Шырав
Шырав ĕçĕ:
Апла пулин те, тепӗр чухне Якурӑн акӑ мӗн курас килет: мӗншӗн ҫынсем вӗсене, Якурпа Тихон Ивановича, пӗр-пӗринпе танлаштарса, виҫсе пӑхмаҫҫӗ-ха?
XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑл Мустай сӑн-пичӗпе Якур сӑн-питне танлаштарса пӑхма тӑрӑшрӗ.
XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
«Ҫакӑн пек тӗрӗслев сӑнавӗ динамикӑри патологи аталанӑвне, видеороликӑн юлашки тӗрӗслевне малтанхипе танлаштарса пӑхса тухма май парать.
Пушкӑрт больницинче нацпроект енӗпе ку чухнехи оборудовани туяннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3431841
Айдаш сӑввисен лирикӑлла геройӗ пурнӑҫ ҫине тарӑннӑн пӑхма тӑрӑшать, хӑй кун-ҫулне этемлӗх кун-ҫулӗпе танлаштарса виҫет («Чӑнлӑх вучӗ», «Шӑпах тӑрса, тӑнлатӑн чӗрене» сӑвӑсем).
Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.
Пӗр строфине пӗтӗмпех танлаштарса пӑхас килет:
«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Унтан танлаштарса пӑхрӑм: килӗшекеннисем те пур, килӗшсех кайманнисем те.
«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Уйрӑмах ӑнлантарусемпе нумай ӗҫленӗ: кашни текста кам, хӑҫан, ӑҫта, мӗнле ҫырса илнине кӑтартнӑ; ӑна Н.П. Андреев кӑтартмӑшӗнчи хӑш сюжет номерӗпе тӳр килнине палӑртнӑ; юмах тӗп шухӑшне уҫса панӑ, хӑш-пӗр юмах ытти халӑх хушшинче мӗн тери анлӑ сарӑлнине асӑрхаса иртме, вӗсене танлаштарса пӑхма тӑрӑшнӑ; кивелнӗ сӑмахсене ӑнлантарнӑ.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
— Кашни йытӑ сассине, Бианкӑнни пек мар-и тесе, танлаштарса итлетӗп.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Пирӗн стройкӑра вӑл, танлаштарса каласан, сӑпкари ача тапхӑрӗнче ҫеҫ-ха.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫтаппан Елюкпа епле калаҫни, ун ҫине епле пӑхни — картманни ҫеҫ мар, ку вӑл — ҫынна ҫын вырӑнне хуманни, ку вӑл — танлаштарса каласан — кушак шӑшие асаплантарни: кушак хӑй аллине лекнӗ шӑшипе тем хӑтланма та пултарать — ҫыртса ыраттарма та, вӗҫертсе ярса савӑнтарма та, унтан каллех сиксе ӳксе ярса илме те.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ун пеккисем темиҫе ҫӗршыв чикки урлӑ каҫнӑ, Европа сывлӑшӗпе сывласа курнӑ, вӗсен пурнӑҫне хамӑр пурнӑҫпа танлаштарса пӑхма пултарнӑ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ыттисемпе танлаштарса хаклатпӑр.
Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n
«Тарӑнӑн шухӑшласа, пур енчен те ӑнланса, ху мӗн тунине ыттисеннипе танлаштарса ӗҫлетӗн пулсан, ман шутпа, нихҫан та ҫӑмӑл мар.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Пассажирсенчен хӑшӗ-пӗри ҫакна шӑлне ҫыртса чӑтса ирттерчӗ, теприсем айлатса илчӗҫ, чӑтӑмсӑррисем, шофера вутӑ турттараканпа танлаштарса, шӑртланса кайрӗҫ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Райадминистраци пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Казаков пӗлтӗрхи кӑтартусене виҫӗмҫулхипе танлаштарса доклад турӗ.
Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.
Микула ӑна Кузнецов арӑмӗпе танлаштарса пӑхрӗ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Ҫутҫанталӑкра та пурте улшӑнать иккен…» — Атӑл улшӑннипе темшӗн хӑйӗн пурнӑҫне танлаштарса, ассӑн сывларӗ Ҫтаппан.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫын шухӑшлама ҫуралнӑ — шухӑшлать, пурне те ӑнланма, виҫсе шайлаштарма, хӑйӗн пурнӑҫне ҫынсен пурнӑҫӗпе танлаштарса пӑхма тӑрӑшать.
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ун чухнехи тата хальхи муниципалитет влаҫне танлаштарса нумай сӑмах ваклас темерӗ, мӗншӗн тесен «эпир - совет саманин ачисем, ун чухне кадрсен хатӗрлевӗ енӗпе тимлӗх пысӑк пулнӑ, пире сӑнанӑ, хатӗрленӗ. Кайран вара демократи килчӗ…»
ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen
Ху ҫывӑхунти пурнӑҫа урӑх ҫӗртипе танлаштарса пӑхатӑн.
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.