Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

УЯВпа (тĕпĕ: уяв) more information about the word form can be found here.
Хӗрарӑмсен канашӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева, Шупашкар хулинчи хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Ирина Клементьева этемлӗхӗн черчен ҫуррин маттур представителӗсене ҫурхи уявпа саламларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Help to translate

Ӑслӑ, илӗртӳллӗ // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

ЧР Кинематографистсен союзӗн председателӗ Олег Цыпленков чипер хӗрарӑмсене уявпа саламласа чечек ҫыххисем парнелерӗ.

Help to translate

Киноискусствăри чиперккесене саламларӗç // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Республика Пуҫлӑхӗ тата театр ертӳлӗхӗ пӗр ӗмӗре ҫывхарса пыракан искусство храмӗн малашлӑх аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ, Михаил Васильевич ҫавӑн пекех театрти хӗрарӑмсене ҫуркуннехи пӗрремӗш уявпа - Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе - саламланӑ.

Help to translate

Игнатьевсем спектакль пăхнă // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Михаил Васильевич залри, ҫавӑн пекех республикӑри хӗрарӑмсене уявпа - пушӑн 8-мӗшӗпе - ӑшшӑн саламларӗ, юрату, ӑнӑҫу, ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

Help to translate

Пăр çинче – юрăçсем // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Аннӗрсене, аппӑр-йӑмӑкӑра, юлташӑрсене упрӑр», - терӗ Лариса Юрьевна пухӑннисене ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ май.

Help to translate

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Эпир сире хаклатпӑр, хисеплетпӗр, юрататпӑр, - терӗ вӑл этемлӗхӗн черчен ҫуррине ҫывхарса килекен уявпа саламланӑ май.

Мы вас ценим, уважаем, любим, - сказал он, поздравляя с наступающим праздником самое прекрасное создание человечества.

Эх, мĕнлескер... // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed