Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апат the word is in our database.
апат (тĕпĕ: апат) more information about the word form can be found here.
Чылай шкулсенче вӗри апата ачасене валли апат пӗҫерекенсем хӑйсемех хатӗрлеҫҫӗ.

Help to translate

Шкул автобусӗсемпе те, вӗри апатпа та туллин тивӗҫтерме май пур // Н.ИВАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9716-shkul-a ... me-maj-pur

Техӗмлӗх янӑ апат ҫиме ан тӑрӑшӑр – апат ирӗлтерекен тытӑма япӑх витӗм кӳрет.

Желательно отказаться от острой пищи – обилие в блюдах зелени и приправ отрицательно скажется не только на пищеварении.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах икӗ ҫамрӑк апатне суйласа тӑмарӗҫ: вӗри апат тутӑраххи пултӑр кӑна терӗҫ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев апат умӗн кӗлӗ тавраш вулама юратман, ҫапах та сӑхсӑхмасӑр ачисемпе пӗрле апат ҫиме ларман.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тарҫӑсем сӑмах-юмаха, элеке темӗн тӗрлӗ те сарса-хӑпартса яма, ҫавӑн пекех, йӑкӑлтатас йӳтӗмпе, тӗрлӗ халап хайлама ӑнтӑлнине пӗлнӗ май шухӑш-кӑмӑлӑма ҫапларах чикӗлерӗм: хальлӗхе Гезӑн хаваслӑ планӗсене шута илес; ҫакӑн хыҫҫӑнах каютӑна апат килсе парсан (капитан апат ҫиме хӑна ҫуртне кайнӑ-мӗн) ӑна ҫисе ятӑм та пӗчченлӗхӗмпе тата апат-ҫимӗҫпе питӗ кӑмӑллине туятӑн.

Зная свойство слуг всячески раздувать сплетню, а также, в ожидании наживы, присочинять небылицы, которыми надеются угодить, я ограничился тем, что принял пока к сведению веселые планы Геза, и так как вскоре после того был подан обед в каюту (капитан отправился обедать в гостиницу), я съел его, очень довольный одиночеством и кушаньями.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тирпейлӳҫӗ — хыпаланмасӑр, асӑрхануллӑн ҫӳрекен вӑтӑр пиллӗксенчи хӗрарӑм, — ресторантан мана валли кӑнтӑрлахи апатпа каҫхи апат киле-киле парать, пӳлӗмсенче тирпейлет те хӑйӗн патне каять, малтанах пӗлет: эпӗ ытлашши нимӗн те ыйтмастӑп, калаҫу-мӗн мана кирлӗ мар, ара, чылай чухне ӑна — калаҫӑва — пакӑлтатнӑ тата шӑл хушшинче чакаланнӑ май шухӑшсен саланкӑрлӑ юхӑмне лекес йӳтӗмпе ҫеҫ пуҫараҫҫӗ.

Прислуга, женщина лет тридцати пяти, медлительная и настороженная, носила мне из ресторана обеды и ужины, прибирала комнаты и уходила к себе, зная уже, что я не потребую ничего особенного и не пущусь в разговоры, затеваемые большей частью лишь для того, чтобы, болтая и ковыряя в зубах, отдаваться рассеянному течению мыслей.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫав каттӑркӑҫсенчен пӗри вилнӗ, тепри вара хӑйӗн кӑлтӑк-айӑппа начарланса ҫитнӗ ватӑ ӳтне пӗр килтен теприне куҫаркалать-ха, кунта каҫхи апат тӑвать, унта — кӑнтӑрлахи апат, ӑнӑҫлӑрах йӗксӗке пӗр каҫ тӑршшӗнче выляса янӑ пурлӑхӗ пирки йӗрмӗшет пур ҫӗрте те.

Один умер, другой еще таскал из дома в дом свое изможденное пороками дряхлое тело, здесь ужиная, там обедая и везде хныкая об имуществе, проигранном в течение одной ночи более удачливому мерзавцу.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ливингстон кӑнтӑр апатне ир пуҫлать, ҫавӑнпа та Гент тухтӑр патне таврӑнсан сӗтел ҫинче апат ларнине, тухтӑр вара терраса умӗнче шухӑшлӑн утса ҫӳренине курчӗ.

Ливингстон обедал рано, и Гент, возвратясь, застал стол накрытым, а доктора — задумчиво прогуливавшимся перед террасой.

XVIII. Ливингстонпа сыв пуллашни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Каҫхи апат валли хатӗрленӗ сӗтелӗн, Шуан тӗшмӗртӗвӗпе, ватӑсем хӑйсем мӗн тунине ӑнланманнине кӗретӗн кӑтартмалла: ванчӑк турилккесен (паллах, апатсӑр) хушшинче вӑл ӗҫме-ҫимепе ҫыхӑнман, ют япаласене вырнаҫтарма палӑртрӗ; ҫаксен ҫапла — пурин те пӗрле — курӑмсен-ӑнлавсен хутӑшӑвне сӑнласа кӑтартмалла.

