Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнинчен (тĕпĕ: ил) more information about the word form can be found here.
Корней сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те, тавҫӑрса илнинчен тӗлӗнсе кайнӑ пек, сасартӑк ӑнланмасӑр, хурлӑхлӑн ыйтрӗ:

Корней передохнул и вдруг, словно пораженный внезапной догадкой, спросил с недоумением и горечью:

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӗпе ҫухине турткаласа тӳрлетнинчен те, тӗреклӗ янахне аллипеле сӳрӗккӗн сӗртӗне-сӗртӗне илнинчен те, сарлака куҫ хупаххисен хӗррипе ҫунатланса тӑракан куҫ харшисене ҫилӗллӗн сиктерсе хускатнинчен те вӑл аравасӑр хытӑ хумханни палӑрать.

Нервозность сказывалась в том, как он поправлял воротничок, скользящими, поверхностными движениями касался энергического подбородка, шевелил бровями, раскрылившимися на широких надглазницах.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чукун ҫул ҫинче ӗҫлекен ҫыннӑн пичӗ именчӗклӗн те айӑплӑн туртӑна-туртӑна илнинчен вӑл, хӑйне тӳрре кӑларас тесе, темскер каласшӑн пулни сисӗнет.

Железнодорожник что-то хотел говорить, оправдываться, судя по смущенно-виноватому выражению его лица.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Глаша хай ҫине пӑхса илнинчен Сергей вӑл шӳтле каланине ӑнланчӗ: Глашӑн куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ, хӑй вӑтанса кулан пек турӗ те хӗрелсе кайрӗ.

— Глаша посмотрела на Сергея, и он понял, что она шутит: глаза ее заблестели, и она стыдливо усмехнулась и покраснела.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗрремӗш батальон тата нумай ҫынсем ҫухатнӑ, анчах полк штабӗнчен ӑна-кӑна пӑхмасӑр — приказ: «Халех ҫӗнӗрен атакӑласа, тӑшмана окопсен пӗрремӗш линийӗ ҫинчен хӑваласа кӑлармалла. Пӗтӗм линири операци ӑнӑҫлӑхӗ пирӗн ҫарсем тепӗр хут малтанхи вырӑнсене йышӑнса илнинчен килет».

В первом батальоне урон был еще значительней, но, не глядя на это, из штаба полка — приказ: «Атаку немедленно возобновить, во что бы то ни стало выбить противника из первой линии окопов. От успехов восстановления исходного положения зависит конечный успех операции по всей линии».

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Пулӑшатпӑр, Сергей, — терӗ Кондратьев; вӑл ытла тимлӗн пӑхса илнинчен Сергей ҫакна ӑнланчӗ: килӗшмесӗр тӑма юрамасть.

— Поможем, Сергей, — сказал Кондратьев и так посмотрел на Сергея, что тот по взгляду понял: отказываться нельзя.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл мӗнле утса ҫӳрекеленинчен, калаҫнинчен, салтаксене кӑшкӑркаласа илнинчен, ҫак лейтенант хӑйне пӑхӑнтарма тата хӑйне май кӑмӑллӑ пулнине Степан Бояркин ӑнланса илчӗ.

По тому, как он двигался, говорил, прикрикивал на солдат, Степан Бояркин сразу понял, что лейтенант властолюбив и своенравен.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫурма тӗттӗмре вӗсен сӑн-пичӗсене уйӑрса илме йывӑр, анчах вӗсем калаҫу пуҫланасса мӗнле кӗтнинченех: хуллен ӳсӗркелесе илнинчен, пӗр-пӗринпе хуллен пӑшӑлтаткаланинчен, — вӗсем ҫӗр пӳрте мӗнле пӑлханса, мӗнле ҫӗкленнӗ шухӑш-кӑмӑлпа пуҫтарӑннине Воронин туйса илчӗ.

В полумраке трудно различить их лица, но Воронин почувствовал, как они ждали начала разговора: в тихом покашливании в легком перешептывании друг с другом, — с каким волнением они собрались в землянке, с насколько приподнятым настроением.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нимӗҫсен Европӑри похочӗсем ҫинчен вуланӑччӗ вӑл, вӗсем пит хӑвӑрт Польшӑна ҫапса аркатнинчен, Норвегие тытса илнинчен, Францие тустарнинчен тата Ҫурҫӗр Африкӑпа Балкана ҫитсе кӗнинчен тӗлӗннӗччӗ.

Он читал о походах немцев по Европе, удивлялся тому, как они быстро захватили Польшу, заняли Норвегию, разгромили Францию, дошли до Северной Африки и Балкан.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах ҫакна аса илнинчен мӗн усси-ха?

Но что толку вспоминать!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пур япалана та вӗсем нумай, курттӑмӑн туянаҫҫӗ, укҫине ҫийӗнчех тӳлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та япаласем вӗсене парӑмла илнинчен е вакӑн-вакӑн туяннинчен йӳнӗрехе лараҫҫӗ; япаласене лайӑх пӑхса, ӑнланса, ыйтса-пӗлсе илеҫҫӗ, ҫавӑнпа та япаласем йӳнӗ кӑна мар, лайӑхрах та пулаҫҫӗ; чухӑн ҫынсем вӗсене апла туянаймаҫҫӗ.

Они покупают все большими количествами, расплачиваются наличными деньгами, поэтому вещи достаются им дешевле, чем при покупке в долг и по мелочи; вещи выбираются внимательно, с знанием толку в них, со справками, поэтому все покупается не только дешевле, но и лучше, нежели вообще приходится покупать бедным людям.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эпӗ те ҫыншӑн ҫунса кайса тӑрӑшаканскерех мар: сирӗн хырӑм выҫни ҫинчен аса илнинчен ытларах манӑн хамӑн ҫиес килетчӗ, эпӗ кӑнтӑрла начар апатланнӑччӗ; чӑнах та, ҫиессе сахал ҫимерӗм ӗнтӗ, тепӗрне пулсан, тепрер ҫиме те ҫитмелле, анчах та эпӗ мӗнле ҫинине пӗлетӗр-ҫке эсир.

— И я не такое чудо заботливости о других, что вспомнил за вас о вашем аппетите: мне самому хотелось есть, я плохо пообедал; правда, съел столько, что другому было бы за глаза довольно на полтора обеда, но вы знаете, как я ем.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Марья Алексевнӑпа туслӑ пурӑнман пулсан та, учитель хӑй уроксем ирттерекен ҫемьери хӗрпе хутран-ситрен ик-виҫӗ сӑмах калаҫса илнинчен мӗн тӗлӗнмелли пур-ха унта?

Что удивительного было бы, что учитель и без дружбы с Марьею Алексевною имел бы случаи говорить иногда, хоть изредка, по нескольку слов с девушкою, в семействе которой дает уроки?

IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сӑмахран, хӗрпе каччӑ пӗр-пӗринпе выляса калаҫма пуҫланине ӑҫтан асӑрхама пулать-халӗ? — Корсет шал енне пӑха-пӑха илнинчен.

Например, по чему сейчас можно заметить амурные шашни? — По заглядыванию за корсет.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук, Верочка, эсӗ, ахаль хӗрача, ҫаксем пирки пурин ҫинчен те шухӑшласа пӑхнинчен, ҫаксене пурне те чӗре патне ҫывӑха илнинчен тӗлӗнмелли ҫук; эсӗ ҫавна вӗрентме пуҫланӑ ҫынсен хушамачӗсене те илтмен вӗт; вӗсем ҫавӑ вӑл ҫапла пулмалла, вӑл пурпӗрех ҫапла пулать, вӑл ҫапла пулмасӑр тӑма пултараймасть, тесе вӗрентме пуҫланӑ та ӗненмелле кӑтартса панӑ; эсӗ ҫав шухӑшсене ӑнланса илсе чӗре патне ҫывӑха илнинчен тӗлӗнмелли ҫук вӑл шухӑшсене сана кӗнекӳсем уҫҫӑн кӑтартса пама пултарайман: сан кӗнекӳне ҫырнӑ чухне вӗсем шухӑшсем пулнӑ-ҫке-ха, ҫыракансем вӗсене хӑйсем те вӗреннӗ ҫеҫ-ха; вӑл шухӑшсем тӗлӗнмелле чаплӑ шухӑшсем пек туйӑннӑ, — ҫавӑ ҫеҫ.

Нет, Верочка, это не странно, что передумала и приняла к сердцу все это ты, простенькая девочка, не слышавшая и фамилий-то тех людей, которые стали этому учить и доказали, что этому так надо быть, что это непременно так будет, что этого не может не быть; не странно, что ты поняла и приняла к сердцу эти мысли, которых не могли тебе ясно представить твои книги: твои книги писаны людьми, которые учились этим мыслям, когда они были еще мыслями; эти мысли казались удивительны, восхитительны, — и только.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӑна хӑйне юриех ҫапла ним пулман пек тыткалама ҫӑмӑлах мар пулмалла, ҫакӑ вӑл унӑн пит ҫӑмартисем тӑрӑх мӑкӑльсем куҫкаланинчен тата сулахай куҫ харшийӗ туртӑна-туртӑна илнинчен аван курӑнать.

Все же нелегко ему давалось это показное безразличие, судя по тому, как перекатывались под скулами его крутые желваки и подергивалась левая бровь!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Колхозне йӗркелени те ҫур ҫул ҫеҫ-ха, ӗҫе кӳршӗ ҫӗрне туртса илнинчен, вӑрланинчен пуҫлани вал колхозниксене пӗтӗмпех пӑсса яни пулать!

Колхозу всего полгода, и начинать с захвата соседской земли и воровства — это же в дым разложить колхозников!

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кута сахал-ха: Яков Лукич кирпӗч хатӗрлемелли пысӑк мар завод пекки те туса лартма сӗнчӗ тата кунашкал ӗҫ тупӑшлӑ пуласси пирки иккӗленсе тӑракан Аркашка Менока ҫапла каласа ӗнентерчӗ: капитальнӑй витесемпе вӑкӑр картисем тума районран, ҫирӗм сакӑр километртан кирпӗч турттарса килнинчен, ҫитменнине тата ҫӗрӗшне тӑватӑ тенкӗ те аллӑшар пус тӳлесе илнинчен, колхозрах кирпӗч туни нумай пайта кӳрет, имӗш.

Мало того, Яков Лукич внес предложение построить небольшой заводишко по обжигу кирпича и без труда доказал сомневавшемуся в рентабельности такого предприятия Аркашке Менку, что иметь свой кирпич для строительства капитальной конюшни и воловен несравненно выгоднее, нежели возить его из района за двадцать восемь километров да еще платить за сотню по четыре рубля пятьдесят копеек.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Паян вӑл мӗншӗн ҫаксене пурне те аса илнинчен, шкулӑн кашни кӗтессине ӑна мӗншӗн ҫав тери паха пулнинче-и Санька хӑй те тӗлӗнсе кайрӗ.

Санька невольно удивился, почему он сегодня так остро все примечает, почему так дорог ему каждый школьный уголок.

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тарӑхни вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн унӑн куҫӗ ялтӑр ҫиҫсе илнинчен, чышки хӑй тӗллӗнех чӑмӑртаннинчен кӑна курӑнса тӑчӗ.

Только гневно сверкающие глаза, сжатые губы и кулаки показывали его волнение.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed