Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ҫур тӗнче ӗнтӗ! — епле те пулин калаҫӑва татас мар тесе, Архип Григорьевичӑн шухӑшне малалла тӑсасшӑн пулчӗ Маркка.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Самолечӗсем сахалтарах теҫҫӗ ҫав хамӑрӑн, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Маркка.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Платун, укҫа шыранӑ ҫӗрте те хӑлхине чӑнк! тытнӑскер, ҫак калаҫӑва илтсен, шартах сикрӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Наҫтик калаҫӑва итлесе ларнӑҫемӗн хӑй хӗрӗ леш хӗрарӑм хушнине итлеменшӗн пӑшӑрхана пуҫларӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Микулана пӑшӑрхантаракан калаҫӑва вӗҫлесшӗн: — Ну, мӗнле, вуларӑн-и? — ыйтрӗ Кузнецов.
XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Паян-ыранах таврӑнмалла ӗнтӗ, ӑнсӑртран хускалнӑ калаҫӑва вӗҫлесшӗн ним пытармасӑр каласа пачӗ Анук.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан, урам хушшинче ҫынпа тӗл пулсан, ӑна яланах ӑшшӑн саламласа иртет, хаваспах калаҫӑва хутшӑнать.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пуҫ мими нейронӗсем хӑвӑрттӑн кӑна мана артистпа калаҫӑва кӗме хушса та хучӗҫ.
Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.
Эпир пӗр тӗрӗс мар хускану тусанах каллех унпа «кӑмӑллӑ калаҫӑва» тӑсма тивӗ…
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Ерипен калаҫӑва пуҫларӑм.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
— Та-а-ак, — тет калаҫӑва пуҫласа каскӑллӑ ҫын, пыл ӑҫтан тупнине ыйтать.
Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.
Ачалӑхри юлташсемпе тӗл пулкаласан яланах вара: «Асра тытатӑн-и ҫавна?» е тата: «Астӑватӑн-и, ҫавӑн чухне ҫавӑн пек ӗҫ тунӑччӗ», — тесе лӑх-лӑх кулса, кӑштах пӗр-пӗрне ыррӑн йӗплесе илсе калаҫӑва малалла шутаратӑн.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Вӗсене хӑваласа янӑ хыҫҫӑн икӗ тус хӑйсене кӑна кӑсӑклантаракан калаҫӑва пуҫларӗҫ те тӗнче ҫинчен пач манчӗҫ.
Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.
Ҫак вӑхӑтра ӗҫкӗри икӗ пӗчӗк ушкӑн калаҫӑва кашни хӑй еккипе шутарчӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Ӑна кура авӑ ыттисем те ман калаҫӑва хӑлха тӑратса итлеме тытӑнчӗҫ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Маларах пулса иртнӗ калаҫӑва аса илетӗп те авланас мар пуль тетӗп.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
— Чӑннех калать Ҫитӑр, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Петӗр.
Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.
Пирӗн калаҫӑва итлекенсен шучӗ ӳссе пычӗ.
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
— Унтри ҫаврӑнса ҫитнӗ ырӑ хыпар хура пӳрте ҫутатать ӗнтӗ, — калаҫӑва хутшӑнчӗ хӗрарӑмсенчен виҫҫӗмӗшӗ, Ванька амӑшӗ.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
— Сийӗн хӑвӑйӑн та ҫимелли сахал, — калаҫӑва хутшӑнчӗ кӳршӗри Ҫумкка.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.