Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кулнӑ (тĕпĕ: кул) more information about the word form can be found here.
Халӗ ҫеҫ хаваслӑн ахӑлтатса кулнӑ каччӑсем хӑвӑрт шӑпланчӗҫ, вӗсене савнишӗн тунсӑхласа ҫитнӗ ҫамрӑк ҫыннӑн туйӑмӗ ҫавӑрса илчӗ.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм, илӗртӳллӗ-ытарлӑ куҫпа кулса пӑхаканскер, ӑна ҫак вӑхӑтра, Макар калашле, Джоконда пек туйӑнса кайрӗ: ҫавнашкалах тулли пит, тӑрӑхларах ҫырӑ куҫ, тӳрӗ сӑмса, ҫавнашкалах тем пытаран, тем парнелессе шантаран илӗртӳллӗ-ытарлӑ кулӑ, — кулнӑ чухне тута хӗррисенче пичӗ шалалла путса кӗрет; ҫавнашкалах хӑпарса тӑракан кӑпӑшка кӑкӑр, шурӑ ӳтлӗ ачаш алӑсем…

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вара, темрен йӗрӗннӗ пек, пӗртен пӗр хӑй евӗрлӗ куллипе кулса илчӗ те (кулнӑ чух унӑн тута хӗррисем ҫӳлелле ҫӗкленмеҫҫӗ, аялалла анаҫҫӗ) хӑвӑрт малалла утрӗ.

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Кӑҫал эпир те вӗсем пек ӗҫлеме тытӑнатпӑр, — терӗ те вӑл, унӑн ҫӳхе тута хӗррисем такамран тӑрӑхласа, йӗрӗнсе кулнӑ пек, сиккелеме пуҫларӗҫ, кӑвак куҫӗсенче чее кулӑ палӑрчӗ.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӳхе тута хӗррисем такамран е темрен тӑрӑхласа, йӗрӗнсе кулнӑ пек вылясах, сиккелесех тӑраҫҫӗ.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Темле хӗре те курнӑ, калаҫнӑ, кулнӑ, шӳтлесех юратнӑ та, кӳрентернӗ те, маннӑ та пулӗ.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кулнӑ чухне унӑн тӗксӗм сӑнӗ ҫуталса каять; кӗре ӳчӗ ҫумӗнче шап-шурӑ ҫирӗп шӑлӗсем ӗнчӗ пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Макҫӑм уҫҫӑнах тӑрӑхласа калаҫнине илтсе, халӑх хушшинчен кулнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрупраҫсем хӑйӗнчен кулнӑ пек туйӑнчӗ ӑна.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунашкал этемсенчен, ытти хресченсемпе пӗрле Ҫтаппан та «ылтӑн кут», «кимӗ айӗнчисем» тесе кулнӑ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пупӑн хулӑн тутисем вӑрттӑн ҫеҫ йӑл кулнӑ пек турӗҫ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кам пулчӗ, чухларӑн-и, Петӗр? — ыйтрӗ Сахар, шӑллӗ ҫине кулнӑ пекрех пӑхса.

Help to translate

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахаль калаҫнӑ чухне те, вӑйӑра юрланӑ вӑхӑтра та, вараланса-хуралса пӗтсен те, ахӑлтатса кулнӑ самантра та яланах илемлӗ.

Help to translate

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кулнӑ чухне вӑл пушшех илемлӗ иккен.

Help to translate

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку ут пирки пӑлхавҫӑсем куҫҫуль витӗр нумай кулнӑ пулас, халӗ те кулма пӑхрӗҫ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кулнӑ чухне вӑл ялан шап-шур вӗтӗ шӑлӗсене кӑтартатчӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Питӗнчи эрешмен карти евӗр йӗрсем кулнӑ чух татах та ытларах палӑраҫҫӗ.

Help to translate

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Сӑн ӳкерчӗкӗ мар, чипер пике хӑй кулнӑ пек туйӑнса кайрӗ ӑна.

Ему показалось, что это смеется не фотография, а красавица.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Арзын ачазэнэ Семен, хирачазэнэ — Марфа, — тенӗ пуп, хӑй тутине чалӑштарса кулнӑ пек тунӑ.

Help to translate

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пристав аптраса ҫӑварне карса тӑнине кура халӑх пӗҫҫине ҫапса кулнӑ, кулнӑ, кулнӑ.

Пристав окончательно вышел из себя, а люди хохотали до слез, ударяя себя по ляжкам.

Юнлӑ юнкун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed