Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Вара ҫав кун Моисей халӑха ҫапла каланӑ 12. Иордан урлӑ каҫсассӑн, халӑха пиллемешкӗн ҫак йӑхсем — Симеон, Левий, Иуда, Иссахар, Иосиф тата Вениамин йӑхӗсем — Гаризим тӑвӗ ҫине тӑмалла; 13. ҫак йӑхсем вара — Рувим, Гад, Асир, Завулон, Дан тата Неффалим йӑхӗсем — ылханса каламашкӑн Гевал тӑвӗ ҫине тӑмалла.
Аст 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сирӗн ывӑлӑрсене каламастӑп: вӗсем хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр янӑ хасана пӗлмен-курман, Унӑн аслӑлӑхне [тата] Унӑн тӗреклӗ аллипе Унӑн хӑватлӑ вӑйне, 3. Унӑн Египетра кӑтартнӑ паллисемпе ӗҫӗсене, фараона, Египет патшине, тата унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине, 4. Египет ҫарне, унӑн утлӑ ҫарӗсемпе унӑн урапаллӑ ҫарӗсене мӗн кӑтартнине, вӗсене, сирӗн хыҫӑртан хӑваласа пыраканскерсене, Хӗрлӗ тинӗс шывне путарнине — Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ҫапла вӗсене нихӑҫан йӑл илмелле мар пӗтерсе пӑрахнине курман; 5. хӑвӑр ҫак вырӑна килсе ҫитиччен Вӑл пушхирте сирӗншӗн мӗн-мӗн тунине, 6. Дафанпа Авирона — Рувим ывӑлӗн Елиавӑн ывӑлӗсене — мӗн кӑтартнине: ҫӗр ҫурӑлса кайнине, вӗсене хӑйсене, вӗсен килӗ-йышне, чатӑрӗсене, хӑйсем тытса тӑнӑ мӗнпур пурлӑхне пӗтӗм Израиль умӗнче ҫӗр ҫӑтса янине курман, 7. эсир вара Ҫӳлхуҫамӑр тунӑ пӗтӗм аслӑ ӗҫе хӑвӑр куҫӑрпа курнӑ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫавӑн чухне Моисей Иорданӑн ку енче, тухӑҫалла, виҫӗ хула уйӑрса илнӗ, 42. ҫын вӗлерекен, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине вӗлерме шухӑшламасӑр, ӑнсӑртран, ӗнер те, виҫӗмкун та уншӑн тӑшман пулман халлӗнех вӗлернӗскер, ҫав виҫӗ хуларан пӗр хулине тарса чӗрӗ юлма пултартӑр, тенӗ; 43. хулисем ҫаксем: Рувим йӑхӗ илнӗ тӳремлӗхри пушхирте ларакан Бецер хули, Гад йӑхӗ илнӗ Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф тата Манассия йӑхӗ илнӗ Васан ҫӗрӗнчи Голан.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иаир, Манассия ывӑлӗ, пӗтӗм Аргов ҫӗрне Гесурпа Мааха ҫӗрӗсен чиккине ҫитичченех илчӗ, Васана вӑл хӑйӗн ячӗпе «Иаир ялӗсем» теме пуҫларӗ, вӗсем халӗ те ҫавах; 15. Махира эпӗ Галаад ҫӗрне патӑм; 16. Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне вара Галаадран пуҫласа Арнон юхӑм шывӗ таран, юхӑм шывпа Аммон ывӑлӗсен ҫӗр чиккийӗ пулакан Иавок ҫырми хушшинче выртакан ҫӗре, 17. ҫавӑн пекех тӳремлӗхпе Иордан шывне, чикӗ пулса тӑраканскере, Киннерефран пуҫласа тӳремлӗхри тинӗс — Тӑварлӑ тинӗс — хӗррине ҫитиччен, Фасга тӑвӗ патӗнчи тухӑҫ енчи ҫӗре, патӑм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫак ҫӗре эпир ун чухне Арнон юхӑм шывӗ патӗнчи Ароертан пуҫласах илтӗмӗр; вара Галаад тӑвӗн ҫуррине, хули-мӗнӗпе, эпӗ Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне патӑм; 13. Галаадӑн юлашки пайне тата пӗтӗм Васана, Ог патшалӑхне, эпӗ Манассиян ҫур йӑхне патӑм, ӑна пӗтӗм Аргов ҫӗрӗпе пӗтӗм Васана патӑм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Моисей Израиль ывӑлӗсене ҫапла тума хушнӑ, вӗсене ҫапла каланӑ: ҫак ҫӗре Ҫӳлхуҫамӑр тӑхӑр йӑха тата [Манассиян] ҫур йӑхне пама хушрӗ, эсир ӑна шӑпа тӑрӑх еткерлӗхе валеҫсе парӑр, 14. мӗншӗн тесессӗн Рувим йӑхӗн ӑрӑвӗсем хӑйсен килӗ-йышӗпе, Гад йӑхӗн ӑрӑвӗсем хӑйсен килӗ-йышӗпе тата Манассиян ҫур йӑхӗ хӑйсен еткер ҫӗрне илчӗҫ: 15. икӗ йӑх тата ҫур йӑх Иордан леш енче Иерихон тӗлӗнче тухӑҫалла выртакан ҫӗре еткерлӗхе илчӗҫ, тенӗ.
Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Рувим ывӑлӗсем Есевон, Елеале, Кириафаим хулисене 38. тата кайран ячӗсене улӑштарнӑ Нево, Ваал-Меон хулисене, тата Сивма хулине туса лартнӑ, хӑйсем лартнӑ хулисене ят панӑ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара Моисей вӗсене — Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсене — тата Иосиф ывӑлӗн Манассиян ҫур йӑхне аморрейсен патшийӗн Сигонӑн патшалӑхне, Васан патшийӗн Огӑн патшалӑхне панӑ, ҫав ҫӗре унти хулисемпех — йӗри-таврари хулисемпех — тата пӗтӗм тавралӑхӗпех вӗсене панӑ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем хуравласа каланӑ: Ҫӳлхуҫа санӑн чурусене мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек тӑвӑпӑр; 32. кӑрал тытса эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче Ханаан ҫӗрне кайӑпӑр, анчах пирӗн еткер ҫӗр Иорданӑн ҫак енче пултӑр, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Моисей вара вӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн тумаллине Елеазар священника, Нав ывӑлне Иисуса тата Израиль йӑхӗсен пуҫлӑхӗсене пӗлтернӗ, 29. Моисей вӗсене каланӑ: Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем пурте кӑрал тытса сирӗнпе пӗрле Ҫӳлхуҫа умӗнче Иордан леш енне вӑрҫӑпа кайсассӑн, унти ҫӗре пӑхӑнтарсассӑн, вӗсене Галаад ҫӗрне парӑр; 30. кӑрал тытса сирӗнпе пӗрле [Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрҫа каймасассӑн, вӗсен хуҫалӑхне, кил-йышне, выльӑх-чӗрлӗхне хӑвӑр умӑртан Ханаан ҫӗрне ярӑр], вӗсем сирӗнпе пӗрле Ханаан ҫӗрӗнче пай илӗҫ, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем Моисее каланӑ: санӑн чурусем хуҫамӑр хушнӑ пек тӑвӗҫ; 26. пирӗн ачамӑрсем, пирӗн арӑмӑрсем, пирӗн кӗтӗвӗмӗрсем, пирӗн пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗх ҫакӑнта Галаад хулисенче юлӗҫ, 27. санӑн чурусем ӗнтӗ, хуҫамӑр каланӑ пек, пурте ҫар ҫыннисем пек кӑрал тытса Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑрҫа кайӗҫ, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсем ун патне пынӑ та каланӑ: эпир кунта хамӑр кӗтӳсем валли сурӑх витисем, хамӑр ачасем валли хуласем туса лартӑпӑр; 17. хамӑр эпир чи малтан вӑрҫа тухӑпӑр, Израиль ывӑлӗсене хӑйсен ҫӗрне илсе ҫитеричченех вӗсен умӗнче пырӑпӑр; пирӗн ачасем вара ҫакӑнта юлччӑр, кунти халӑхран сыхланса тӗреклӗлетнӗ хуласенче пурӑнччӑр; 18. Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйӗн еткер ҫӗрне иличчен эпир хамӑр киле таврӑнмӑпӑр; 19. пире Иорданӑн ҫак енчи хӗвелтухӑҫнелли ҫӗрне еткерлӗхе парсассӑн, эпир Иордан леш енче ыттисемпе пӗрле еткерлӗх илмӗпӗр, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисей вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсене каланӑ: сирӗн тӑванӑрсем вӑрҫа каяҫҫӗ, эсир ӗнтӗ кунта юлас тетӗр-им?
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Рувим ывӑлӗсемпе Гад ывӑлӗсен выльӑх-чӗрлӗх питӗ йышлӑ пулнӑ; вӗсем Иазер ҫӗрӗпе Галаад ҫӗрӗ кӗтӳ ҫӳретме юрӑхлине курнӑ; 2. вара Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсем пынӑ та Моисейпе Елеазар священника тата халӑх пуҫлӑхӗсене ҫапла тесе каланӑ: 3. Атароф, Дивон, Иазер, Нимра, Есевон, Елеале, Севам, Нево тата Веон — 4. ҫак ҫӗрсем, Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхӗ умӗнче ҫӗнтернӗ ҫӗрсем, кӗтӳ ҫӳретме юрӑхлӑ, санӑн чурусен вара кӗтӳсем пур, тенӗ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Рувим ывӑлӗсем: Ханохран — Ханох ӑрӑвӗ, Фаллуран — Фаллу ӑрӑвӗ, 6. Хецронран — Хецрон ӑрӑвӗ, Хармирен — Харми ӑрӑвӗ; 7. Рувим ӑрӑвӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ; пурӗ хӗрӗх виҫӗ пин те ҫичҫӗр вӑтӑр ҫын шутласа кӑларнӑ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Моисейпе Елеазар священник халӑха ҫапла тесе каланӑ: 4. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Израиль ывӑлӗсене ҫапла хушать: Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ Израиль ывӑлӗсене, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тухӑр: 5. Рувим, Израилӗн малтанхи ывӑлӗ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Левий йӑхӗн ҫынни — Кааф ывӑлӗн Ицгарӑн ывӑлӗ Корей — тата Рувим йӑхӗн ҫыннисем — Елиав ывӑлӗсем Дафанпа Авирон, Фалеф ывӑлӗ Авнан — 2. Моисее хирӗҫ тӑнӑ, Израиль ывӑлӗсенчен икҫӗр аллӑ ҫын — халӑх пуҫлӑхӗсем, пухӑва ҫӳрекен ятлӑ ҫынсем — вӗсем майлӑ пулнӑ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсен ячӗсем ҫаксем: Рувим йӑхӗнчен Саммуа, Закхур ывӑлӗ, 6. Симеон йӑхӗнчен Сафат, Хорий ывӑлӗ, 7. Иуда йӑхӗнчен Халев, Иефонния ывӑлӗ, 8. Иссахар йӑхӗнчен Игал, Иосиф ывӑлӗ, 9. Ефрем йӑхӗнчен Осия, Нав ывӑлӗ, 10. Вениамин йӑхӗнчен Фалтий, Рафуй ывӑлӗ, 11. Завулон йӑхӗнчен Гаддиил, Содий ывӑлӗ, 12. Иосиф йӑхӗнчен, Манассия ӑрӑвӗнчен Гаддий, Сусий ывӑлӗ, 13. Дан йӑхӗнчен Аммиил, Гемаллий ывӑлӗ, 14. Асир йӑхӗнчен Сефур, Михаил ывӑлӗ, 15. Неффалим йӑхӗнчен Нахбий, Вофсий ывӑлӗ, 16. Гад йӑхӗнчен Геуил, Махий ывӑлӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унтан Рувим тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ, унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; унӑн ҫарӗн пуҫлӑхӗ Елицур, Шедеур ывӑлӗ; 19. Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ; 20. Гад ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Елиасаф, Регуил ывӑлӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Тӑваттӑмӗш кунне Рувим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елицур, Шедеур ывӑлӗ, парне кӳнӗ; 31. вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 32. тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 33. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 34. ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 35. тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки тата пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елицур, Шедеур ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.