Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑтанса (тĕпĕ: вӑтан) more information about the word form can be found here.
Вӑл хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлать, ман ҫине вӑтанса пӑхать.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Галя кӗрсе кайсан, Мосальский Аньӑна аллинчен тытрӗ те, Аня темшӗн йӑлтах чӗтре пуҫларӗ, вӑтанса, пуҫне чикрӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Анчах кунта манӑн, Евгений, ҫакна каламалла: «пӗчӗк» Люся, ҫулӗсене кура мар, хӗр шутне ир кӗрсе пыратчӗ, сӑмахран, вӑл ман ҫине тата Зиминцев инженер ҫине те пӗве ҫитнӗ хӗр туйӑмӗ пирки кӑна вӑтанса, хӗрелсе пӑхни сисӗнетчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Урхана илес пулсан та ку тӗлӗшпе вӑл тасарах: хӑйӗн тӗнне сутнине тавҫӑрса илсен, халӑхран вӑтанса Кӗтерне патша парса янӑ хӗресе шӑтӑка кайса пытарать.

Help to translate

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

— Сире калас-и пӗр сӑмах: ашшӗне пытарнӑ хыҫҫӑн Глафира сирӗнпе тӗл пуласран вӑтанса килтен хӑвӑрт тухса кайнӑ иккен, вӑт мӗнле.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ашшӗпе амӑшне нимле сӑмахпа та ӳкӗте кӗртме май ҫуккине кура Альбина: «Манӑн ҫие юлнӑ, ӑнлантӑр-и, ҫие юлнӑ!» — терӗ те ҫапла суеҫтерме тивнишӗн хурланса та вӑтанса йӗрсе ячӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Алюнова курсанах Укаслу хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ те вӑтанса пуҫне чикрӗ.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каччӑ Укаслу ҫине ӑшшӑн, ҫепӗҫҫӗн, юратуллӑн, вӑтанса пӑхса илчӗ.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑтанса кайнипе Укаслу ним калама пӗлеймерӗ.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑтанса ан тӑрӑр.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр, хӑй ҫине арҫын пӑхнипе вӑтанса, хӗрелсе кайрӗ те ҫаврӑнса тӑчӗ.

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр хӑй ҫине ҫапла тери нумай ҫын сӑнаса пӑхнине курсассӑн сасартӑк вӑтанса кайрӗ, сиси-сисми хусканупа кӗпине тӳрлетсе аялалла туртрӗ.

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ну, вӑтанса ан тӑр!

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Тыт, тыт, уту хӑвӑнах пулсан вӑтанса ан тӑр! — Пинер шухӑшне ӑнланса илсе сасӑ пачӗҫ ҫывӑхра тӑракан йӗкӗтсем.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Урхамах ҫине утланса Пӑлан йӗрӗпе эп килтӗм, Сӑн-пуҫунтан вӑтанса Ҫуртна кӗме иментӗм.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркинейӗ вӑтанса, Тарса утрӗ васкаса Саран кӳмми умнелле, Шавлӑ пухӑн хӗрнелле…

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анӑҫа хӑй ӗшенчӗкӗнчен вӑтанса хӗрелнӗ явкай хӗвелӗ ӗнӗк хыптарнӑ чух, тӳпе пӑч-пач ҫӑлтӑрсемпе, малалла уйӑх тӑхрипе ҫуталсан ҫеҫ, карчӑка тав туса, кӑххӑм-кӑххӑмсӑр, ох-ахсӑр сывлӑх, чӑваш сурпанӗ пек вӑрӑм кун-ҫул сунса, килӗсене саланчӗҫ.

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Эпӗ шак хытса тӑтӑм, вӑтанса кайрӑм.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тепӗр кунне урӑлсан, санран, ачасенчен, ял халӑхӗнчен вӑтанса пуҫа ниҫта кайса чикме пӗлмерӗм.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗр, ҫурма тӗттӗмре те шурӑмпуҫ ҫӑлтӑрӗ пек ҫиҫсе илсе, хӑй те вӑтанса кайнӑ пек пулчӗ, пуҫӗпе Ула Тимӗр кӑкӑрӗ ҫине тӗршӗнсе илчӗ, унтан кулкаласа качча куҫӗпе ынатлӑн ытамларӗ:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed