Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫине аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 4. пӗр Хӑй анчах пысӑк хӑватсем Тӑвакана аслӑлӑр: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 5. Вӑл тӳпене ӑслӑлӑхӗпе пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 6. ҫӗре шывсем ҫине тӗреклӗ лартнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 7. аслӑ ҫутӑсем пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 8. куна тытса тӑма хӗвеле пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 9. каҫа тытса тӑма уйӑхпа ҫӑлтӑрсене пултарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 10. Египетра малтан ҫуралнисене пӗтерсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 11. Израиле вӗсен хушшинчен илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 12. хӑватлӑ аллипе, пысӑк вӑйӗпе илсе тухнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 13. Хӗрлӗ тинӗсе икӗ енне уйӑрса тӑратнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 14. Израиле ун урлӑ каҫарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 15. фараона ҫарӗ-мӗнӗпех Хӗрлӗ тинӗсе путарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 16. Хӑйӗн халӑхне пушхирпе ертсе пынӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 17. аслӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 18. хӑватлӑ патшасене вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 19. Аморрей патшине Сигона вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 20. Васан патшине Ога вӗлернӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 21. вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 22. еткерлӗхе Израиле, Хӑйӗн чурине, панӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 23. эпир мӑшкӑл тӳснӗ чухне пире аса илнӗ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 24. пире хамӑр тӑшмансенчен хӑтарнӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе; 25. пур чӗрӗ чуна та ҫимӗҫ парать: Унӑн ырӑлӑхӗ ӗмӗрлӗхе.
Пс 135 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр Ҫурчӗшӗн сана ырӑ сунатӑп, саншӑн кӗлтӑватӑп.
Пс 121 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫана, хамӑр Туррӑмӑра, аслӑласа мухтӑр, Ӑна Хӑйӗн сӑваплӑ тӑвӗ ҫинче пуҫҫапӑр: Ҫӳлхуҫамӑр, пирӗн Туррӑмӑр — сӑваплӑ.9. Превозносите Господа, Бога нашего, и поклоняйтесь на святой горе Его, ибо свят Господь, Бог наш.
Пс 98 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫана, хамӑр Туррӑмӑра, аслӑласа мухтӑр, Унӑн ури умне ӳксе пуҫҫапӑр: Вӑл — сӑваплӑ!5. Превозносите Господа, Бога нашего, и поклоняйтесь подножию Его: свято оно!
Пс 98 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑв асап кӑтартнӑ кунсем вырӑнне, хамӑр хӗн-хур тӳснӗ ҫулсем вырӑнне савӑнтар пире.15. Возвесели нас за дни, в которые Ты поражал нас, за лета, в которые мы видели бедствие.
Пс 89 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсене, вӗсенӗн ҫулпуҫӗсене, Орива тата Зива мӗн кӑтартнине кӑтарт, вӗсен пӗтӗм ҫулпуҫне Зевее тата Салмана мӗн кӑтартнине кӑтарт, 13. ҫавсем те: «Туррӑн ялӗ-хулисене хамӑр алла илер» тесе мухтаннӑ.
Пс 82 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Псалом юрлӑр, тӳнкӗр тытӑр, ытарайми сасӑллӑ кӗслепе псалтирь тытӑр; 4. ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче, палӑртнӑ вӑхӑтра, хамӑр уяв кунӗнче, трупа кӑшкӑртӑр: 5. ҫакӑ вӑл Израильшӗн саккун пулать, Иаков Турри панӑ йӗрке пулать.
Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турра, хамӑр тӗрекӗмӗре, хавассӑн мухтаса юрлӑр; Иаков Туррине янӑравлӑн, кӑшкӑра-кӑшкӑра мухтавлӑр!2. Радостно пойте Богу, твердыне нашей; восклицайте Богу Иакова;
Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпир кӳршӗ халӑхсен кулли пултӑмӑр, хамӑр таврара пурӑнакансенӗн мӑшкӑлӗ пултӑмӑр, намӑса юлтӑмӑр.4. Мы сделались посмешищем у соседей наших, поруганием и посрамлением у окружающих нас.
Пс 78 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ хамӑр паллӑмӑрсене курмастпӑр, ӗнтӗ пророк та ҫук, ку хӑҫанччен пырассине пӗлекенни те пирӗн ҫук.9. Знамений наших мы не видим, нет уже пророка, и нет с нами, кто знал бы, доколе это будет.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хамӑр хушшӑмӑрта канаш тӑвар та мӗн лайӑххине палӑртар.4. Установим между собою рассуждение и распознаем, что хорошо.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унчченхи ӑрусенчен ыйт-ха, вӗсен ашшӗсем мӗн-мӗн курнине тимле-ха; 9. хамӑр эпир — ӗнерхисем кӑна, нимӗн те пӗлместпӗр: пирӗн ҫӗр ҫинчи кунҫулӑмӑр — ӗмӗлке анчах.
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир халӗ Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр, эпир хамӑр тӑшмансен туррисене мухтарӑмӑр, ҫавӑнпа Эсӗ пире вӗсен аллине патӑн: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ яланах тӗрӗс тӑватӑн!
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫакӑншӑн пуриншӗн те Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра тав тӑвар, Вӑл пире хамӑр аттесене сӑнанӑ пек сӑнать.25. За все это возблагодарим Господа Бога нашего, Который испытует нас, как и отцов наших.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл пире ҫак пилӗк кун хушшинче пулӑшас мар тесессӗн, ку — Унӑн ирӗкӗ, Вӑл пире хӑш кун хӳтӗлес тет, ҫавӑн чухне хӳтӗлет е пире хамӑр тӑшмансем умӗнче пӗтерме те пултарать.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн ҫарунти кашни ҫын чӗрӗ юлтӑр тесен, эсӗ хӑвӑн тапӑрунтах тӑр, сан чурусем вара ту тӗпӗнчен юхса выртакан ҫӑлкуҫне ярса илччӗр, 13. мӗншӗн тесессӗн Ветилуя ҫыннисем шыва ҫавӑнтан ӑсаҫҫӗ, вӗсем шывсӑр асапланма пуҫлӗҫ те хулине хӑйсен ирӗкӗпех пире парӗҫ; эпир вара хамӑр халӑхпа пӗрле ҫывӑхри тусен тӑррине хӑпарӑпӑр та унта хурал тӑрӑпӑр, ҫапла тусассӑн пӗр ҫын та хуларан тухаймӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пирӗн тӑвансем, хамӑр ҫӗршывра пурӑнакансем, ҫав ырӑ ҫӗршывран тӗрлӗ ҫӗрелле саланса пӗтӗҫ; Иерусалим пушхир пек пулса юлӗ, унти Турӑ Ҫуртне ҫунтарса ярӗҫ те, пӗр вӑхӑтлӑха унта нимӗн те пулмӗ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл хамӑр куҫ умӗнче ҫӳренӗ чухне пирӗншӗн тӗрек марччӗ-и-ха?Не он ли был опорою рук наших, когда входил и выходил пред нами?
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫапла ӗнтӗ, ывӑлӑм, тӑванусене юратса пурӑн, вӗсен хушшинчен арӑм илес мар тесе, тӑванусен умӗнче, хамӑр халӑхӑн ывӑлӗ-хӗрӗ хушшинче хӑвна асла ан хур, мӑнаҫланни этеме пӗтерет, ҫынна йӗркерен кӑларать, пурӑнма пӗлменнипе вара пурӑнӑҫ хӗсӗнсе ҫитет, ҫука юлатӑн: йӗркесӗр пурӑнни — выҫлӑх амӑшӗ.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Апат-ҫимӗҫ нумаййине курсан, эпӗ ывӑлӑма каларӑм: кай та хамӑр тӑвансенчен пӗр-пӗр мӗскӗне, Ҫӳлхуҫана манман ҫынна, тупса кил, эпӗ унччен кӗтӗп сана, терӗм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.