Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ваттисен (тĕпĕ: ватӑ) more information about the word form can be found here.
Ваттисен сӑмахӗсем кун пирки мӗн каланӑ:

Help to translate

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

Ваттисен сӑмахӗсем:

Help to translate

Улшӑнми шухӑш ҫинчен. Ӑс е кутӑнлӑх? (Conceptual conservatism) // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1290

«Тӗнче каштине пӗччен йӑтаймӑн» текен чӑвашсен ваттисен сӑмахӗ пур.

Help to translate

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Ҫакӑнпа ваттисен калаҫӑвӗ вӗҫленчӗ пулас, амӑшӗ чашӑк-тирӗкпе чӑнкӑртатма пуҫларӗ, ашшӗ килкартине тухрӗ, пӳрт алӑкӗ шалтлатса хупӑнчӗ.

Help to translate

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑй ҫинчен калаҫнипе именсе кайнӑ хӗр ваттисен сӑмахне урӑх итлесе тӑмарӗ, сӑлтав тупса, килкартине пушӑ витресем ҫӗклесе тухрӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫамрӑк ҫын эрнере ҫичӗ кун хӳшши ваттисен йӑли-йӗркине хисеплесе пӑхӑнать пулсан, хӑйӗн йӑли-йӗркине палӑртма саккӑрмӗш кун тупма тӑрӑшать.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ваттисен халапӗ тӑрӑх камӑн хӑййи вӑраххӑн ҫунать, ҫав ну-майрах пурӑнать, хӑвӑртрах ҫунса пӗтекеннин — кунҫулӗ кӗскерех.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара, ваттисен йӑлипе хуплу ҫине ҫӗҫӗпе хӗрес палли чӗртерчӗ те, хуппине тӑваткалласа касрӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваттисен йӑлипе Ваҫли малтан Татьянана асӑнчӗ, вара эрехне ӗҫрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене хаҫат-журнал, кӗнеке ытларах вулама, илемлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене, ваттисен сӑмахӗсене ятарлӑ тетраде ҫырса пыма сӗнчӗҫ.

Help to translate

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

— Кашни кашӑка аш татӑкӗ кӗмест ҫав, — ваттисен сӑмахӗпе тавӑрчӗ Тукай.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн лаша пур, ваттисен йӑлипе ут хӑрпанӗ ирттерес терӗмӗр.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗлле кайсан Кӗпӗрьян Ахтупайпа Северьяна хӑнана та чӗннӗччӗ — Эрнеҫ ывӑл ҫуратса панӑ та, вӗсем ӑна ваттисен йӑлипе ят хучӗҫ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Якӑпта ваттисен хушшинче питех шавламарӗ, ҫапах та юлашкинчен сӗнӳ парса пӑхрӗ-пӑхрех.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Алтансем пек ан сикӗр-ха, — терӗ Аттеней ашшӗ, ваттисен ушкӑнӗнче ҫава вырӑнне кукӑр патак тытса тӑраканскер.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп кунта ваттисен йӑлипе чӳк ирттерме килнӗ.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӑх ячӗпе, ваттисен ячӗпе ыйтатӑп, кайӑр хӑвӑр ҫулӑрпа, пире чӳк ирттерме ан чӑрмантарӑр.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваттисем — чӳк пуҫлӑхӗсем — мӗн пур апат-ҫимӗҫе тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн хӗвел тухӑҫ енчи хапха патӗнчен сӗтел умне ваттисен тепӗр ушкӑнӗ пырса тӑчӗ, ун хыҫҫӑн — тата тепӗр ушкӑнӗ.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупайпа Ятламас, ҫулпа ҫамрӑках мар пулин те, ваттисен шутне кӗмен-ха, вӗсене кун пек «пухусене» чӗнмеҫҫӗ.

Help to translate

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калаҫаймарӗҫ пулсан вара ваттисен пуҫтарӑнса каймалла.

Help to translate

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed