Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Медведев (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Форумӑн пӗтӗмлетӳллӗ пӗрлехи ларӑвне РФ Правительствин Председателӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» политика партийӗн председателӗ Дмитрий Медведев хутшӑннӑ.

Help to translate

Ялти пурнӑҫа лайӑхлатассипе - форум // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Аса илтеретпӗр: партин ҫак проектне «Единая Россия» парти председателӗ, РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пуҫарнипе хута янӑ.

Help to translate

Ялти пурнӑҫа лайӑхлатассипе - форум // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Дмитрий Медведев ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫӗр айӗнчи пуянлӑх пулмасан та республикӑра малашлӑх тӗллевӗсене уҫӑмлӑ палӑртнӑ: инвестицисене ҫынна, уйрӑммӑн илсен, ҫамрӑксене аталантарма хываҫҫӗ.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта РФ Правительствин Пуҫлӑхӗ, «Единая Россия» парти лидерӗ Дмитрий Медведев, РФ Правительствин Председателӗн заместителӗ Ольга Голодец, РФ ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗсем Максим Топилин тата Дмитрий Ливанов ӗҫлӗ ҫӳревпе пулни ҫинчен хаҫатра пӗлтернӗччӗ.

Help to translate

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫакӑн ҫинчен ЧР Театр ӗҫченӗсен союзӗн председателӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Геннадий Медведев пӗрлӗхӗн саккӑрмӗш отчетпа суйлав конференцийӗнче пӗлтерчӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Акци вӑхӑтӗнче шалти ӗҫсен пайӗн ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен уйрӑмӗн аслӑ инспекторӗ Рева Жукова, Николай Медведев, Александр Владимиров участковӑйсем, тӗп больницӑн врач наркологӗ Людмила Ярышева, район администрацийӗн ҫул ҫитмен ҫамрӑксен прависене хӳтӗлекен сектор заведующийӗ Любовь Пушкина Александровка, Чӗчкен тӗп, Хирти Мӑнтӑр, Урмаел, Тукай Мишер вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ.

Help to translate

Ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

«Чӑваш Енре тӗлӗнмелле ырӑ кӑмӑллӑ тата ӗҫе юратакан халӑх пурӑннине тепӗр хут курса ӗнентӗм. Республикӑра ҫут ҫанталӑк пуянлӑхӗсем ҫук пулсан та кунта тӗрӗс ҫул-йӗр суйласа илнӗ: ҫынна, ҫамрӑксене инвестици хываҫҫӗ», – тенӗ Дмитрий Медведев ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнчи Чӑваш Енре иртнӗ ӗҫлӗ ҫул ҫӳреве пӗтӗмлетнӗ май.

Help to translate

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Раҫҫей Федерацийӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Шупашкара килсе электромеханика колледжӗнче пулнӑ май унӑн ӗҫ-хӗлне пысӑк паллӑпа хакларӗ.

Help to translate

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

«Ҫӗр айӗнчи пуянлӑхсемпе мухтанма пултарайманнине пӑхмасӑр эпир конкурентлӑ тавар кӑларма пултаратпӑр. Ҫакна Чӑваш Енре иртнӗ кунсенче ӗҫлӗ визитпа пулнӑ Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ - «Единая Россия» парти ертӳҫи Дмитрий Медведев тата РФ вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗ Дмитрий Ливанов пысӑка хурса хакларӗҫ», - тенӗ республика Пуҫлӑхӗ.

Help to translate

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

М.Игнатьев ачасене профессин вӑтам пӗлӗвне тата хушма пӗлӳ парассипе Чӑваш Ен пухнӑ паха опыта федераци центрӗ, уйрӑммӑн илсен нумаях пулмасть республикӑра пулнӑ Дмитрий Медведев премьер-министр ҫӳлте асӑннӑ колледжа тата унта пурнӑҫа кӗртекен вӗренӳ программисене пысӑка хурса хакланине аса илнӗ.

Help to translate

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Канашлура Дмитрий Медведев кӗпернаттӑрсене ӗҫпе тивӗҫтерес программӑна пурнӑҫа кӗртме уйӑракан укҫа-тенкӗшӗн кашниех яваплӑ пулни пирки аса илтернӗ:

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ӗҫ рынокӗнчи пӗлтерӗшлӗ ыйтусене тата ӗҫпе тивӗҫтерессине халалланӑ канашлӑва Дмитрий Медведев ҫак кунсенче кӑна-ха Правительствӑн тӑнӑҫлӑ социаллӑ-экономика аталанӑвне тивӗҫтерекен 2016 ҫулхи экономика ҫул-йӗрӗн планне алӑ пусни пирки пӗлтернинчен пуҫланӑ.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Ку питӗ меллӗ тата хӑтлӑ. Пирӗн патра центра ҫитме йывӑр ялсем те ҫук мар», – тенӗ Дмитрий Медведев ҫакӑн йышши мобильлӗ пулӑшуҫа пуҫласа курнине пытармасӑр.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Объективлӑ пулсан, экономикӑра та йывӑрлӑхсем ҫук мар», – килӗшнӗ Д. Медведев.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

ЧР Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулас умӗн Дмитрий Медведев тӗп хулари халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта пулнӑ.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ӗнер ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру тӗлӗшӗпе канашлу ирттерме Шупашкара Раҫҫей Премьер-министрӗ Дмитрий Медведев, Ольга Голодец вице-премьер, РФ вӗрентӳпе наука, ҫавӑн пекех ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗсем Дмитрий Ливановпа Максим Топилин, РФ Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗ Михаил Бабич, регионсен ертӳҫисем, бизнес тата профсоюз представителӗсем килсе ҫитрӗҫ.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed