Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каҫ пулнӑ ҫӗре пурте яланхи виҫене ларчӗ.
XXX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Пӗлетӗп эпӗ: эсир мана яланах «мораллӗ виҫене» йышӑнман ҫын вырӑнне шутлатӑр, — терӗ сасартӑк Николай Артемьевич.— Я знаю, вы меня всегда считали за «имморального» человека, — начал вдруг Николай Артемьевич.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вунсаккӑрта чухне вӑл темле усал сивчирпе кӑштах вилсе выртман; унӑн ачаранпах ҫирӗп пулнӑ организмӗ, чире пула ҫав териех хавшанӑскер, чылай вӑхӑт хушши тӳрленсе, ӗлӗкхи виҫене ларайман.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Тепӗр чухне тата унӑн чуппи хумсен юххипеле пӗр виҫене ларать, вара яхта руль ӗҫлеме пӑрахнипе нимпе килӗшмесӗр енчен енне вылянса пырса ӳпне выртасран хӑратать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Пурте илтнӗ пуль ӗнтӗ ҫак шкулта вӗренекен Марина Артамонова ват ҫынна, Клементий Калмыкова виҫене икҫӗр грамм ҫитермесӗр канфет виҫсе панӑ, укҫине килограмшӑнах илсе юлнӑ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Ҫӗрулми, кишӗр, чӗкӗнтӗр пулӑшрӗҫ ытлашши виҫене чакарма, — пӗлтерет Кулине.— Картофель, морковь и свекла помогли избавиться от лишнего веса, — сообщает Акулина.
Кӑштах кулӑш — 4 // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/index.php/news/cn- ... kh-kulsh-4
Кӑҫалтан тытӑнса ҫавӑн пекех ҫемьесене виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн тӳлев уйӑрса панӑ чухнехи кирлӗлӗх виҫине пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк 2 виҫене ҫити улӑштарнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Анчах сасӑсем пӗр виҫене ларса ҫитрӗҫ те, кӗҫех вӗсем чуна тытса илмелле ҫепӗҫҫӗн чӳхенсе янӑрама тытӑнчӗҫ:
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Мелехов Григорий, пиччӗшпе уйрӑлнӑ хыҫҫӑн, походра ҫӳренӗ чух куллен тенӗ пекех хӑйӗн чирлӗ шухӑшӗсене сирсе, кӑмӑлне ӗлӗкхи лӑпкӑ виҫене ҫитерес тесе, хӑйӗн чӗринче тӗрев шырарӗ, анчах та тупаймарӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Электричество токӗ мӗнле виҫене ҫитнине виҫсе пӗлме, — уссине якаткаласа, уҫӑ та хулӑн сасӑпа калама пуҫларӗ Родионов, — вольтметрпа усӑ кураҫҫӗ.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Иккӗмӗшӗнчен, пире электричество токӗ мӗнле виҫене ҫитнине виҫсе пӗлмелли прибор кирлӗ.— Во-вторых, нам нужны приборы для измерения напряжения электрического тока.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: пирӗннисем ҫав виҫене ҫитсен — пулчӗ вара!Поэтому я считаю так: когда наши дойдут до края — тогда всё!
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӗсем ҫулӑ шураткӑҫсемпе те хӗреткӗҫсемпе сӑрланса аппаланаҫҫӗ, анчах виҫене пӗлмесӗр те айванла тӳрккеслӗхпе: хӑшӗсен ҫавна пула пичӗсем ирсӗррӗн кӑвакарса, тискерленсе каяҫҫӗ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Куҫа курӑнакан ӳсӗмсем ҫынсене ҫӗнӗрен иккӗлентерсе ан пӑрахчӑр тесе, асӑрханмалла пулчӗ; ӗҫ сарӑлни унӑн шалти аталануне чылай чӑрмантарса тӑчӗ, мӗншӗн тесен тулти виҫене ӳстерессипе шалтине кирлӗ пек туса ҫитересси — тачӑ ҫыхӑнса тӑракан япаласем вӗсем; ҫапах та, хуллен кӑна пулин те, — урӑх условисенче вӑл апла пулмастчӗ, — ӗҫ чиперех пычӗ.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑштах тӑхта, ан кӗр Колхоз хуҫалӑхӗнчи мӗнпур йӗркесӗрлӗхсене хирӗҫ эпир хаяррӑн кӗрешме тытӑнатпӑр, сӳсменсене пурне те виҫене кӳрсе майлаштаратпӑр.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫук, ку пурнӑҫ мар, виҫене, ҫынна ҫутҫанталӑк кӑтартса панӑ пурнӑҫ тӗллевне пӑсни пулать…Нет, это не жизнь, а искажение нормы, идеала жизни, который указала природа целью человеку…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шурӑ ҫурчӗсем, вӗсен тӗрлӗ енӗпе пусмасем сарӑлакан пӗчӗк крыльцисем пӗр-пӗринпе юнашаррӑн пӗр виҫене тухса тӑратчӗҫ, бухта тӑрӑх вара ҫурма ункӑн туса лартнӑ пысӑк ҫуртсем вырнаҫнӑччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗнӗ, 1942 ҫула эпир ҫирӗп йӗркеленӗ организаципе кӗтӗмӗр; чӑн та, вӑл ӗҫӗн пур участокӗсене те ҫавӑрса илеймен, унӑн ӗҫӗ 1941 ҫулхи февраль уйӑхӗнчи виҫене нумай ҫитмен, анчах та партин татӑклӑ ҫапӑҫусенчи задачисене пурнӑҫлама пултарнӑ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
«Федерацин «Транспорт хатӗрӗсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тӑрасси тата Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 170-ФЗ №-лӗ саккунӗпе (малалла – Федерацин «Транспорт хатӗрӗсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тӑрасси тата Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» саккунӗ) килӗшӳллӗн транспорт хатӗрӗсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхнӑшӑн илекен тӳлевӗн ҫӳл виҫине палӑртаҫҫӗ тата ҫӳл виҫене пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ;»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче хаксене (тарифсене) патшалӑх тытса пымалли йӗрке ҫинчен" саккунӗн 21 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №58 от 20 сентября 2018 г.
2. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе ҫинчен» 1997 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи 21 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 4 статйин 3-мӗш пункчӗн положенийӗсемпе пенси ҫумне социаллӑ хушма тӳлев (ӑна Федерацин «Патшалӑхӑн социаллӑ пулӑшӑвӗ ҫинчен» 1999 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 178-ФЗ №-лӗ саккунӗпе пӑхса хӑварнӑ) палӑртас тӗллевпе Чӑваш Республикинче пенсионера пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене 2020 ҫул тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсем валли палӑртнӑ чухне усӑ кураҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе ҫинчен" саккунӗн 4 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №41 от 04 июня 2019 г.