Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл килне мӑнкун умӗн кӗҫнерникун кайса, виҫ-тӑватӑ кун унта пурӑнма пулчӗ, мӗншӗн тесен Джеммӑпа курнӑҫса савӑнни, вӑл кунсенче чиркӳ хӑйӗн ачисене лӑпкӑ кӑмӑллӑ пулса, турӑ ҫинчен ҫеҫ шухӑшлама хушнине хирӗҫ пыни пулӗччӗ.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Валерий Павлович хаҫат ҫинчи статьясене хыттӑн вуланӑ е Совет Союзӗнче мӗн-мӗн пулса иртнисем ҫинчен каласа панӑ чухне те, унӑн сассинче вӑл Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ ҫитӗнӗвсемшӗн савӑнни уҫҫӑнах палӑрнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Унӑн тӗлсӗр пӑхакан куҫӗсем чарӑнса ларнӑ, сайра хутра кӑна ҫав пӑтранчӑк куҫсенче вӑл упӑшкин сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханса пӑлханни, Миронран хӑрани тата лутра та самӑр, тӗреклӗ Якова курсан, юратса савӑнни палӑркаланӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пролив урлӑ нефтепровод хурасси ҫинчен шухӑшланипе, шикленнипе салхулланнӑ Батманов Рогов участокӗнче савӑнни сисӗнчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Акӑ халӗ эпӗ сирӗн ҫине пӑхатӑп та эсир нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр савӑнни, аташни, ташлани — манӑн чӗрене ыраттарать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл паян пачах иртнӗ кунсенчи пек мар: кулни те, савӑнни те ҫук, хӑйне яланхи пек мар ҫирӗп тытать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пурте тимлӗн вулаҫҫӗ, пӗрне пӗри савӑнни ҫинчен каласа параҫҫӗ, ҫар ҫитӗнӗвӗсемпе мӑнкӑмӑллӑн савӑнаҫҫӗ.
Леночка мӗншӗн ҫивӗтне пӗтӗрнӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Айӑпланакан ҫын куҫӗсенче вара хавасланса савӑнни палӑрса кайрӗ.
LХХХVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Техас савӑнни тӗлӗнче шурӑмпуҫ хӗрелсе килсе, хӑйӗн ачаш ҫутӑ пайӑркисемпе Индж форчӗ ҫинчи Америка ялавне ҫутатса илнӗ.Заря, заалевшая над саванной Техаса, осветила и американский флаг форта Индж.
LХХХVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Манӑн хӑрани те пур, савӑнни те пур, ҫапах та хам епле те пулин хӑранине ҫынна систерес марччӗ, тетӗп.Я и радовался, и боялся, и старался так сделать, чтоб никто этого не заметил.
Эпӗ юланутпа ҫӳреме вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫав вӑхӑтрах тата этем ӑс-хакӑлӗ пирки мӑнаҫланса савӑнни ҫӑлтӑрсен тӗнчин хӑрушлӑхне хӑваласа ярать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Ху мӗнле ӗҫлени, канни, тусупа е юратман ҫынпа калаҫни, сывлӑхлӑ е сывӑ мар чух хӑвна тыткалани, хуйхӑрни, савӑнни — ҫаксем пурте хӑвӑн ачуна пӑхса ӳстерни пулаҫҫӗ.
Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Пӑнтӑхнӑ чӗрӗ путвал пӳлӗмӗсенче ҫемйи-ҫемйипе тупӑкри пек тӑкӑсланса пурӑннӑ кунсене выҫӑллӑ-тутӑллӑ ирттерни, ыйткаласа-йӑлӑнса ҫӳрени, килкартисенче йытӑ ҫиес татӑка тупнӑшӑн та савӑнни — кам виҫсе пӗлес пур Капкай ҫемйи е ун евӗр ытти ӗҫ ҫыннисем чӑтса ирттернӗ нушана?
XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Подвалта ирттернӗ юлашки сехетсем, хӑрани, асапланни пур туйӑмсемпе шухӑшсене те мӑкатса лартнӑ, ҫӑлӑннӑшӑн савӑнни ачана тӑнран кӑларса янӑ пекех пулнӑ.
22. Ҫӑлӑнӑҫ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Вӑл нихҫан та шӑхличӗ калакана хӑй тӗллӗн чарса лартман, лешӗ хӑй чарӑнса пӗр икӗ-виҫӗ минут шӑпах тӑнӑ хыҫҫӑн тин вара ача чӗринче вӑл тӗлӗнсе савӑнни вырӑнне татах итлес килнипе ӑшталанни палӑрнӑ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӗсен пичӗсенче хумханни, савӑнни курӑнать, хӗпӗртени, тем пирки именни сисӗнет.У обоих были растроганные, умиленные лица, радостные и чем-то смущенные.
9 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Кӗтмен ҫӗртен ҫак япаласене пӑхса савӑнни манӑн питӗм-куҫӑма сывлӑхлӑ сӑн-сӑпат кӳртрӗ; эпӗ хамӑн чире тӗлӗннипех эмелленӗ, медицинӑн ҫак ҫӗнӗ меслечӗ мана хӑвӑрт сывалма пулӑшрӗ: кунсӑр пуҫне пусӑрӑннӑ ҫӑра сывлӑшран кислород нумайрах пулин те манӑн ӳпкесемшӗн сыватакан вӑйлӑ эмел вырӑннех пулса тӑчӗ.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫак сехетре пӗтӗм вак-тӗвек йӗркесӗрлӗхсем, тытӑҫу-харкашусем, йывӑрлӑхсем — айккинелле пӑрӑннӑ, чи кирли ҫеҫ — хӑйсем мӗн тунишӗн пӗрле савӑнни, ҫавна тунишӗн пӗр-пӗрне хисеплени ҫеҫ — юлнӑ.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Халӗ ҫынсен сассисенче хавасланни те, савӑнни те илтӗнет, — паянлӑха ӗнтӗ асаплӑ ӗҫ пӗтнӗ, килте вӗсене каҫхи апат та канӑҫ кӗтет.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
«Was wir Liben», тесе курка ҫӗклесен те ытлашши савӑнни туйӑнмарӗ.(was wir lieben). Оно не появилось даже тогда, когда г-н Клюбер провозгласил тост за то.
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.