Шырав
Шырав ĕçĕ:
Козельцов фельдфебель ӑҫта иккенне ыйтсан, вулаканни шӑпланчӗ, салтаксем хускалма, ӳсӗркелеме, сӑмсисене шӑнкаркалама тытӑнчӗҫ, чылай вӑхӑт сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек, пӗр чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн ялан ҫапла пулать ӗнтӗ вӑл; кӗнеке вуланине итлесе ларакан ушкӑн патӗнчен, тӳмисене тӳмелекелесе, фельдфебель тӑрса тухрӗ, вӑл салтаксен урисем урлӑ каҫа каҫа, харпӑр урине ниҫта чикме аптӑранисен урисем ҫине пуса-пуса, офицер патне утса тухрӗ.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тепӗр салтакӗ сӑмах сыпӑкӗсене аран-аран пӗтӗҫтеркелесе темӗнле кӗнеке вулать, ҫурта умнех тытнӑ вӑл кӗнекине, Блиндажри тӗксӗм ҫутӑра кӗнеке вуланине тимлӗн итлесе ларакан салтаксен пуҫӗсем курӑнаҫҫӗ.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хут таткине вуланине никам курмалла мар вырнаҫса ларатӑп.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Мӗнле вуланине кӑтарт-ха.
Чи лайӑх паллӑ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ҫав тери лайӑх вӗрентнӗ кайӑксем вӗрентекенӗ саспа вуланине пӗр йӑнӑшсӑр ҫырса пынине те калаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Макаровкӑран лагере ҫитиччен ҫул ҫинче Митя ачасене Яковпа иккӗш вӗсен йӗрӗ ҫине епле ӳкнине, шыв хӗррипе шыв арманӗ патне ҫитиччен пынине, пурпа ҫырнӑ сӑмахсене вуланине каласа кӑтартрӗ, ҫул ҫинче пӗрремӗш паллӑна курсан, ҫав тери хаваслантӑмӑр, терӗ.
57 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Эсӗ вуланине эпӗ хам тӗрӗслетӗп.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Апла-тӑк, ӗнер мӗн вуланине каласа пар.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Кӗнеке парнелеме ҫын мӗнле литература ытларах юратнине, вуланине, илнӗ кӗнеке мӗн ҫинчен иккенне пӗлмелле.Даря книгу, нужно знать, какой литературой интересуется тот, кому она предназначена.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вуланине тӑнласа шухӑшлама хӑшпӗр чухне кӗнекене айккинелле хурсан та юрать.
Хӑвна ху вӗрентни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӑл сӑвӑсене мӗнле вуланине халиччен нихҫан та илтменччӗ.
Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫӗнӗ кӗнекесене вырсарникунсенче черетпе вулатпӑр, тата каҫсерен пӗри сасӑпа вуланине итлетпӗр.Читали новую книгу по очереди, а иногда по воскресным вечерам и вслух.
Татьяна Соломаха // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑл кашни каҫах Испанири вӑрҫӑ ҫинчен сӑмах тапратать те е республиканецсен ретне тӑрса паттӑррӑн ҫапӑҫакан хӗрача ҫинчен хаҫатра вуланине, е ашшӗ-амӑшӗсем ирӗк памасӑрах фронта кайнӑ ача ҫинчен радиопа илтнине каласа парать.
«Овод» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑл ача тӗнчери хӑй интересленекен япаласене пурне те пӗлме тӑрӑшни, мӗн вуланине пӗр сӑмах сиктермесӗр астума пултарни пӗрре пӑхсах сисӗнет.
Тӗлӗнмелле ҫулҫӳрев // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ачасем Прометея ҫав тери юратса пӑрахнӑ пулин те, эпӗ вуланине питех итлесшӗн пулмарӗҫ.И странное дело: несмотря на весь свой интерес к Прометею, они сначала слушали меня не очень охотно.
Грексен мифӗсем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Ну, эс ху вуланине пире каласа пар, — йӑлӑнчӗ Володя.— Ну тогда ты перескажи нам по-чувашски, как сумеешь, — попросил Володя.
XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Одинцовпа Зоринӑн заметкисене Митя вуланӑ вӑхӑтра Ваҫҫук ӗҫлесе ларанҫи турӗ, Митя вуланине курман пек пулчӗ.Пока Митя читал заметки Одинцова и Зориной, Васек делал вид, что совершенно поглощен своей работой.
15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Вӑл начар хуҫа пулнӑ, юрламан, музыкӑпа йӑпана пӗлмен, нумай вуланӑ тата мӗн вуланине лайӑх астунӑ пулин те, литература ҫинчен калаҫман.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ларма-тӑма пӗлмен Ефросинья упӑшки вуланине хисепленӗ, унӑн библиотекипе пӗтӗм район умӗнче мухтаннӑ, каҫсенче Ксенофонтовнӑна ҫӗлен пек чашкӑрса: — Шӑпланӑр эсир, анне! Петрунька вуланине курмастӑр-и-мӗн?! — тесе пӗр хут ҫеҫ мар каланӑ.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Политзанятие коммунистсемпе тата партие кӗме хатӗрленекенсемпе Валентина ирттерет, Лена кунта, яланхи пек кӗнекесемпе хаҫатсем вуланине курасса кӗтрӗ, анчах пирвайхи самантрах кӑмӑллӑн та темле пӗлсе илме йывӑр килӗшӳлӗхе курнипе тӗлӗнчӗ.
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.