Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Давид ҫапла хуравласа каланӑ: акӑ патша сӑнни — пӗр тарҫи килтӗр те илсе кайтӑр; 23. Ҫӳлхуҫа пире иксӗмӗре тӳрӗлӗхӗмӗре те чӑнлӑхӑмӑра кура тавӑрса патӑр, Ҫӳлхуҫа сана манӑн алла пачӗ, анчах эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрнӗскерӗ ҫине алӑ ҫӗклесшӗн пулмарӑм; 24. паян санӑн пурӑнӑҫу маншӑн мӗн тери хаклӑ пулнӑ пек, манӑн пурӑнӑҫӑм та Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫавӑн пек хаклӑ пултӑрччӗ, [Вӑл мана хӳтӗлетӗрччӗ,] мана тӗрлӗ инкек-синкекрен хӑтартӑрччӗ! тенӗ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗ ҫинчен» 1999 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 12 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 1999, 31 №; 2003, 53 №; 2005, 64 №; 2006, 72 №; 2007, 73 №; 2008, 77 №; 2009, 80, 82 №-сем; 2010, 86, 87 №-сем; 2012, 92, 95 №-сем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 10 №-сем; 2014, 6 №; 2015, 5, 10 №-сем) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес: 1) 5 статьяра: а) 8-мӗш пунктӑн пӗрремӗш абзацӗнче «60 кунран» сӑмахсене «40 кунран» сӑмахсемпе улӑштарас; ӑ) 9-мӗш пунктра «15 кунран кая юлмасӑр» сӑмахсене «5 кунран кая юлмасӑр» сӑмахсемпе улӑштарас; 2) 6 статьяра: а) 52-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас: «52. Енчен те Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн яланхи (штатри) йӗркепе ӗҫлекен членӗ хаклӑ хутсем (организацисен устав (хутшӑнуллӑ) капиталӗнче хутшӑну тӳписем, пайсем) тытса тӑрать пулсан, интерессен хирӗҫӳлӗхне сирсе ярас тӗллевпе вӑл хӑй тытса тӑракан хаклӑ хутсене (организацисен устав (хутшӑнуллӑ) капиталӗнче хутшӑну тӳписене, пайсене) гражданла саккунсемпе килӗшӳллӗн шануллӑн тытса пымашкӑн пама тивӗҫ.»; ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 52-1-мӗш пункт хушса хурас: «52-1. Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн татса паракан сасӑ правиллӗ, комиссире яланхи йӗркепе (штатра) ӗҫлекен членӗ должность тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве саккунпа палӑртнӑ йӗркепе пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.»; б) 53-мӗш пунктра «хураҫҫӗ» сӑмаха «сарӑлаҫҫӗ» сӑмахпа улӑштарас.
Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Ку «Урожай» ООО, С.Юлаев ячӗллӗ СПК, КФХ А.П. Трофимов тата КФХ С.В. Антонов, район Акатуйӗнче ҫак хуҫалӑхсене пурне те дипломсемпе тата хаклӑ парнесемпе наградӑлӗҫ.
Аграрисем хастар ӗҫленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... en-3800492
Сире, хаклӑ ентешӗмӗрсем, пуҫ тӑрринче мирлӗ тӳпе тата тӗрлӗ ҫитӗнӳсем, ырлӑх сунатпӑр!
Июнӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей кунӗ! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2024 ... un-3807174
Колхоз хирӗнче ҫӗрулми пуҫтаратпӑр-и е шкул садӗнче ӗҫлетпӗр, викторина ирттеретпӗр, пур ҫӗрте те вӗренӳпе воспитани ӗҫӗнче пирӗн класс руководителӗ Николай Федоровитч яланах пирӗнпе пӗрле, пире вӗрентсе ҫутта кӑларакан хаклӑ учитель.
Ырӑ ӗҫ тарӑн йӗр хӑварать // Вячеслав Осипов. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ir-xavarat
ООН резолюцийӗ палӑртнӑ тӑрӑх «велосипед хӑйне евӗр, авалхи историллӗ тата нумай функциллӗ транспорт хатӗрӗ, унпа икӗ ӗмӗр усӑ кураҫҫӗ ӗнтӗ, вӑл ансат, хаклӑ мар, шанчӑклӑ, экологи тӗлӗшӗнчен таса тата вырӑнлӑ транспорт тӗсӗ шутланать».
Пӗтӗм тӗнчери велосипед кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97
Шел пулин те, ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене скутерсемпе мопедсем пек хаклӑ тата час-часах хӑрушӑ ҫӳремелли хатӗрсем те парнелеҫҫӗ.
Анатолий Михайлов: «Правилӑсене пӑхӑнмалла» // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-kanas-sn
«Туртни — сывлӑха сиенлесси!» халап мар, хӑвӑн сывлӑху тата ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ хаклӑ пулни пурне те чӑннипе асӑрхаттарни.
"Туртни — сывлӑха сиенлесси!" халап мар // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ar-3795611
Уява хаклӑ хӑнасем — Комсомольски округ пуҫлӑхӗ Н.Н. Раськин, Тутарстан Республикин ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Ф.А. Аглиуллин, Хайпӑҫ муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ А.И. Рахматуллин, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ А.В. Степанов, ЧР проект ӗҫӗпе патшалӑх программисен управленийӗн начальникӗ Д.В. Бельцов, ЧР экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ С.П. Федоров, Комсомольски округӗн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н. Грачева хутшӑнчӗҫ.
Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d3%9 ... %83%d0%b9/
Ҫӗр айӗнче тоннель чавма сӗнекен те пулнӑ, анчах та вӑл вӑхӑтра ку хаклӑ тата пурнӑҫлама йывӑҫ ӗҫ шутланнӑ, ҫавна май ку варианта пӑрахӑҫланӑ.
Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95
Хаклӑ хӑнана кӗтсе районта пурте чупа-чупа ӗҫлени ҫинчен ҫырса тӑмӑп.
Ҫирӗм ҫул каяллахи куҫ умӗнче пекех // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/02/12/ir ... nche-pekeh
Леонард Левыйпа Юрий Карпов вӗсене хаклӑ парнесемпе чысланисӗр пуҫне хӗрарӑмсен хулпуҫҫийӗсем ҫине хитре тутӑрсем уртса ячӗҫ.
Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/
Хуласенче тӗпленнисем, астӑватӑрах пулӗ, кашни ял территорийӗнче ентешлӗх уявӗсене ирттерчӗҫ, вӗсенче, юрӑ-ташӑпа савӑнтарнисӗр пуҫне, производствӑра малта пыракансемпе общество ӗҫӗнчи пултаруллӑ ҫынсене тӗрлӗ ведомствӑсен Хисеп грамотисемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.
Ентешлӗх пӗрлештерет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват кӳрет // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %b5%d1%82/
Уфа хулинчи экспертсем Елена Князева, Ксения Нехороших тата Светлана Нечаева уҫнӑ чухне хӑйсен хаклӑ пӗлӗвӗпе ӑнӑҫлӑ та усӑллӑ бизнес тӑвас ӗҫре опычӗ ҫинчен каласа панӑ.
Пишпӳлекре Пӗтӗм Раҫҫейри "Бизнес хӗрарӑмӗсем" общество организацийӗн представительстви уҫӑлнӑ // Екатерина ЗАХАРОВА. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... ln-3781584
Уссе ҫитӗннӗ чун-и е амӑшӗн варӗнче ӳтленнӗ ача чунӗ — Турӑ умӗнче пӗр пекех хаклӑ, ҫавӑнпа та пур йышши ҫын вӗлеренрен те Турӑ хытӑ ыйтӗ.
Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Тӗнчери чи хаклӑ лаша, Секретариат, икӗ ҫула ҫитнӗскер, ултӑ миллион доллар тӑнӑ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Кил-ха, хаклӑ пурлӑхна ҫаратса юлам, — тет те лешӗ саппун вӗҫне майласа тытса сӑмса айне ним шеллемесӗр типӗтсе илет.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Мана Тетей тесе чӗнеҫҫӗ, сире вара: хаклӑ ентешӗмӗрсем?
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Мӗншӗн чылай хушӑ килмерӗн, хаклӑ ывӑлӑм?
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Пуринпе те килӗшетӗп эпӗ санпа, Тетей, манӑн хаклӑ юратӑвӑм, Шупашкара ҫити ҫуран утма та хатӗр санпа.
V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.