Шырав
Шырав ĕçĕ:
Касса ҫурнисене турттарса вакун ҫине тиеттӗмӗр.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Вакун патне пӗр вӑтам ҫулсенчи фуфайка тӑхӑннӑ арҫын васкать.
Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.
Анчах вакун пусми тӗлӗнче Оксана тӑрать.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Николай Васильевич Бурмистров демобилизациленнӗ хыҫҫӑн Канашри вакун юсакан заводра, каярах Вӑрнарти хими заводӗнче, Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗнче ӗҫленӗ.
Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan
Брест крепоҫне хӳтӗленисен ҫутӑ сӑнарӗсене асра тытса ятарласа уйрӑм вакун уйӑрнӑ.
Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan
6-мӗш вакун геройӗ шӑпах та вӑл.
Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan
Муниципалитетсен ертӳҫисемпе ҫыхӑннӑ требованисем - пӗр вакун тата пӗчӗк урапа, ҫавна май ыйту ҫуралать - ҫак тиеве хӑйсем ҫине илес текен йышлӑ-и.
ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen
Шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ — пӗр вакун картлашки ҫине сикрӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫӗнӗ клиникӑсем валли вакун пушатма яраҫҫӗ студентсене, ӗҫленӗшӗн пӗрер лав парас пек каларӗҫ, — хавхалантарчӗ Эльгеев тӑлӑх арӑма.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вакун леш вӗҫӗнче каникула каякансем пулмалла, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш ҫӳлӗксем ҫине хӑпарса выртнӑ та хӗрсе юрлаҫҫӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Павлуш вара вакун ҫинчен аннӑ-анманах ҫав еннелле чупса кайрӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пӑравус хӑйпе тӗлме-тӗл пулсан, вӑл пӗтӗм вӑйпа вӗҫӗнчи симӗс вакун еннелле вирхӗнчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хыҫалти симӗс вакун ҫинчи хӗрлӗ хӗрес ун куҫӗнчен каймасть.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Эльгеев, аллипе сулса, урӑх вакун ҫине ларма чупнӑ пек турӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑл Слюсарева вакун картлашкисем ҫине хӑпарма пулӑшнӑ самантра пуйӑс вырӑнтан тапранчӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Апла пулсан, эп халех илсе тухӑп, — терӗ те Павлуш, вакун ҫине хӑпарчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫӗрӗпе пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе килнӗ пассажирсем вакун алӑкӗ патнелле ыткӑнчӗҫ.
4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Леш, ҫывракан ҫынсен урисем урлӑ пуса-пуса, вакун алӑкӗ патнелле васкарӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вакун ураписем пӗр майлӑн шакӑлтатса пынине тӑнланӑ май Павлуш та, тутар та ыйха путрӗҫ: пӗри хӑйӗн миххисем ҫине выртнӑ, тепри карҫинкки ҫумне таяннӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кӑмӑла пусӑрӑнтарса чупрӗ вакун: тӗллӗн-тӗллӗн силлентерчӗ, чӗтрентерчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.