Шырав
Шырав ĕçĕ:
айккӑн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Мӗнле хитре! — терӗ вӑл хӗр пуҫне айккӑн ҫавӑрттарса..— Какова красавица! — сказал он, поворачивая ее голову в профиль.
XXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӑйӗн ури утайми пулман иккенне кӑтартас тенӗ пек, Варя Харламова, айккӑн ҫаврӑнса, урине кӑштах хутлатрӗ те хӑй ларакан сак урлӑ вӗлт ҫеҫ сиксе каҫрӗ, будка патне кайрӗ, хӑй Майданников ҫине ҫилленсе ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ, шурса кайнӑ тутисем тем пӑшӑлтатрӗҫ.
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Темиҫе япӑх картинӑна, чухӑн артистсене пулӑшакан темле ҫын ирӗксӗрлесе панӑскерсене, пӳлӗмрен кӑларса пӑрахма хушрӗ, тахҫантанпах сирмен чӳрече каррисене хӑй майларӗ, Анисьйӑна чӗнсе кӗртсе чӳрече кантӑкӗсене шӑлса тасатма хушрӗ, эрешмен картисене шӑлса тухрӗ, унтан айккӑн выртрӗ те пӗр сехет пек Ольга ҫинчен шухӑшларӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956