Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтнӗ (тĕпĕ: илт) more information about the word form can be found here.
Путсӗрлӗх саккунӗпе Кабаргас сӑмахӗсене мӗнпур бригада илтнӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑшӗ-пӗри юман: «Ҫилевӗр! Ҫилевӗр!» — тесе тӑстарса йынӑшнине те илтнӗ имӗш.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Сана ан асӑрхаччӑр тесен — мала сиксе ан тух», — асламӑш, кӑмпана ҫӳреме юратнӑскер, вӑрманта ӳсекен кӑрӑҫ пирки каланӑ ҫак сӑмахсене Ваҫиле ват ҫынран пӗрре мар илтнӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӑна илтнӗ халӑх ахӑрсах кулса ярать.

Help to translate

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ҫак шыва ӗҫекен паттӑр пулать тет, — пуҫлать таҫтан илтнӗ пӗр юмах Ванюк.

Help to translate

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Таҫтан илтнӗ пек ку ята.

Help to translate

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ирхине шанчӑк паракан хыпар килсе ҫитнӗ: Чукотски ҫур-утрав ҫинчи Уэлленри радиостанци челюскинецсем чӗннине илтнӗ.

Утро приносит надежду на спасение: радиостанция в Уэллене (на Чукотском полуострове) слышит челюскинцев.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Эсир илтнӗ те пулӗ: медиксем хӑйне уйрӑм аппарат шутласа кӑларнӑ, вӑл тикӗс те пӗр пек ритмпа ӗҫлет.

Help to translate

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ӗненӗр мана, — терӗ Гладышев малалла, Завьялов ҫине пӑхса, — енчен те эсир ҫавӑн чухне ҫакӑнта, ҫывӑхра пулнӑ пулсан тата ӗҫсем чӑннипе мӗнлерех пулнине пӗлмен пулсан, ҫав чӗререн, тарӑхса, йӗкленӳпе каланӑ сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн сирӗн умра чӑн-чӑн сутӑнчӑк тӑрать тесе ӗненме пултарӑттӑр!

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ку вӑл Новороссийск тӑрӑхӗнчи «бора» текен ҫил йышшискер, эсир ун ҫинчен илтнӗ пулсан.

Help to translate

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав ҫын партизансем манӑн ҫемьене фронт линийӗ урлӑ каҫарса яма май тупни ҫинчен такамран илтнӗ имӗш…

Help to translate

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Комсомолец» колхозӑн лашисем пирки ун чухне такам та илтнӗ, пӗлнӗ.

Help to translate

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

Инҫетрен, таҫтан хулӑн, пӗртте сасӑ яман стена хыҫӗнчен илтнӗ пек, вӑл хӗр сассине илтет:

Help to translate

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл пӗр ҫакӑн ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӗ: Оля чӗрӗ, кӗтмен ҫӗртен калама ҫук тӗлӗнмелле япала пулса тӑчӗ, вӑрҫӑ хыҫҫӑн вулама тивнӗ е илтнӗ тӗлӗнтермӗшсенчен пӗри!

Help to translate

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Нумай ҫулсем хушши, хӑйне пӗлӗте ҫӗкленме чарнӑран, ӗмӗрлӗхех ҫӗр ҫумне ҫыхса лартнӑран вара, хӑйӗн ҫунаттисене ҫапса хуҫнӑ хыҫҫӑн, хӑйне запаса яни ҫинчен илтнӗ хыҫҫӑн халӗ пӗрремӗш хут ӑна хӑрушӑ пулчӗ.

Help to translate

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Алӑк патне ҫитсен вӑл тата тепӗр хут экран ҫине пӑхса илчӗ, унта Ленӑна илтме тӳр килнӗ пур ятсенчен те чи вӑрӑм ятлӑ, тата — вӑл илтнӗ тӑрӑххӑн — тӗнчери чи хитре кӑкӑрлӑ чаплӑ актриса тухнӑ-мӗн.

Help to translate

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсир, пирӗн ҫинчен пӗлекен япала, Магдаль ҫинчен те, Васса ҫинчен те, Вероника ҫинчен те, Валя ҫинчен те илтнӗ пуль.

Help to translate

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса Мустайпа йывӑрланнӑ, тенине те илтнӗ Якур.

Help to translate

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӗне вилни ҫинчен урамрах илтнӗ иккен вӑл.

Help to translate

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юрать-ха, кинемей ултавҫӑсен хӑтланавӗсем пирки унччен илтнӗ, видеосюжетсем курнӑ, участковӑй каланине те манман.

Help to translate

Ултавҫӑсем 3 сехет ӳкӗтлесен те 900 пин тенкине куҫарман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35834.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed