Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

именсе (тĕпĕ: имен) more information about the word form can be found here.
Микула чӑннипех, пӗр именсе тӑмасӑрах, ҫав 50 пине Михха аллинчен илет.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Микула, ҫынсем илтсен куласран та именсе тӑмасӑр, сасӑпах юрласа ячӗ:

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй сӑмахӗнчен хӑй именсе, вӑл ушкӑн варрине кӗрсе пытанчӗ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ельпох калатӑп, Ҫтаппан пичче, именсе ан тӑр, кирек мӗн кирлӗ пулсан та, хӑюллӑн ман пата пырса ыйт.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иксӗмӗр хушӑмӑрта сас-хура пулнипе именсе тӑратӑн-и?

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Плащ тӑхӑннӑ улшуҫӗ сутма илсе тухакан лашасене тӑратакан вырӑна ҫитсенех: — Эй, ырӑ ҫынсем! Кама лайӑх лаша кирлӗ, кунта килӗр! Лав ҫине ҫӗр пӑт тиесен те нӑх тумасӑр туртать! Чупасса ҫилҫунат пек пырать. Йӳнех паратӑп! Килӗр! Килӗр! Именсе ан тӑрӑр! — тесе ҫынсене йыхӑрма тытӑнчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхинехи пек именсе вӑхӑта ирттерес мар, хӑюллӑрах пулас тесе, пӳртелле утрӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хыҫлӑ ҫуна ҫинчен палламан ҫын сиксе анчӗ, анчах пӳрте кӗме именсе тӑчӗ.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ан именсе тӑр, — терӗ хӑюллӑн Хрестук.

Help to translate

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм паҫӑрах хатӗрленӗ ӗҫме-ҫимеллине сӗтел ҫине пырса лартрӗ, пӗр вӑтанса та именсе, ҫепӗҫ те ачаш чӗлхепе: — Ларсамӑр, Петр Петрович, ан тиркӗр, — терӗ Анюк икӗ стакана аншарли тултарчӗ, пӗрне кӗтнӗ хӑнине сӗнчӗ.

Help to translate

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тухса калаҫма та ан именсе тӑрӑр.

Help to translate

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вова тӑруках илме именсе тӑчӗ, унтан, тен, ҫӗрулмине те парӗ тесе, пашалу татӑкне аллине илчӗ, пӗр ҫӑвар ҫыртса, чӑмлама пуҫларӗ, часах каялла сурса кӑларчӗ.

Help to translate

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Паллакан боярсене салам калама та ан именсе тӑр.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗр хӗр те тупса параймасан эс вара начар хуҫа пулатӑн — хӑйӗн нуратдинӗ умӗнче нимӗн чухлӗ те именсе тӑмарӗ хан.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кукаҫу ирӗк парсан тархасшӑн пыр, кам чарать, — именсе хуравларӗ каччӑ.

Help to translate

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗрререн пӗрре курнӑччӗ, — терӗ Мамич-Бердей темшӗн кӑшт именсе.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Илтимӗр, — терӗ каччӑ именсе.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сӑмах-мӗнӗ, — терӗ хӗр пек именсе тӑракан Нухрат.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ҫавӑнтах ман ҫинчен куҫӗсене тартрӗ, алӑк патӗнчен иртсе урай варринче вӑтанса та именсе тӑчӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Лайӑх ҫыру илтӗр-и, Степан Михайлович? — именсе ыйтрӗ Агнис.

Хорошее письмо получили, Степан Михайлович? — смущенно спросила Агнисия.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed