Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Этемӗн (тĕпĕ: этем) more information about the word form can be found here.
Вӑл пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн этемӗн ырӑ енӗсене кӑшлать.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чӑнах та, ҫыннӑн ури вырӑнне алӑ, куҫӗ вырӑнне хӑлха, хӑлхи вырӑнне сӑмса лартсан, этемӗн кӗлетки пӑсӑлса каять; ун пек ҫынна урама кӑларса ярсан, ӑна курма ҫӗршер кара ҫӑвар пухӑннӑ пулӗччӗ…

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Хӑш-пӗр реакцилле писательсем, этемӗн пурнӑҫри, обществӑри ролӗ пирки киревсӗр шухӑш сарса, пурнӑҫшӑн этем — лӑкӑр-лакӑр ҫеҫ, вӑл ним те тума пултарайман чӗрчун, тесе сӳпӗлтетнӗ пулсан, Иванов, материалистла философин хӑш-пӗр идейисене ӑнланса илнӗскер, урӑхла шухӑшланӑ: эпир пурӑнакан тӗнчере чи вӑйли этем, тенӗ.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Кашни этемӗн тӗрлӗрен тӑшман пулать.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни этемӗн пуласлӑхӗ — вӗҫӗ-хӗррисӗр.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫӗнӗ вутпа пӗрле этемӗн ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫламалла.

Help to translate

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Этемӗн пурӑнмалла та пурӑнмаллаччӗ…

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Выльӑх пек пурӑниччен этемӗн ҫӗре кӗни пахарах…

Help to translate

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑйлӑ этемӗн янахӗ ҫапла пулать, теҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Психотерапевтсем иртнинче ытларах ыррине ҫеҫ аса илме сӗнеҫҫӗ — ырӑ аса илӳсем этемӗн нерв системине йӗркене кӗртме, тӗреклетме, пӗтӗмӗшле сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ-мӗн.

Help to translate

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Чӑнах та, ҫутҫанталӑк панӑ ырлӑх-пурлӑха упрасси, унпа перекетлӗ усӑ курасси кашни этемӗн таса тивӗҫӗ мар-и вара?

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Чӑннипе, этемӗн ҫак ырлӑхран тухас та килмест, пӗтӗм чун-чӗрипе ырӑ ҫутҫанталӑка парӑнса, унра ирӗлсе ҫухалма та хатӗр вӑл.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Йытӑ — этемӗн шалти тӗкӗрӗ (сӑмах-юмахран).

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ пурне те куратӑп, пурне те илтетӗп, этемӗн шалти пур шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене те уҫӑмлатса, йӗркелесе «вулатӑп».

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫӗр ҫинчи этемӗн чӑн-чӑн юратӑвӗнчен те хӗрӳрех юрату пур-и вара?

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр ӗнтӗ хӑй чӑннипех юлашки ҫӑкӑр таткисӗр юлма пултарасса ӑнкарса илчӗ, вара, этемӗн хӑйне сыхлас инстинктне парӑнса, ытти укҫи ҫинчен тӗрӗссине пытарас терӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Акӑ вӑл, этемӗн чӑн-чӑн илемӗ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Этемӗн чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне вӑл нихӑҫан та манса каймасть.

Help to translate

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Савӑнӑҫлӑ вӑйӑ-кулӑ этемӗн ӗмӗрне вӑрӑмлатать, теҫҫӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн ватӑ сӑнлӑ шуранка пичӗ, этемӗн чӑн-чӑн пысӑк телейне туяннӑ пек, хаваслӑн ҫиҫсе илчӗ.

Его старообразное и бледное лицо осветилось сиянием большого человеческого счастья.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed