Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аякка the word is in our database.
аякка (тĕпĕ: аякка) more information about the word form can be found here.
«Эсӗ манӑн шурӑ акӑш, аякка вӗҫсе каян.

Help to translate

Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043

— Эпир капла ахаль те государь-император ҫарӗнчен ытла аякка татӑлса кайрӑмӑр, — терӗ Укаслӑва Тимофей-хусах.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аптранӑ енне вара вӑл вӑхӑтлӑха та пулин таҫта аякка кайса пурӑнас мар-ши теме те тытӑнчӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкмен, теҫҫӗ.

Help to translate

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку — фронт аякка кайнине пӗлтерет.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Хӑв та ӗнтӗ малашне сӑмаха «алласа», ҫиччӗ виҫсе, виҫҫӗ манерленсе калаҫ, ӗреткӗсӗрринчен, ипсӗрринчен асӑрхан: таса шыва аякка тӑкмаҫҫӗ…

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Сас аякка каять, апла пулсан каллех йӗпе-сапа таврӑнать е ҫумӑр пулать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрсем, ытлашши аякка ан чупӑр, ҫӗтсе кайӑр тата, — кӑшкӑрчӗҫ каччӑсем.

Help to translate

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл аякка, Маринепе Анюк пулман-курман ҫӗршыва, ҫул тытрӗ.

Help to translate

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Ҫак хушӑра упа чылай аякка кайма та, никам курмалла мар пытанса выртма та лайӑхах пултарать.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Укҫа пӗчӗккӗн пухӑннӑҫемӗн искусство унран аякка тӑрса юла пуҫларӗ, тӗрӗссипе, вӑл хӑй искусствӑран аякра тӑрса юлчӗ.

Help to translate

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах та аякка кайман, пӗр шульӑкӗ кӗсйине хыпаласа пӑхать — сехечӗ ҫук та.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Асар-писер вӑйлӑ ҫил вут пуҫҫисене аякран аякка вӗҫтерсе каять, хушӑран Палас урлӑ каҫса, Сахар сачӗ патне те илсе ҫитерет, кӗҫ-вӗҫ тӑпӑлса тухас пек силленекен йывӑҫсем ҫине тӑка-тӑка хӑварать…

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн арҫынсем пӗр ҫухрӑма ӑмӑртса чупрӗҫ, ҫӳлелле тата аякка сиксе хӑйсен пултарулӑхӗсене кӑтартрӗҫ, урисене михӗсем тӑхӑнса, сике-сике чупрӗҫ, пӗрремӗш, иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисем тӗрлӗрен парнесем илчӗҫ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкмест.

Help to translate

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ялти сатур ҫынсем те аякка каймасӑрах, тӑван тӑрӑхрах, тӑрӑшма пултараҫҫӗ.

Help to translate

Вырма ҫитет, уй-хире чӗнет... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11113-vy ... ire-ch-net

Таҫта аякка илтӗнмелле юрламасть Исмен, майӗпен ҫеҫ тӑсать юррине.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкмест ҫав.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем ҫултан чылай аякка пӑрӑнчӗҫ те вилнӗ ҫынна пытарма тухнӑ халӑх хӑйсем патне ҫывхарасса кӗтме тытӑнчӗҫ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сасӑсем аякка кайсан ҫеҫ кӑшт хӑюлланса кӗҫӗн алӑка уҫрӗ, кармашса урамалла пӑхрӗ.

Help to translate

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed