Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кансӗрлеҫҫӗ (тĕпĕ: кансӗрле) more information about the word form can be found here.
Каштанка ҫумӗнчен пӗр палламан заказчиксем татти-сыпписӗр каялла-малалла иртсе ҫӳреҫҫӗ, урисемпе тӗрткелеҫҫӗ вӗсем кӑна, пӑхкалама кансӗрлеҫҫӗ.

Мимо Каштанки, заслоняя ей поле зрения и толкая ее ногами, безостановочно взад и вперед проходили незнакомые заказчики.

I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Вӗри туйӑмсем кансӗрлеҫҫӗ.

Мешают страсти.

XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Е ҫынсем кансӗрлеҫҫӗ, е урӑх пӗр-пӗр сӑлтав ӑна персе ӳкерме памасть.

То люди помешают, то ишо какая причина не укажет мне стукнуть его.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пире пурӑнма кансӗрлеҫҫӗ, апла пулсан хамӑр та кама та пулин кансӗрленӗ-тӗр, ҫапла-и?

Нам жить мешают, — значит, и мы тоже кому-нибудь мешали, верно?

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Ҫанӑсем ӗҫлеме кансӗрлеҫҫӗ, — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ вӑл: — халӗ, ав, мӗнле вӑрӑм ҫанӑллӑ платьйӑсем тӑхӑнма тытӑнчӗҫ те, ҫанӑсене йӑлтах лапӑртама пулать.

— Неловко с рукавами, — оправдывалась она, — нынче ведь вон какие пошли платья, рукава все выпачкаешь.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кансӗрлеҫҫӗ.

Мешают.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем — унӑн тӑшманӗсем, каларӗ вӗт-ха паян Марья Васильевнӑна «Ҫав ҫынсемпе йӑлтах аптӑраса ҫитрӗм ӗнтӗ» тесе, «Вӗсем мана ӗҫлеме кансӗрлеҫҫӗ», тенӗччӗ вӑл.

Они — его враги, те самые, о которых он еще сегодня говорил Марье Васильевне: «Я устал от этих людей. Мне мешают работать».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Ҫав ҫынсемпе йӑлтах аптраса ҫитрӗм ӗнтӗ, тет, — терӗ Нина Капитоновна, куҫне мӑчлаттаркаласа. — Ӗҫлеме кансӗрлеҫҫӗ вӗсем мана, тет.

— Я устал от этих людей, — сказала она, хлопая глазами, — Мне мешают работать.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хама шӑнасем кансӗрлеҫҫӗ терӗм те, шӑплантӑмӑр.

Я отвечал, что меня беспокоят мухи, — и мы оба замолчали.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пире хӗрарӑм-тухатмӑшсем кансӗрлеҫҫӗ пулӗ, тен?

Случается, что и ведьмы мешают.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed