Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫынпа хутшӑнма юратман тата килӗштерме пултарайман Сагайдӑна кама та пулин юратса пӑрахма йывӑр, анчах кам унӑн хаяр юратӑвне тивӗҫ пулать, ҫав юрату ӗмӗрлӗхе пырать.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Йывӑр та кӑткӑс юрату, хамӑр юнпа тасалнӑ юрату…
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Малтанхи юратупа хальхи юрату ӑна ҫав тери хавхалантарса янӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах тепӗр минутран хӗр сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ пуҫне силлесе илчӗ те: — Манӑн юрату ҫапла пулни, тен, авантарах! Урӑхла юрату, тен, кирлӗ те мар. Сирӗн пек е Ольга пек асапланса, чӗрене ыраттарса пурӑнни аван-и вара? — тесе ыйтрӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Анчах урӑх тӗрлӗ юрату та пулать — тӗлсӗр, чӗрене касакан юрату.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пирӗн юрату, Любовь Тимофеевна, сирӗн ывӑлусемпе хӗрӳсен юратӑвӗ, яланах сирӗнпе пӗрле пулса пӗтӗм тӗнчипех саланӗ.
Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ҫамрӑк чухне те эпӗ самантлӑх юратушӑн хӗрсемпе ҫывӑхланма пӗлмен, юрату тени маншӑн — партие кӗнӗ пекех, пурнӑҫа татса паракан событи, хӗрарӑм пурнӑҫне илсе, ун вырӑнне хамӑнне парса, ҫак икӗ пӗчӗк пурнӑҫран пӗр пысӑк пурнӑҫ тӑвасси — эпӗ тума пултаракан пӗртен-пӗр япала.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Эвакуацие, амӑшӗн вилӗмне, бомбежкӑсене, ашшӗ пурнӑҫӗшӗн яланах хӑраса пурнассине тӳссе ирттернӗ ҫамрӑк ача пӗртен-пӗр ҫынна — ашшӗне питӗ хытӑ юратнӑ, ҫав юрату уншӑн ҫупа сахӑр пекех кирлӗ пулнӑ; ун пек юрату ачана асаплантарать, кӗвӗҫтерет, иккӗлентерет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ырлӑх чӗрене ытлашшипех тултарса тӑнӑ чухне Санинӑн Джеммӑпа юрату ҫинчен мар, мӗн те пулин урӑххи ҫинчен калаҫасси килчӗ — юрату ыйтӑвӗ паллӑ, татса панӑ таса ыйту пулнӑ.
XXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
О, юрату, халлӗхе сухӑр катӑкӗпех ҫырлахакан ырӑ юрату!»
XII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Эп таҫта вуланӑччӗ иккӗмӗш юрату чӑн-чӑн юрату пулни ҫинчен…
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Юрату та пире ҫирӗп тыткӑнлать, юратуранах анне пулас туйӑм калчаланать.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Юратура ҫаплах ҫӳлӗрен те ҫӳллӗ пӗлтерӗш пур, вӗт Турӑ хӑех юрату.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Е юрату, таса чӗререн тухакан юрату пуринчен те хӑватлӑ мар-ши?
XXVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Базаров хӗрарӑмсене, вӗсен илемлӗхне питӗ юратаканскер пулнӑ, анчах юрату идеаллӑхӗ тӗлӗшӗнчен пулсан, хӑй каланӑ пек, романтизмла юратӑва вӑл — лӗпӗртетни, каҫарусӑр айванлӑх тенӗ, рыцарьлӑ туйӑмсене темӗнле чалӑш-чӗлӗшлӗх е чир тесе шутланӑ, Тоггенбурга вӑл хӑйӗн пӗтӗм миннезенгерӗсемпе, трубадурӗсемпе пӗрле мӗншӗн сарӑ ҫурта лартман-ши? тесе хӑй тӗллӗн тӗлӗннине пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Халӗ мана кӳренӳ кӑшламарӗ, — вӑрттӑн хӑрани асаплантарчӗ, хӑранине кӑна та мар туйрӑм эпӗ… ҫук, эпӗ хам ӳкӗнме тытӑннине, пӗтӗм чӗререн ӳкӗннине туйрӑм, тата ку юрату иккенне, ҫапла, чи ачаш юрату иккенне туйрӑм.
XIX // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ку тарана ҫитсе те ун ҫине никам та ҫапла пӑхманччӗ, анчах вӑл Федьӑн хӑйпе юлташла хӑнӑхнӑ юратусӑр пуҫне, акӑ халь унӑн куҫӗсенчен пӑхакан урӑх юрату пуррине сисмен.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эсир асӑрхӑр-ха: этемлӗхӗн тӗллевӗ ырлӑх, ырӑлӑх, юрату пулсан; этемлӗхӗн тӗллевӗ, пророксем каланӑ пек, мӗнпур ҫынсем юратупа ҫыхӑнса тӑнинче, сӑнӑсенчен ҫурла тунинче т. ыт. те пулсан, — ҫав тӗллеве пурнӑҫлама мӗн кансӗрлет-ха?
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Ҫавӑн ҫинченех-ха: вӗсен ҫав юратӑвӗ тата вӑл мӗнле юрату пулни ҫинчен.— Да все про то же: про эту любовь ихнюю и про то, что это такое.
II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ку туйӑм эпӗ хам пӗлнӗ туйӑмсенчен урӑхлаччӗ: пӗччен пурӑнса кичемленни тата мӑшӑрланма шухӑшлани евӗрлӗ те марччӗ, платонла таса юрату пек те марччӗ, ӳт юратӑвӗ евӗрлӗ те марччӗ вӑл.
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.