольга Алексеевна хӑй те иртен пуҫласа каҫченех ӗҫре.

Help to translate

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тепӗр кунне вара иртен кӑнтӑрлаччен калаҫрӑмӑр.

Help to translate

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Уй-хир сӗтелӗ хушшине Ларса иртен те ир, Хура тӑпра кӗнекине Эс кассӑн-кассӑн сир.

Help to translate

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Иртен ҫулсем ахальлӗн тенӗ пек пачах иртмен.

Help to translate

«Салам пултӑр, хисеплӗ Николай Егорович!!!...» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/65

Эпӗ те, ав, иртен пуҫласа каҫчен, хул калакӗсем ыратакан пуличченех баранкӑна ҫавӑратӑп, обществӑшӑн тӑрӑшатӑп, темелле, халь акӑ сире фон-барон пек лартса килтӗм…

Help to translate

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан вырӑнсенче иртен пуҫласа каҫчен хурал тӑратпӑр.

Help to translate

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Иртен пуҫласа каҫчен ун патӗнчен ҫынсем татӑлмарӗҫ: тӗрлӗ ыйтупа калаҫрӗҫ, канашларӗҫ, вӑл такама та кирлӗ пулчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Леш ват хӗр кайран, хуҫа майри пулсан, унӑн пӗтӗм пурлӑхне тытса илчӗ, тӑруках мӑнтӑрланма, иртен пуҫласа каҫчен ҫиме тытӑнчӗ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватӑ Аванкай ҫак кунсенче иртен пуҫласа каҫчен хӑйӗн тимӗрҫ лаҫҫинче тем аппаланчӗ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed