Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри, Элӗк, Шӑмӑршӑ муниципалитет округӗсенче те влаҫа ҫӗнӗ ҫынсем килмелле.
ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen
Паян ирхи 7 сехет валли республикӑра 12 муниципалитетри 79 ял ҫутӑсӑр пулнӑ: Вӑрнар, Канаш, Йӗпреҫ, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсем.
79 ялта электроэнерги ҫук-ха // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33701.html
Сумлӑ йышра — Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри библиотекарь Светлана Акшарова, Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн преподавателӗ Анна Апатина, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн илемлӗ литературӑпа ӳнер пайӗн тӗп библиотекарӗ Вера Архипова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртри культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫи Анна Николаева, Шупашкарти агрегат завочӗн «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Александр Павлов, Л.Н. Толстой ячӗллӗ Чӑваш Республикин ятарлӑ вулавӑшӗн пай заведующийӗ Ольга Соколова, Улатӑр хулинчи культура керменӗн халӑх драма театрӗн ертӳҫи Галина Сурова.
Тава тивӗҫлӗ ят панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33504.html
Октябрь уйӑхӗн юлашки кунӗсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Белые камни» кану лагерӗнче республикӑри ҫамрӑк шыравҫӑсен слечӗ иртрӗ.
Шыравҫӑсем – слетра // Иван Филиппов. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%88%d1%8 ... %80%d0%b0/
Конкурса Чӑваш Енри Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар районӗсенчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Мари Элти Чикмери 9 коллектив 203 ташӑҫӑпа пырса ҫитнӗ.
«Ташӑ эрешӗсем» хореографи конкурсӗнче гран-прие тивӗҫнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33280.html
Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка районӗсене пӗрлештерекен автоҫул строительствине пуҫланӑ.
Олег Николаев Ҫул-йӗр хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/16/poz ... tnikov-dor
Сӗнтӗрвӑрри хули хӑнасене питӗ тарават кӗтсе илнӗ, паллӑ вырӑнсем тӑрӑх асра юлмалли кӑсӑклӑ экскурси парнеленӗ.
«Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ фестивале хутшӑннӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b5%d0% ... %83%d1%82/
Вӑл ялтан тухнӑ юрӑ-ташӑ ӑстисене Сӗнтӗрвӑрри хулине туслӑ йыша пуҫтарнӑ.
«Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ фестивале хутшӑннӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b5%d0% ... %83%d1%82/
Вӑл хальхи Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чаккире 1918 ҫулхи февралӗн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Канаш прокуратурин кун-ҫул // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%ba%d0% ... 83%d0%bbe/
Вӑл вӑхӑтри документсене вуласан Хусан хӳтӗлев линийӗн (обвод) тӑршшӗ 434 км (Мари Эл, Чӑваш Ен, Тутарстан ҫӗрӗсем ҫинче) пулни паллӑ, вӑл шутра Чӑваш Республикинче (Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Вӑрмар, Тӑвай районӗсенче) 103 км танксенчен хӳтӗленмелли тарӑн канав (халӑхра окоп тетпӗр), Тӑвай районӗнче – 30 км (Д.В. Алексеев хатӗрленӗ карта тӑрӑх).
Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/
Палӑртмалла: ытти ҫулсенче ку конкурсра Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисем ҫӗнтернӗ.
Ҫӗрпӳпе Пӑрачкав хӑтлӑх кӗртме укҫа ҫӗнсе илнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32682.html
Пӗрне кунта илсе килнӗ иккен вӗсем, ыттисене Сӗнтӗрвӑрри баракне ӑсатнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Сасартӑк ун умне куштан Кавӑрле сӑнарӗ тухса тӑчӗ: «Сӗнтӗрвӑрри харам пырӗсем валли ҫук ман тырӑ… Хӑйсем ӗҫлесе тупчӑр!» — кӗрлет унӑн сасси хӑлхара.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Сан, ҫут пуҫӑн, пур та пулӗ ытлашши, ман Сӗнтӗрвӑрри харам пырӗсем валли пӗр пӗрчӗ те ҫук.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Анчах вӑл, путсӗр анархист, хӑйӗн отрячӗпе «Миссури» пӑрахут ҫине ларнӑ та Сӗнтӗрвӑрри тӗлне хӑпарнӑ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Шупашкарпа Сӗнтӗрвӑрри хушшине вӑтӑра яхӑн пӑрахутсем тата буксирсем капланнӑ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫеҫ 720 пин тенкӗлӗх контрибуци тӳлеттереҫҫӗ промышленниксене!
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Уретник лашине Сӗнтӗрвӑрри еннелле чуптарчӗ, Тимахви пирӗнпе пӗрле Шӗнерпуҫне тепӗр хут таврӑнчӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
3. Чӑваш Республики Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Eтӗрне, Eлчӗк, Тӑвай районӗсенчен; республика пӗлтерӗшлӗ Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчен тӑрать.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикине Улатӑр, Элек, Патӑръел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсем, республикӑна пӑхӑнакан хуласем — Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле кӗреҫҫӗ.
Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ (Тӗп Законӗ) // ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗсем. Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин Конституцийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 128 с. — 69–123 с.