Шырав
Шырав ĕçĕ:
10. Ҫав кун вара эсир пӗрне-пӗри иҫӗм йывӑҫӗ айне, смоква йывӑҫӗ айне йыхравлатӑр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.10. В тот день, говорит Господь Саваоф, будете друг друга приглашать под виноград и под смоковницу.
Зах 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ Эпӗ Иисус умне хуракан чул акӑ вӑл; ҫакӑ пӗр чул ҫинче ҫичӗ куҫ; акӑ Эпӗ ун ҫине унӑн паллине касса кӑларӑп, вара ҫак ҫӗрӗн ҫылӑхне пӗр кун хушшинче пӑрахӑҫлӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Зах 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫирӗплетсе парса Иисуса каланӑ: 7. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсӗ Манӑн ҫулпа ҫӳрес пулсан, Манӑн хуралӑмра тӑрас пулсан, эсӗ Манӑн Ҫуртӑма сут тӑвӑн, Манӑн картишсене астуса тӑрӑн.
Зах 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав кунхине Ҫӳлхуҫа умне тӗрлӗ халӑх пырса тӑрӗ, вӗсем Манӑн халӑх пулӗҫ; Эпӗ сан хушшуна вырӑнаҫӑп, Мана сан патна Саваоф Ҫӳлхуҫа янине пӗлӗн вара.
Зах 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Акӑ ӗнтӗ Эпӗ аллӑма вӗсем ҫине ҫӗклӗп, вӗсем хӑйсен чурисен тупӑшӗ пулса тӑрӗҫ, ун чухне Мана Саваоф Ҫӳлхуҫа янине пӗлӗр вара.
Зах 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Мана Вӑл хӑвӑра ҫаратнӑ халӑхсем патне мухтавшӑн ячӗ, мӗншӗн тесен сире тӗкӗнекен Унӑн куҫ шӑрҫине те тӗкӗнет, тет.
Зах 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тата пӗлтерсе кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Манӑн хуламсем каллех пурлӑхпа тулса ларӗҫ, Ҫӳлхуҫа Сиона лӑплантарӗ те каллех Иерусалима суйласа илӗ, тесе калать те.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Иерусалим енне хӗрхенекен кӑмӑлпа ҫаврӑнатӑп; унта Манӑн Ҫуртӑм ӳссе ларӗ, ҫӗр виҫмелли вӗрен Иерусалим тӑрӑх тӑсӑлса выртӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Манпа калаҫакан Ангел каларӗ вара: пӗлтер те кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Эпӗ Иерусалимпа Сионшӑн питӗ хытӑ тӑтӑм та 15. канлӗхре пурӑнакан халӑхсене шутсӑр вӑйлӑ тарӑхрӑм, мӗншӗн тесен Эпӗ кӑшт ҫилленнӗ чухне вӗсем татах усалланса кайрӗҫ.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах Эпӗ Хамӑн чурамсене, пророксене, каланӑ сӑмахӑмсем, Эпӗ кӑтартнӑ йӗркесем сирӗн аҫӑрсене ҫитменччӗ-и вара? вӗсем ҫапла калатчӗҫ: «Саваоф Ҫӳлхуҫа хамӑр ҫулсене, хамӑр ӗҫсене кура пире мӗн тума кӑтартса панӑ, ҫавӑн пек турӗ те ӗнтӗ пире» тетчӗҫ.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑвӑрӑн аҫӑрсем пек ан пулӑр, ун чухнехи пророксем вӗсене: «Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: усал ҫулӑрсенчен, усал ӗҫӗрсенчен пӑрӑнӑр» тесе тархасланӑ пулин те, вӗсем итлемерӗҫ, Мана тӑнламарӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, саккӑрмӗш уйӑхӗнче, Захарийӑна — Аддо ывӑлӗн Варахийӑн ывӑлне, пророка — Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Ҫӳлхуҫа сирӗн аҫӑрсене питӗ хытӑ ҫилленсе ҫитнӗ, 3. ҫавӑнпа эсӗ вӗсене кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Ман енне ҫаврӑнӑр, вара Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп, тесе калать Саваоф Ҫӳлхуҫа те.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑ кун, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сана, Зоровавель, Салафиил ывӑлӗ, Манӑн чурам, тет Ҫӳлхуҫа, Хам патӑма илӗп, сана пичет пек усрӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана суйласа илнӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑххӑрмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, Дарий патшана ларсан иккӗмӗш ҫулхине, Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 11. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: священниксенчен саккун ҫинчен ыйт та кала: 12. кам та пулин кӗлтуса тасатнӑ аша хӑйӗн тумтирӗн аркипе йӑтса пынӑ чухне унӑн арки ҫӑкӑра е пӗҫернӗ ҫимӗҫе, е эрехе, е йывӑҫ ҫӑвне, е мӗнле те пулин апата сӗртӗнчӗ пулсан, таса пулӗ-и вӑл?
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫак юлашки Ҫуртӑн чапӗ унчченхин чапӗнчен пысӑкрах пулӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа; ҫак вырӑнта Эпӗ канӑҫлӑх парӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Манӑн кӗмӗлӗм, Манӑн ылтӑнӑм, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тепӗр хут, — ӗнтӗ ҫакӑ часах пулӗ, — Эпӗ тӳпепе ҫӗре, тинӗспе типҫӗре кисрентерӗп, 7. пур халӑха та кисрентерӗп, вара пур халӑх та Кӗтекенни килӗ, ҫак Ҫурта вара мухтавлӑхпа тултарӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах хӑюллӑ пул паян, Зоровавель, тет Ҫӳлхуҫа, хӑюллӑ пул, Иисус — Иоседек ывӑлӗ, аслӑ иерей! хӑюллӑ пул, ҫӗршыври пӗтӗм халӑх, ӗҫӗрсене тӑвӑр: Эпӗ сирӗнпе, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа вара Зоровавелӗн — Салафиил ывӑлӗн, Иудейӑна тытса тӑраканскерӗн — кӑмӑлне тата Иисусӑн — Иоседек ывӑлӗн, аслӑ иерейӗн — кӑмӑлне, тата чӗрӗ сыхланса юлнӑ пӗтӗм халӑх кӑмӑлне чӗртсе янӑ та, вӗсем Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн, хӑйсен Туррийӗн, Ҫуртӗнче, 15. улттӑмӗш уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче, Дарий иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ вӑхӑтра, ӗҫе тытӑннӑ.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Нумая кӗтетӗр те — сахал тухать; килӗрсене мӗн илсе килнине те Эпӗ сапаласа ярӑп. — Мӗншӗн-ши? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Хамӑн Ҫуртӑмшӑн, вӑл юхӑнса ларать, эсир вара кашниех хӑвӑр ҫуртӑр патне васкатӑр.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.