Стол, как бы накрытый к ужину, должен был, по плану Шуана, ясно показывать невменяемость стариков: среди разбитых тарелок (пустых, конечно) предлагал он разместить предметы посторонние, чуждые еде; все вместе олицетворяло, таким образом, смешение представлений.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.

Вӑл каютӑра — сак ҫинчех, кунтах — кӑнтӑр апачӗ, каҫхи апат.

Он лежал в каюте на скамье, тут же обедал и завтракал.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Апат анмасть, ҫапах та вӑйран каяс мар тесе ҫӑкӑр илчӗ, анчах… апат анмасть.

Совсем не желая есть, он все-таки купил хлеб, чтобы не ослабеть, но есть не мог.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тӑнла: ҫак пӳлӗмшӗн пур енлӗн виҫӗ уйӑхлӑх тӳлесе хунӑ: ирхи апат, кӑнтӑрлахи, каҫхи апат, кофе икӗ хут.

Так слушай: эта комната оплачена вперед за три месяца с полным содержанием: завтрак, обед, ужин и два раза кофе.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ку апат пачах та ун валли мар, ҫапах, ҫылӑхлӑ пурнӑҫран яланлӑхах уйрӑлма тӗллев тытнӑскер, капитан ирхи апата хыпалансах ҫӑтрӗ те Библи кӗнекине уҫрӗ.

Пища эта была ему не по вкусу; однако, твердо решившись уйти от грешного мира, капитан наскоро проглотил завтрак и раскрыл библию.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Матроссем кӑнтӑрлахи апатра; уни-куни калаҫаҫҫӗ; Ленур шыва персе анман-ши тесе тӗшмӗртеҫҫӗ; апат тирӗкӗсен хушшинче пурте лайӑх пӗлекен тӑсланкӑ кӳлепе пач кӗтмен ҫӗртен курӑнса кайрӗ: ҫийӗнсе-катӑлса пӗтнӗ вут чуль тата тимӗр кашӑк пулӑшнипе утнӑ ҫӗртех ҫулӑм кӑларма мекеҫленет.

Матросы обедали, разговаривая и делая предположения, не свалился ли Ленур в воду, как вдруг хорошо всем известная долговязая фигура появилась среди обедающих, высекая на ходу огонь с помощью обшарпанного кремня и старой железной ложки.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Киле таврӑнсан, вӑл чи пирвай выльӑхсене лупасайӗнчен апат антарса пачӗ, ӗнине сурӗ, унтан, сивӗ пуссах килнипе, ҫӗрлене пӑхмасӑр вут хутса кӑларчӗ, нимӗнле апат пӗҫерес килменрен, кӑмакана ҫунӑ ҫӗрулми пӑрахрӗ, кайран ӑна тин сунӑ сӗтпе кӑп-кап хыпкаларӗ те ӑшӑ пӳртре тимӗр кравать ҫине вырӑн сармасӑрах выртрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апата поезд ҫинче пӗҫерсе хатӗрленӗ; паровоз кӑшкӑртнӑ, вагонсенчен шалча вӗҫне ҫӗлӗк тӑхӑнтарса сулланӑ, отрядсем вара чарӑнса апат ҫиме пынӑ.

Обед варили в поездах: паровоз свистел, из вагона махали шапкой на шесте — отряды останавливались и шли обедать.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӗсем валли апат киле илсе килеҫҫӗ, ҫав апата вӗсем ӗҫрен пушаннӑ вӑхӑтра ҫиеҫҫӗ.

Корм для них приносится домой, и они поедают его в свободные от работы часы.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пирӗн ҫӗршыври ехусенчен чи чаплӑ та хисеплӗ еху ҫемйи валли ирхи апат хатӗрлемешкӗн кирлӗ ҫимӗҫсене, ҫав апата хурса памалли чаплӑ савӑт-сапана шыраса тупас пулсан, тӗнче тавра сахалтан та виҫӗ хут ҫаврӑнмалла пулать.

Нужно по крайней мере трижды объехать вокруг света, прежде чем удастся достать провизию для завтрака какой-нибудь знатной семьи наших еху или посуду, в которой он должен быть подан.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Европӑри нумай ҫӗршывсенчи ҫынсем кунтан лайӑхрах апат ҫиеймеҫҫӗ пулсан та, малтанах ҫак апат мана тутлӑ мар пек туйӑнчӗ, анчах вӑхӑт иртнӗ май эпӗ ӑна хӑнӑхса ҫитрӗм.

Сначала это кушанье, очень распространенное во многих европейских странах, показалось мне крайне безвкусным, но с течением времени я привык к нему.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсем сарра яракан, пуҫа ҫавӑрттарса аташтаракан, усал шӑршӑ сарса пӳр юхтаракан, тӑранма пӗлмесӗр апат ҫитерттерекен, вар-хырӑмра апата ҫӗртерттермен тата нумай ытти тӗрлӗ чирсемпе те чирлесе асапланаҫҫӗ.

разлитием желчи, головокружением, бредом; золотушными опухолями, волчьим аппетитом, несварением желудка и массой других болезней, которые не к чему перечислять.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed