Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хапха the word is in our database.
Хапха (тĕпĕ: хапха) more information about the word form can be found here.
Эпӗ чупса тухрӑм, мана курсан сӑсарсем улма йывӑҫӗ ҫинчен вутӑ куписем айне, вутӑ куписем айӗнчен хапха патне, хапха патӗнчен — вӑрмана тарса пӗтрӗҫ.

Выбежал я, а куницы с яблони на поленницу, с поленницы под застрех, через двор и в лес.

Сӑсар — пыл вӑрри // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 120-122 с.

Учӗ хапха умӗнчи кӑштах ирӗлнӗ пысӑк кӗрт урлӑ сикрӗ те малти урисемпе юр ӑшне анса кайрӗ, тулхӑрса илсе, кӗлеткипе тӳрленсе тӑчӗ, унтан хапхапа ҫатан карта тӗлӗнчи ҫӳллӗ кӗрт урлӑ ашса каҫрӗ.

Конь прыгнул через огромный подтаявший сугроб, лежавший у ворот, провалился передними ногами в снег и, всхрапнув, выправился, перелез через сугроб, заваливший ворота и плетень по самую макушку.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫакна хӑй вӑхӑтӗнче, тикӗт сӗрсе, пӑхма ҫук вараласа пӗтернӗ хӑма хапха та сӑмахсӑр-мӗнсӗр каласа парӗ: Аникушка арӑмӗ аскӑн пурнӑҫпа пурӑннинчен мӑшкӑлласа сӑрласа хӑварнӑ хӑмӑр йӗрсем хапха ҫумӗнче ҫаплах чип-чипер упранса юлнӑ-ха.

О чем красноречиво свидетельствовали дощатые ворота, в свое время обильно измазанные дегтем и досель хранившие бурые обличающие следы.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хапха чӗриклетрӗ; анчах урапа нумайччен хапхаран кӗмесӗр тӑчӗ.

Ворота заскрыпели; но бричка долго не въезжала на двор.

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тепӗр минутран Ерофей Кузьмич хапха патнелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, хапха ҫинче Черня ҫакӑнса тӑрать, урисене аран ҫеҫ хускаткалать.

Через минуту, взглянув на ворота, Ерофей Кузьмич увидел, что Черня уже висел в петле, слабо подергивая лапами.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Станицӑна юпасем ҫинче тытӑнса тӑракан, хӑмӑш витнӗ пысӑк мар тӑрӑллӑ ҫӳлӗ хапха витӗр кӗрсе-тухса ҫӳреҫҫӗ; хапха патӗнчи йывӑҫ лафет ҫинче казаксем тахҫанах ҫапӑҫура туртса илнӗ, ванса пӗтнӗ тупӑ ларать, унпа ҫӗр ҫул хушши те персе пӑхман пулӗ.

Выезжают из станицы и въезжают в нее высокими на столбах воротами с небольшою, крытою камышом крышкой, около которых стоит на деревянном лафете пушка, уродливая, сто лет не стрелявшая, когда-то отбитая казаками.

IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Укӗнӗҫе юласран пӑшӑрханса, Краличе вӑл тепӗр хут та чӗнсе пӑхрӗ, анчах нимӗн илтӗнменнине пула, хапха алӑкӗ патнелле пычӗ; хапхине вара ишсе антарас пек хытӑ шаккатчӗҫ.

На всякий случай он еще несколько раз позвал Кралича и, не получив ответа, вернулся к воротам, в которые колотили так сильно, что, казалось, они вот-вот разлетятся в щепки.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫапла каларӗ те вӑл васкаса хапхаран тухрӗ, учӗ ҫине сиксе утланчӗ, хапха умне йӗркипе тӑрса тухнӑ тарҫисем ҫине пӑхмасӑрах ялтан тухса ыткӑнчӗ.

Он быстро шагнул за ворота, вскочил на коня и, даже не взглянув на выстроившуюся челядь, уже через мгновение был за околицей.

II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Хапхаран шаккасан, вӑл юбка тӑхӑнать те кухньӑна чупать, Захара, Анисьйӑна вӑратса хапха уҫма ярать.

Если застучат в ворота, она накинет юбку и бежит в кухню, расталкивает Захара, Анисью и посылает отворить ворота.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кисловодскран пӗр виҫӗ ҫухрӑмра, ту хушшинче, Подкумок юхса иртнӗ ҫӗрте Ҫӗрӗ текен чӑнкӑ сӑрт пур; вӑл — ҫутҫанталӑк тунӑ хапха; ку хапха ҫӳллӗ сӑртра ҫӗкленсе тӑрать, хӗвел вара анас умӗн ҫавӑн витӗр тӗнче ҫине юлашки хут ҫулӑмлӑн пӑхса илет.

Верстах в трех от Кисловодска, в ущелье, где протекает Подкумок, есть скала, называемая Кольцом; это — ворота, образованные природой; они подымаются на высоком холме, и заходящее солнце сквозь них бросает на мир свой последний пламенный взгляд.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл кун тупӑкҫӑ Разгуляйран Никитски хапха патне, Никитски хапха патӗнчен Разгуляйа темиҫе те хутланӑ: каҫ енне кайсан тин, пур ӗҫсене те туса пӗтернӗ хыҫҫӑн, вӑл извозчикне киле янӑ, хӑй килелле ҫуран утнӑ.

Целый день разъезжал с Разгуляя к Никитским воротам и обратно; к вечеру всё сладил и пошел домой пешком, отпустив своего извозчика.

Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хапха чӗриклетсе илнӗ; хапхаран каччӑ тухнӑ; ун аллинче чукмар пулнӑ.

Ворота заскрыпели; парень вышел с дубиною.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

14. Петр сассине илтсен вӑл, савӑннипе, хапхине уҫмасӑрах чупса кӗрсе, Петр хапха умӗнче тӑрать тесе пӗлтернӗ.

14. и, узнав голос Петра, от радости не отворила ворот, но, вбежав, объявила, что Петр стоит у ворот.

Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Эпӗ Ҫӳлхуҫа парне вырӑнӗ ҫумӗнче тӑнине куртӑм, Вӑл каларӗ: хапхан ҫӳлти суллине ҫап, хапха суллисем кисренсе кайччӑр, вӗсене пурин пуҫӗ ҫине те ишӗлтерсе антар, ыттисене Эпӗ хӗҫпе тӗп тӑвӑп: тараканнисенчен пӗри те тарса ӳкеймӗ, хӑтӑлас теекеннисенчен пӗри те хӑтӑлаймӗ.

1. Видел я Господа стоящим над жертвенником, и Он сказал: ударь в притолоку над воротами, чтобы потряслись косяки, и обрушь их на головы всех их, остальных же из них Я поражу мечом: не убежит у них никто бегущий и не спасется из них никто, желающий спастись.

Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Мана ҫурҫӗр хапхи витӗр илсе тухрӗ те, тулашӗнчен ҫаврӑнса, тухӑҫалла тухакан шалти хапха патне илсе пычӗ; акӑ шыв сылтӑм енӗпе юхать.

2. И вывел меня северными воротами, и внешним путем обвел меня к внешним воротам, путем, обращенным к востоку; и вот, вода течет по правую сторону.

Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: шалти картиш хапхи, тухӑҫ енне тухакан хапха, ултӑ ӗҫ кунӗ хушши хупӑ пулмалла, шӑматкун вара уҫӑ пулмалла, вӑл ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун та уҫӑ пулмалла.

1. Так говорит Господь Бог: ворота внутреннего двора, обращенные лицом к востоку, должны быть заперты в продолжение шести рабочих дней, а в субботний день они должны быть отворены и в день новомесячия должны быть отворены.

Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Аслӑ пуҫлӑх тӗлӗшӗнчен пулсан, вӑл, аслӑ пуҫлӑх пулнӑ май, хапха патне Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӑкӑр ҫиме ларӗ; ҫав хапха пӑлтӑрӗнчен кӗрӗ те каялла та ҫавӑнтанах тухӗ, терӗ.

3. Что до князя, он, как князь, сядет в них, чтобы есть хлеб пред Господом; войдет путем притвора этих ворот, и тем же путем выйдет.

Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Кайран мана хапха патне, тухӑҫ енне тухакан хапха патне, илсе пычӗ.

1. И привел меня к воротам, к тем воротам, которые обращены лицом к востоку.

Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Унтан мана тухӑҫ хапхи витӗр шалти картишне илсе кӗчӗ, виҫрӗ те, ҫак хапха виҫи те ыттисенни пекех пулчӗ.

32. И повел меня восточными воротами на внутренний двор; и намерил в этих воротах ту же меру.

Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Ку хапхан пӑлтӑрӗ тулашӗнчи картишне тухать, унӑн икӗ айккинче те пальма каса-каса ӳкернӗ; хапха патне сакӑр картлашкапа хӑпармалла.

31. И притворы были у них на внешний двор, и пальмы были на столбах их; подъем к ним - в восемь ступеней.

Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed