Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Аниҫҫе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Кашнинпех чӑркӑшатӑн вӗт — чӑтма та ҫук! — терӗ Аниҫҫе, ассӑн сывласа, анчах ӑнланмалла мар пулчӗ: те ятлать вӑл упӑшкине, те унӑн чарусӑр хӑюлӑхӗпе савӑнать.

С любого ведь стружку снимаешь — спасенья нет! — вздохнув, проговорила Анисья, и было непонятно — то ли осуждает она мужа, то ли восхищается его удалью.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ах, Егор, Егор, пӗтереҫҫӗ вӗсем сана, пӗтереҫҫӗ! — йынӑшса каларӗ Аниҫҫе, аллисене кӑкӑр ҫумне чӑмӑртаса.

— Ох, Егорушка, загубят они тебя, загубят! — застонала вдруг Анисья, прижав к груди руки.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫитет ӗнтӗ сана, Егор, — терӗ Аниҫҫе пӑшӑрханса та ҫураҫуллӑн, упӑшки ҫине тилмӗрсе пӑхса, унӑн сӗтел ҫинче вылянакан аллисене ярса тытма тӑрӑшса.

— Да ладно тебе, Егор, — беспокойно и примирительно заговорила Анисья, умоляюще глядя на мужа и пытаясь завладеть его плавающими над столом руками.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Дымшаков, пуҫне каҫӑртса, тапакпа саралса ларнӑ шултра шӑллӑ ҫӑварне карса, аслати- авӑтнӑ пек ахӑлтатса кулса ячӗ, — Аниҫҫе хӑлхисене ывӑҫ тупанӗпе хупларӗ.

Дымшаков захохотал, запрокидывая голову, широко открывая рот, полный крупных, желтых от табака зубов, так оглушительно и раскатисто, что Анисья прикрыла ладонями уши.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе чайнӑйран селедкӑ илсе килчӗ, ӑна ҫӳхен касса, сухан ункисем хурса тухрӗ те типӗ ҫу сапрӗ, сӗтел ҫине турилккепе йӳҫӗтнӗ купӑста лартрӗ.

Анисья принесла из чайной селедку, разрезала ее на мелкие кусочки, обложила белыми кружками лука и полила постным маслом, поставила на стол тарелку квашеной капусты.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кирлӗ мар, Ксенечкӑ, кирлӗ мар! — терӗ Аниҫҫе васкавлӑн, хӑй тутӑр ярса тытрӗ те ӑна пуҫӗ ҫине уртса ячӗ.

— Не надо, Ксенечка, не надо! — торопливо заговорила Анисья и, схватив платок, набросила его на голову.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе чӗнмерӗ, упӑшки ҫине куҫӗсене мӑчлаттармасӑр, тӳрех пӑхрӗ, вара Ксени ҫавӑнтах аппӑшӗн эрех туянма укҫа ҫуккине тавҫӑрса илчӗ, анчах Аниҫҫе, пиччӗшӗпе Ксени умӗнче упӑшкине лайӑх мар тӑвасран хӑраса, укҫа ҫукки ҫинчен уҫҫӑн калама хӑяймасть.

Не ответив, Анисья смотрела на мужа в упор, не мигая, и Ксения первая поняла, что у тетки просто нет денег на водку, но она не решается сказать об этом Егору открыто, боясь сконфузить его перед братом и племянницей.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Егор пукан ҫине ларчӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ шӑнӑрлӑ аллине шурӑ сӗтел ҫитти ҫине хучӗ, мӑкӑллӗ пӳрнисене сиктеркелесе, шӑпӑрт пулнӑ Аниҫҫе ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ.

Присев на табуретку, Егор опустил мосластую загорелую руку на белую скатерть, пошевелил узловатыми пальцами и покосился на разом притихшую Анисью.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе аллисене сарса ячӗ.

Анисья всплеснула руками.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗсене ҫӗклерӗ, куҫ харшисене авӑнтарчӗ.

Анисья вскинула пушистые ресницы, изогнула брови.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе хура юбкӑпа шупка чечеклӗ шурӑ кофтӑ тӑхӑнса тухрӗ, ҫӑра хура ҫӳҫне тураса якатрӗ — Корней вара вӑл йӑлтах улшӑннинчен питӗ тӗлӗнчӗ.

Анисья уже успела переодеться в черную юбку и светлую, в блеклых цветочках кофту, причесала густые темные волосы, и Корней поразился перемене, какая произошла с ней.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Вӑт-вӑт! — терӗ Аниҫҫе, пиччӗшӗ пулӑшнипе савӑннӑ пек пулса.

— Вот-вот! — как бы радуясь подсказке, сказала Анисья.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ик ҫӗр тенкӗ патӑм, — терӗ Аниҫҫе, пиччӗшӗ умӗнче мухтаннӑ пек, анчах ҫийӗнчех тарӑхса хушса хучӗ: — тире сӗвеҫҫӗ мурсем!

— Двести целковых отдала! — будто хвастаясь перед братом, сказала Анисья, но тут же добавила с возмущением: — Шкуру дерут, черти!

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пурӑнатпӑр ерипен, — терӗ Аниҫҫе куларах.

— Живем — не скачем, упадем — не плачем, — смеясь, отозвалась Анисья.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫюнкӑ, кайса вырт вырӑна! — юри кӑшкӑранҫи турӗ Аниҫҫе.

— Сюнька, марш на место! — с деланной строгостью крикнула Анисья.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе ӳпкелешнипе Ксени малтан именнӗччӗ, халӗ именни иртсе кайрӗ, вӑл аппӑшне хавасланса итлерӗ, итленӗҫемӗн ытларах тӗлӗнчӗ, епле манма пултарнӑ-ха вӑл ҫакнашкал кӑмӑллӑ та ӑслӑ хӗрарӑма!

Поборов первое смущение, вызванное укором Анисьи, Ксения слушала тетку со все возрастающим удивлением и радостью — и как это она могла забыть о такой милой и рассудительной женщине!

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аниҫҫе сасартӑк тӳрленсе тӑчӗ те, лӑпкӑн йӑл кулса, кӑшт кулӑшларах пӑхса илчӗ, — Корнее ку тӗлӗнтерчӗ, — Аниҫҫе ҫапла туни вӑл тин ҫеҫ мӗн калаҫнипе те, унӑн яланхи чӗмсӗрлӗхӗпе те (вӑл пурнӑҫри йывӑрлӑхсемпе те, упӑшкин кӑмӑлӗ йывӑр пулнипе те килӗшнӗн туйӑннӑ ӗнтӗ) пачах ҫыхӑнмарӗ.

Анисья вдруг выпрямилась, и Корней удивился ее спокойному, улыбчивому и чуть насмешливому взгляду, так не вязавшемуся ни с тем, о чем она только что говорила, ни с усталой покорностью, с какой она, казалось, мирилась и с невзгодами, и с нелегким характером мужа.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсем ҫине пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитиччен пӑхса илсе, Аниҫҫе пиччӗшне: «Эсӗ нимӗн чухлӗ те улшӑнман-ҫке, — темесӗр чӑтаймарӗ, Ксение вара йӑлтах мухтаса пӗтерчӗ, — пит хитре-ҫке эсӗ, мӑкӑнь чечекки пекех, урамра тӗл пулас пулсан, паллаяс та ҫук, ҫаплипех иртсе кайнӑ пулӑттӑм», — терӗ.

Любовно оглядев их с ног до головы, она не преминула сказать брату, что он «нисколечко не изменился», а племяннице наговорила кучу похвал: и хороша-то она, и расцвела, как цвет маков, и что, доведись встретить на улице, не узнала бы, наверное, прошла мимо.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сӗтел ҫине хӗр чухнехи алӑпа тӗрленӗ шурӑ ҫитти тухса выртрӗ, Аниҫҫе ӑна сайра хутра ҫеҫ: пысӑк праҫниксенче е тӑванӗсенчен кам та пулин килсен кӑларса сарнӑ.

На столе появилась белая, ручной вышивки скатерть, сбереженная еще с девичества; Анисья стелила ее по особо торжественным дням: в большие праздники или когда приезжал кто-нибудь из близких.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Аван-и, Аниҫҫе!

— Здравствуй, Анисья!

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed