Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кил-ҫуртра савӑт-сапа шакӑртатмасӑр пулмасть теҫҫӗ-ха ваттисем, анчах аллӑ ҫул пурӑнакан ҫак мӑшӑр пирки пӗрре те апла калама чӗлхем ҫаврӑнмасть.
Мӑшӑр кӑвакарчӑн тейӗн // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
Акӑ Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай тӑван чӗлхи пирки ҫапла шӑрҫаланӑ: «Чӗлхем!
Атнер ХУСАНКАЙ: Чӑваш пурнӑҫӗн хӑшпӗр моделӗ кивелнӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№
25. Давид Ун ҫинчен ҫапла калать: «Ҫӳлхуҫана эпӗ яланах умӑмра курса тӑтӑм: Вӑл манӑн сылтӑм енче — такӑнассӑм ҫук. 26. Ҫавӑнпа чун-чӗрем хӗпӗртерӗ, чӗлхем хавасланчӗ; шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ. 27. Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн. 28. Эсӗ мана чӗрӗлӗх ҫулне кӑтартрӑн; Санӑн умӑнта тулли савӑнӑҫпа савӑнӑп» тет.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ Санӑн кӗтӳҫӳ пулма васкамарӑм, хӗн-хур кунӗ сунмарӑм — Эсӗ ҫавна пӗлсе тӑратӑн; чӗлхем калакан сӑмах — яланах Санӑн умӑнта.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Чӗлхе-ҫӑварӑма пула инкек курасран, хама чӗлхем тӗп тӑвасран вӗсене хураллама мана кам хурал парӗ, вӗсене кам ӑстӑн пичечӗпе пичетлесе лартӗ?
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫа, сӑмахӑм чӗлхем вӗҫне ҫитичченех Эсӗ ӑна пӗтӗмпе пӗлетӗн.4. Еще нет слова на языке моем, - Ты, Господи, уже знаешь его совершенно.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ах, Иерусалим, сана манас пулсассӑн, сылтӑм аллӑм хӑрса лартӑр; 6. сана асӑмран ярсассӑн, хам савӑннӑ чухне пуринчен ытла Иерусалима асӑнмасассӑн чӗлхем пыр тӗпне ҫыпӑҫӑнса лартӑр.
Пс 136 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
172. Чӗлхем Санӑн сӑмахна мухтаса юрлӗ: Санӑн ӳкӗтӳсем пурте тӳрӗ.172. Язык мой возгласит слово Твое, ибо все заповеди Твои праведны.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Сана мухтаса юрланӑ чухне чӗлхе-ҫӑварӑм та, Эсӗ хӑтарнӑ чунӑм та савӑнать; 24. чӗлхем те кунӗпех Санӑн тӳрӗлӗхне пӗлтерсе тӑрӗ: ӗнтӗ мана усал сунакансем намӑсланчӗҫ, мӑшкӑл пулчӗҫ.
Пс 70 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Санӑн Ҫуртна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем илсе кӗрӗп, Сана мӗн асӑннине пурӑнӑҫа килтерӗп: 14. хам асапланнӑ вӑхӑтра эпӗ ҫапла тума пулнӑччӗ, чӗлхем ҫапла тума сӑмах панӑччӗ.
Пс 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6-7. Выртан вырӑнӑм ҫинче Сана аса илсессӗн, мӗн ирчченех Санӑн яту чӗлхем вӗҫӗнче пулсассӑн, чунӑм паха ҫупа, шӑмӑ мимипе тӑраннӑ пек тӑранать, чӗлхе-ҫӑварӑм Сана хаваслӑ сасӑпа мухтать: 8. Эсӗ — мана пулӑшаканӗ, эпӗ Санӑн ҫунату хӳттинче савӑнам; 9. чунӑм Сан ҫумна ҫыпӑҫӑнчӗ; мана Санӑн сылтӑм аллу хунтӑлать.
Пс 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эй Турӑҫӑм, мана ҫӑлакан Туррӑм, юн тӑкнинчен хӑтарсам мана, чӗлхем Санӑн тӳрӗлӗхне мухтавлӗ.16. Избавь меня от кровей, Боже, Боже спасения моего, и язык мой восхвалит правду Твою.
Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Чӗремрен ырӑ сӑмах тулса тӑкӑнать; пӗлтерем: Патша ҫинчен манӑн юррӑм; чӗлхем — хӑвӑрт ҫыракан ҫыруҫӑн калемӗ.2. Излилось из сердца моего слово благое; я говорю: песнь моя о Царе; язык мой - трость скорописца.
Пс 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Манӑн чӗлхем те куллен-кун Санӑн тӳрӗлӗхӳ ҫинчен, Санӑн мухтавлӑху ҫинчен вӗрентӗ.28. И язык мой будет проповедывать правду Твою и хвалу Твою всякий день.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑйӑм тӑм савӑт пек халтӑркарӗ; чӗлхем пыр тӗпне ҫыпӑҫӑнса ларчӗ, Эсӗ мана вилтӑприпе пӗр турӑн.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑнпа чун-чӗрем хӗпӗртерӗ, чӗлхем хавасланчӗ; шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ: 10. Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн.
Пс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ чунтан-вартан калаҫатӑп, чӗлхем тӗп-тӗрӗссине калать.3. Слова мои от искренности моего сердца, и уста мои произнесут знание чистое.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Сывлан сывлӑшӑм хам ӑшӑмра чухне, сӑмсара Турӑ сывлӑшӗ пур чухне 4. манӑн чӗлхем тӗрӗс маррине калас ҫук, ҫӑварӑмран суя сӑмах тухас ҫук.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ман чӗлхем калакан чее сӑмахпа чурине — ҫулпуҫӗ умӗнче, ҫулпуҫне хӑйӗн чури умӗнче пӗтерсемччӗ, вӗсен мӑнаҫлӑхне арӑм аллипе аркатсамччӗ: 11. Санӑн вӑйу йышра мар, Санӑн хӑвату хӑватлисенче мар; Эсӗ — йӑвашшисен Турри, Эсӗ — кӗҫӗне юлнисене пулӑшаканӗ, хевтесӗррисен хутне кӗрекенӗ, халтан кайнисене хӳтӗлекенӗ, шанчӑка ҫухатнисене ҫӑлаканӗ.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.