Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑнӑхнӑ (тĕпĕ: хӑнӑх) more information about the word form can be found here.
Вӑр-вар, хӑнӑхнӑ хусканусемпе Кеша прическине тӗрӗслерӗ, ширинкине аялтан ҫӳлелле фортепьяно клавишӗсене ҫемҫен пуснӑ пек «глиссандо» турӗ, пушмакӗсен тасалӑхне шанмасӑр куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ.

Help to translate

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫуллахи каникул вӑхӑчӗсенче ӗҫе хӑнӑхнӑ, унран хӑраман каччӑ иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ — тӑван колхоз агрономне пулӑшаканӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫарта вӑй-хал хушнӑ, инҫе ҫула утма-чупма хӑнӑхнӑ каччӑшӑн сакӑр ҫухрӑм саккӑр ярса пусмалӑх пек ҫеҫ туйӑннӑ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

…Канаша ҫитме хӑнӑхнӑ ҫул: унта час-часах пулкаланӑ Пантей.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Канмалли кун пулсан та, хӑнӑхнӑ йӑлапа, ултӑ сехет ҫитичченех вӑранчӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Стройкӑри мӗнле ӗҫе хӑнӑхнӑ вара эсӗ, мӗне вӗреннӗ?

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Мӗн калас, хӑнӑхнӑ ӗҫ те, пурӑнатӑп ҫапла йӳнеҫкелесе.

Help to translate

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Стасик ӳсӗрпе пакӑлтатнӑ чух чӗлхине ҫыртма хӑнӑхнӑ Тамара ҫакна илтнипе кӑртах сикрӗ, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ вӗриленсе кайнине туйса илчӗ.

Help to translate

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман кун пеккине хӑнӑхнӑ.

Help to translate

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасартӑк шӑплӑха палланӑ, хӑнӑхнӑ сасӑ янратрӗ ҫывӑхрах «Дружба» ҫатӑртатма, улама тытӑнчӗ.

Help to translate

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эпир сан туйра сикме хӑнӑхнӑ, пире мӗн, бригада ятне ҫеҫ ан яр.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ирӗке хӑнӑхнӑ вӑйпитти хӗрарӑм Яккупа пӗрлешнӗ хыҫҫӑн та, ҫуллӑ чӗлхеллӗ, хӑюллӑ арҫынсене кӑмӑллама пӑрахман.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Патак Палюкӗ текен вӑрӑ-хурах пуян ачисенчен, таркӑн салтаксенчен, ӗҫлемесӗр пурӑнма хӑнӑхнӑ ӑҫтиҫуксенчен пухнӑ ушкӑн таврари ялсене чӑтлӑх вӑрмантан сиксе туха-туха тапӑннӑ.

Help to translate

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫынсем ӑна тӑрри шӑтӑкрах теме хӑнӑхнӑ та, каччи хуть мӗн тусан та, мӗн персе ярсан та, «эй, ҫав тӑрнаккайпа!» тесе алӑ ҫеҫ сулаҫҫӗ.

Help to translate

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кун иртет те ҫӗр иртет, ҫиелтен пӑхма пурте пӗр хӑнӑхнӑ йӗрпе тикӗссӗн пырать темелле пурнӑҫ, анчах хӑй черечӗпе улшӑнӑвӗ килсех тӑрать иккен кун уттине.

Help to translate

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Салтакра хӑнӑхнӑ ҫирӗп йӗркене Раман Юманлӑха ӗҫлеме килсен те пӑрахмарӗ: кашни ир физзарядка тӑвать, тумне-ҫийне тирпейлӗ тытать, утти-тӑрри уҫӑмлӑ ун, хӑвӑрт.

Help to translate

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ай-яй ӑслӑ пуласшӑн, — пуҫне пӑркаларӗ Сидоров, — хура пулсан та хамӑнах тенӗ пек, тӑнсӑр пулсан та хам бригада ҫынниех, хӑнӑхнӑ ҫын.

Help to translate

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Влаҫ ҫапла тума хӑнӑхнӑ, васкавлӑ поезд хыҫӗнчен ниме тӑман япалана ывӑтнӑ пек.

Help to translate

Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пурне те эсӗ хӑратма хӑнӑхнӑ.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле чӗри почтальонка аллинче хӑнӑхнӑ виҫкӗтеслӗх вырӑнне конверт куричченех ура тупанне анса ларнӑччӗ.

Help to translate

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed