Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Куҫ the word is in our database.
Куҫ (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Пит-куҫне шӑмарса куҫ айӗпе сиввӗн пӑхакан ывӑлӗ каснӑ-лартнӑ Мелеховсене хывнӑ: ҫавнашкалах вичкӗн те хура куҫлӑ, куҫ харшийӗ сарлака, сенкертерех ҫутӑ куҫ шурри ҫаврака, хӑй ҫырӑ ӳтлӗ.

Насупленный, угрюмоглазый сынишка вылит был в мелеховскую породу: тот же удлиненный разрез черных, чуть строгих глаз, размашистый рисунок бровей, синие выпуклые белки и смуглая кожа.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чей ӗҫсе ларнӑ хушӑра Григорий, ӑнсӑртран тенӗ пек, кил хуҫи ҫине пӑхса илчӗ те унӑн куҫӗсем ҫиҫӗм вӑхӑтӗнчи евӗр хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлатса хупӑннине асӑрхарӗ; куҫ хӑрпӑкӗсем ик еннелле сирӗлсе уҫӑлсан вара ҫав куҫсемех Григорий ҫине урӑхла — кӑмӑллӑн та ытараймасӑр тӗмселсе пӑхнӑ пек пӑхма тытӑнчӗҫ.

За чаем Григорий как-то случайно поднял на него взгляд, заметил, как резко, будто при молнии, моргнули у того глаза, — а когда приобнажили их ресницы, выражение было иное, ласковое и почти обожающее.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий Подтелков ҫине тӗлӗнсе кайса пӑхса ларчӗ, унӑн пӗр паллӑ енне асӑрхарӗ: Подтелков куҫӗсене мӑчлаттармасть те тейӗн; ҫынпа калаҫнӑ чух хавассӑр пичӗпе ун ҫине тирӗнсе ларать те куҫӗсене майӗпен кӑна пӗр япала ҫинчен тепӗр япала ҫине сиктерсе шутарать; анчах хӗвелпе сарӑхнӑ кӗске куҫ тӗкӗсем ҫав вӑхӑтра та ним хускалми ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Григорий с любопытством присматривался к нему, отметил одну характерную черту: Подтелков почти не мигал, — разговаривая, он упирал в собеседника свой невеселый взгляд, говорил, переводя глаза с предмета на предмет, причем куценькие обожженные солнцем ресницы его все время были приспущены и недвижны.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Гришака асатте хӑйӗн кӳршин куҫӗнчен пӑхма пикенет, анчах та тарӑн куҫ лупашкисем тавра, типӗ ҫырмана хытхура пусса илнӗ пек, кӑвакарнӑ куҫхаршипе сухал лӑстӑкӗсем мӑкланса ларнӑ; чаваланса ҫитеймест Гришака асатте куҫсем патне, йӗри-таврах шӑртлӑ сухалпа ҫӳҫ чӑтлӑхӗ.

— Дед Гришака пытается заглянуть соседу в глаза, но глубокие глазницы заросли, как буерак бурьяном, седыми клочьями бровей и бороды; не доберется дед Гришака до глаз, кругом одна щетинистая непролазь волос.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сасартӑк, пӗр кӗтмен ҫӗртен, хӑй куҫӗнчен ҫур вершукрах Егорушка хӗрарӑмӑн бархат пек хура куҫ харшийӗсене, пысӑк хӑмӑр куҫӗсене, путӑклӑ илемлӗ питҫӑмартийӗсене курчӗ; хӗрарӑмӑн пичӗ ҫинчи ӑшӑ кулӑ ӑна, хӗвел пайӑрки евӗр, пӗтӗмпех питҫӑмартийӗсем ҫинчи ҫав путӑксенчен сарӑлнӑн туйӑнчӗ.

Вдруг, совсем неожиданно, на полвершка от своих глаз, Егорушка увидел черные, бархатные брови, большие карие глаза и выхоленные женские щеки с ямочками, от которых, как лучи от солнца, по всему лицу разливалась улыбка.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Эпӗ халӗ унӑн куҫӗсене лайӑх куртӑм, — вӗсем чӑнах та ҫӑмлӑ пек; куҫ тӗкӗсем тӗлӗнмелле вӑрӑм, куҫ хупанкисем ҫинче те темле тӗксем илемлӗ кукӑрӑлса ӳснӗ.

Теперь я рассмотрел его глаза, — они действительно мохнаты, ресницы их удивительно длинны, да и на веках густо росли волосики, красиво изогнутые.

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Манӑн куҫ умне вара Ҫурҫӗрти ҫур ҫул хушши тӑсӑлакан каҫсем, ҫанталӑк улшӑнасса тарӑхса кӗтмелли эрнесем, юрлӑ-пӑрлӑ ҫӳлӗ тусем ҫинчен вӗҫмелли самантсем (ун пек чухне ирӗксӗрех куҫ анса ларма меллӗрех вырӑн шырать), хӑвӑн машину ҫуначӗ курӑнми ҫил-тӑманра вӗҫнисем, аллӑ градуслӑ сивӗре мотора ӗҫлеттереймесӗр тарӑхнисем куҫ умне тухса тӑчӗҫ.

Я представил себе бесконечные полугодовые ночи за Полярным кругом; недели изнуряющего ожидания погоды; полёты над снежными горными хребтами, когда глаза невольно высматривают место для вынужденной посадки; полёты в пургу, когда не видишь крыльев своей машины; мучительную возню с запуском мотора на пятидесятиградусном морозе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Куҫ харшисӗр, куҫ харшисӗр, пӑхӑр-ха: мӗн тери куҫ харшисӗр!

— А безброва-то, безброва до чего!

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унӑн куҫӗсем ҫутӑлса кӑна тӑраҫҫӗ, куҫ хӑрпӑкӗсем те ҫуттӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ, кӑвак куҫӗсем тӗттӗм кӗтесселле ӑнланмасӑр тинкереҫҫӗ.

Его светлые глаза, опушенные такими же светлыми и бесцветными ресницами, голубые глаза с недоумением всматривались в дымный полумрак.

17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вырӑссем чиперука сӑнланӑ чухне куҫ, куҫ харши, куҫ хӑрпӑкӗн илемне чи малтан асӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

10. Ӗнтӗ «вӑл ҫырӑвӗсенче ӗнентерӳллӗ те, паттӑр та, куҫ умӗнче йӑмшак, сӑмахӗ те ун витӗмлӗ мар» теекенсем те пур; 11. ҫавӑн пек шухӑшлакансем пӗлсе тӑччӑр: эпир куҫ хыҫӗнче ҫырусенчи сӑмахпа епле, куҫ умӗнче ӗҫре те ҫаплах.

10. Так как некто говорит: в посланиях он строг и силен, а в личном присутствии слаб, и речь его незначительна, - 11. такой пусть знает, что, каковы мы на словах в посланиях заочно, таковы и на деле лично.

2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Моисей Израиль [ывӑлӗсене] пӗтӗмпех пухнӑ та вӗсене каланӑ: эсир Ҫӳлхуҫа Египет ҫӗрӗнче сирӗн куҫӑр умӗнче фараона, унӑн чурисене, унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине пӗтӗмпех куртӑр; 3. санӑн куҫусем хӑрушӑ асапсем янине, аслӑ паллӑсемпе кӗтретсем кӑтартнине [тата тӗреклӗ алӑпа хӑватлӑ вӑя] курса тӑчӗҫ; 4. анчах паянхи кунччен сире Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑнланмашкӑн — чӗре, курмашкӑн — куҫ, илтмешкӗн хӑлха паманччӗ-ха.

2. И созвал Моисей всех [сынов] Израилевых и сказал им: вы видели все, что сделал Господь пред глазами вашими в земле Египетской с фараоном и всеми рабами его и всею землею его; 3. те великие казни, которые видели глаза твои, и те великие знамения и чудеса, [руку крепкую и мышцу простертую]; 4. но до сего дня не дал вам Господь [Бог] сердца, чтобы разуметь, очей, чтобы видеть, и ушей, чтобы слышать.

Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эхер те суя кӳнтелен кама та пулин усал ӗҫ тунӑ тесе тапӑнать пулсассӑн, 17. ҫав тавӑҫакан икӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫа умне, ҫав вӑхӑтри священниксемпе тӳресем умне тӑтӑр; 18. тӳрисен лайӑх тӗпчесе пӗлмелле, эхер те кӳнтеленӗ суя кӳнтелен пулсассӑн, хӑй тӑванӗ ҫинчен суя сӑмах ҫитернӗ пулсассӑн, 19. вӑл хӑйӗн тӑванне мӗн тума шухӑшланӑ, ӑна хӑйне ҫавӑн пек тӑвӑр; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр; 20. ыттисем илтӗҫ те хӑраса кайӗҫ, ӳлӗмрен сирӗн хушшӑрта ҫапла усал ӗҫ тумӗҫ; 21. [ӑна] куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: чуншӑн — чун, куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн — ура.

16. Если выступит против кого свидетель несправедливый, обвиняя его в преступлении, 17. то пусть предстанут оба сии человека, у которых тяжба, пред Господа, пред священников и пред судей, которые будут в те дни; 18. судьи должны хорошо исследовать, и если свидетель тот свидетель ложный, ложно донес на брата своего, 19. то сделайте ему то, что он умышлял сделать брату своему; и так истреби зло из среды себя; 20. и прочие услышат, и убоятся, и не станут впредь делать такое зло среди тебя; 21. да не пощадит [его] глаз твой: душу за душу, глаз за глаз, зуб за зуб, руку за руку, ногу за ногу.

Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӗрӗ, икӗ хура ҫивӗтне хулӗсем урлӑ кӑкӑрӗ ҫине антарнӑскер, вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗсем айне пытаннӑ хура мерчен шӑрҫа пек куҫне вылятса, мӗнпур кӗрекене илем кӳрет.

Help to translate

«Хуркайӑксем каяҫҫӗ те килеҫҫӗ…» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫавӑнпа та куҫ сывлӑхне тата лайӑх курас пахалӑха сыхлас, куҫсене пулӑшас тесен ҫителӗклӗ таран ҫывӑрас пулать.

Help to translate

Ачашӑн амӑш варӗнче чухнех тӑрӑшмалла! // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... x-trsmalla

Кану ҫитменнипе тата ыйхӑ вӑрӑмӑшӗ кӗскелнипе куҫ мышцисем пӗтӗмӗшпех канма ӗлкӗреймеҫҫӗ, ҫакӑ фокус начарланасси тата куҫ кураслӑхне ҫухатма пултарасси патне илсе ҫитерет.

Help to translate

Ачашӑн амӑш варӗнче чухнех тӑрӑшмалла! // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... x-trsmalla

Ыйхӑ тӑранманнин куҫсене япӑх витӗм кӳнин сӑлтавӗ — куҫ вӑйӗсем ывӑнни.

Help to translate

Ачашӑн амӑш варӗнче чухнех тӑрӑшмалла! // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... x-trsmalla

Иван Иванычӑн пысӑк ҫырӑ куҫ харшийӗсем айӗнчи хӑмӑр куҫӗсем ҫиҫсе илчӗҫ, ҫара пуҫне алтутрипе шӑлкаларӗ.

Help to translate

Яка пӑр ҫинче ташлакансем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫӑра куҫ харши айӗнчи хӑмӑр куҫӗсем йӑл-йӑл ҫунаҫҫӗ хӑйӗн, кулнӑ чух питҫӑмартийӗ пӳрнепе пуснӑ пек путать.

Help to translate

Тӑмпайри «Нарспи» туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Куҫусем, куҫ харшисем, ҫамку аҫунни пекех сан.

Help to translate

Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed