Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн Чӑрӑшкассисемпе Хурӑнлӑхсенче иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнчен тытӑнса йыш 7,8 пин ҫын ытла чакнӑ!
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Тӗрӗсех, иртнӗ вӑхӑта тавӑраймӑн.
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Вӑрҫӑ кӗрлесе-аркатса иртнӗ тейӗн.
Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи инвестици хывассине лайӑхлатас ӗҫ тата Экономика канашӗсен пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ.
Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Иртнӗ ҫул ӑратлӑха тата продуктивлӑха ӳстерессишӗн чылай хуҫалӑх кӗтӗве ҫӗнетнӗ.
Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Иртнӗ ҫул асӑннӑ тиев РФ Социаллӑ страховани фончӗн территори органне куҫрӗ, путевкӑсем валеҫес йӗрке вара ӗлӗкхиллех юлчӗ.
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
«20-30 ҫул каялла Шупашкарти электроаппаратура, В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗсем тӗрлӗ хатӗре алӑпа пухмашкӑн саккас нумай панӑ-тӑк, халӗ пӗрремӗшӗ кӑна пирӗн вӑйпа усӑ курать. Вӑл та пулин сайра хутра, - тет Юрий Сергеев. - Иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче инвалидсем сетка ҫыхатчӗҫ, пушмак шнурокӗ хатӗрлетчӗҫ. Вӑхӑт иртнӗ май асӑннӑ хатӗр халӑха кирлӗ мар пулса тӑчӗ, хӑйӑва пахарах та илӗртӳллӗрех кӑларакан йышланчӗ».
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Ҫав вӑхӑтрах Патӑрьелсене пуҫаруллӑ тееймӗн, иртнӗ ҫул вӗсен йышне 1 ҫын кӑна хутшӑннӑ.
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Иртнӗ ҫулхи ҫу уйӑхӗнче кӑна, тӗслӗхрен, Курган тӑрӑхне 0,5 млн тенкӗлӗх продукци ӑсатнӑ.
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Тӗслӗхрен, иртнӗ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗсенче Шупашкарти предприятире 800 ҫын ытла вӑй хунӑ-тӑк, халӗ - вунӑ хут сахалрах.
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
2015 ҫулта 1 миллиард та 88 миллион тенкӗлӗх /иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан 101 процент/ продукци туса кӑларнӑ.
Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Чӑвашпотребсоз канашӗн председателӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов хӑйӗн отчетлӑ докладӗнче чӑваш кооператорӗсен иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлӗпе тӗплӗн паллаштарчӗ.
Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Сочире иртнӗ чемпионатра спорт мелӗпе утакансем тупӑшрӗҫ.
Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире // Юрий ПЛОТНИКОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Правур та пултаруллӑ, мал ӗмӗтлӗ те хӑйне тытма пултаракан Канаш районӗнчен килнӗ ҫӗнӗ кин иккӗмӗш пепкене алла илессе кӗтнӗ: пӗр ҫул, иккӗ... вунӑ ҫул та иртнӗ...
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Инженер специальноҫӗн вӑрттӑнлӑхне алла илме ӗмӗтленекенскере, иртнӗ ҫулла ашшӗ вӗр ҫӗнӗ беларуҫ тракторӑн рульне шанса пани уншӑн тем пекех савӑнӑҫ пулни куҫкӗрет.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварас пулать: ыран, пушӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче Валерий Красновӑн Хусанта иртнӗ парсоналлӑ куравне пӗтӗмлетсе ҫавра сӗтел пулӗ.
Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html
Пушӑн 5-мӗшӗнче Хусанта В. Красновӑн куравӗ иртнӗ.
Чӑваш ӳнерҫӗн ӗҫӗсене Хусанта кӑтартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11766.html
Аса илтерем, республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ, ун чухне ҫакӑн пек ятлӑччӗ-ха пирӗн организаци, пуҫарнипе иртнӗ ҫул Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа кашни районтах «Ҫӗнтерӳ пусми» хатӗрленӗччӗ.
Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Конференци «Хӗрарӑмсен канашӗсем - регион ҫирӗп аталанӑвӗн факторӗ» ятпа иртнӗ.
Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Калаҫма сӑлтавӗ те пур - общество пӗрлӗхӗн ертӳҫи Ольга Зайцева нарӑс уйӑхӗнче Мускавра иртнӗ Раҫҫей Хӗрарӑмӗсен союзӗн конференцине хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05