Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Вӑл хӑвна ан питлетӗр тесессӗн, суеҫӗ пулас темесессӗн, Турӑ сӑмахӗ ҫумне нимӗн те ан хуш.6. Не прибавляй к словам Его, чтобы Он не обличил тебя, и ты не оказался лжецом.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй ывӑлӑм! аҫу ӑс панине астусах тӑр, аннӳ вӗрентнине ан сивле; 21. вӗсен сӑмахне яланлӑхах чӗрӳ ҫумне ҫыхса хур, вӗсене мӑйна чӗркесе ҫых.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑслӑлӑха хаклама пӗл — вӑл ҫӗклентерӗ сана; ун ҫумне ҫыпҫӑнсассӑн, вӑл сана мухтава кӑларӗ; 9. сана хӳхӗм пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартӗ, сана мухтав ҫӗлӗкӗ ҫитерсе парӗ.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Санӑн ачу-пӑчуна тыта-тыта чул ҫумне ҫапса вӗлерекенӗ телейлӗ!
Пс 136 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ Эсӗ пӗлтернӗ йӗркесем ҫумне ҫыпӑҫӑнтӑм; намӑса ан хӑварсамччӗ мана.31. Я прилепился к откровениям Твоим, Господи; не постыди меня.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ассур та вӗсен ҫумне хутшӑнчӗ: вара вӗсем Лот ывӑлӗсен хевти пулчӗҫ.9. И Ассур пристал к ним: они стали мышцею для сынов Лотовых.
Пс 82 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗ ҫумне йӗркесӗр ӗҫ хуш, вӗсем Сан умӑнта тӳрре ан тухайччӑр; 29. вӗсем чӗррисенӗн кӗнекинчен ҫухалччӑр, вӗсем тӳрӗ ҫынсемпе пӗрле ан ҫырӑнайччӑр.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Патшанӑн кунӗсем ҫумне тата кунсем хушсам, унӑн ӗмӗрне сыпӑкран сыпӑка тӑсса пырсам, 8. вӑл ӗмӗрех Турӑ умӗнче патшара лартӑр; ырӑлӑхупа чӑнлӑхна ӑна сыхласа тӑма хуш.
Пс 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Унсӑрӑн вӑл ҫылӑхӗ ҫумне ҫылӑх хушӗ — Турӑран татӑлса ӳкӗ, пирӗн хушшӑмӑрта алӑ ҫупса ҫӳрӗ, Турра хирӗҫ тата ытларах каласа тултарӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манӑн ура тӳрӗ ҫултан пӑрӑннӑ пулсассӑн, чӗрем куҫ илӗртни хыҫҫӑн кайнӑ пулсассӑн, аллӑм ҫумне таса марри ҫыпҫӑннӑ пулсассӑн, 8. эпӗ акнине тепӗри ҫитӗр, манӑн калчана кӑкласа пӑрахчӑр.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ вӗсем, пушхир ашакӗсем пек, тупӑш шыраса, ир-ирех хӑйсен ӗҫне тума тухаҫҫӗ; ҫеҫенхир вӗсем валли, вӗсенӗн ачи-пӑчи валли ҫӑкӑр парать; 6. вӗсем ют уйра тырӑ выраҫҫӗ, йӗркесӗр ҫын пахчинче иҫӗм ҫырли пуҫтараҫҫӗ; 7. ҫарамасскерсем ним витӗнмесӗр, пӗр тумтирсӗр сивӗ ҫӗрте ҫӗр каҫаҫҫӗ; 8. тусем хушшинче ҫумӑрпа исленеҫҫӗ, хӳтӗлӗх тупаймасӑр чул хысакӗ ҫумне тӗршӗнеҫҫӗ; 9. тӑлӑх арӑмран ӗмӗртекен ачине туртса илеҫҫӗ, кӗлмӗҫрен парӑмӗ вырӑнне ачине илсе каяҫҫӗ; 10. тумтирсӗр хӑварса ҫарамас ҫӳретеҫҫӗ, выҫӑхса ҫитнисене пучах ҫитереҫҫӗ; 11. вӗсем ҫу йывӑҫҫисем хушшинче ҫу ҫапаҫҫӗ, юхтаркӑчра иҫӗм ҫырли таптаҫҫӗ, хӑйсем ӑш хыпнипе аптӑраҫҫӗ.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫурчӗ ҫумне тӗреленет вӑл — тытӑнса тӑраймасть, ярса тытать унран — ӳкмесӗр юлаймасть.15. Обопрется о дом свой и не устоит; ухватится за него и не удержится.
Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Феман ҫынни Елифаз ҫапла хуравласа каланӑ: 2. эхер те эпир ҫакӑн ҫумне сӑмах хушса пӑхсассӑн, йывӑр пулмӗ-ши сана?
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Мухтавпа ҫиҫекен сӑн-питлӗскер, вӑл малтан хаяррӑн пӑхса илнӗ; патша майри шанчӑкне ҫухатса шуйханса ӳкнӗ, вӑйран сулӑннипе унӑн сӑнӗ-пичӗ те улшӑннӑ, вӑл хӑйпе юнашар пыракан хӗрарӑм тарҫӑ ҫумне тайӑннӑ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара Эсфирь патшанӑн пӗр хайранне — патша ятарласа ун ҫумне тӑратнӑ Гафаха — чӗнсе илсе ӑна Мардохейрен ыйтса пӗлме янӑ: мӗн ку, мӗне пула сиксе тухнӑ ку?
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль Турри мӗн тунине курсан, Ахиор ӗнтӗ пӗтӗм чун-чӗререн Турра ӗненсе пӑрахнӑ, хӗрринчи ӳтне касса, Израиль килӗ ҫумне хутшӑннӑ, вӑл паян кунчченех унпа.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Арӑм мана ҫапла каларӗ: куна мана тӳлев ҫумне хушса парнелерӗҫ, терӗ.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анна арӑмӑм ӗнтӗ хӗрарӑм ӗҫне туса ӗҫлекелесе илетчӗ: ҫӑм арласа, 12. ҫавна пуян ҫынсем патне ӑсататчӗ, лешӗсем ӑна уншӑн тӳлетчӗҫ; пӗррехинче вӗсем ҫапла, тӳлев ҫумне хушса, качака путекки парса янӑччӗ.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫав каҫхине, виле пытарса таврӑнсан, эпӗ, тасамарланнӑскер, картиш тулашне хӳме ҫумне ҫывӑрма выртрӑм, выртасса эпӗ пит-куҫа витмесӗрех выртнӑччӗ.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Хӑй патшалӑхӗнчен Иудейӑна тухса каякан иудейсен ирӗклӗхӗ ҫинчен ҫырнӑ: йӗрке тытса тӑракансенчен никам та — ҫӗр пуҫлӑхӗ те, пысӑк ирӗклӗ пуҫлӑх та, пӑхса тӑраканӗ те — вӗсен алӑкӗ патне пымалла мар, 50. вӗсем тытса тӑракан пӗтӗм ҫӗршыва хырҫӑран хӑтармалла, иудейсен ялӗсене йышӑннӑ идумейсен унтан тухса каймалла; 51. ҫавӑн пекех Турӑ Ҫуртне тума, ӑна туса пӗтеричченех, ҫулсерен ҫирӗм талант парса тӑмалла; 52. парне вырӑнӗ ҫинче кунсерен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн малтан уйӑрнӑ вунҫичӗ талант ҫумне ҫулсерен вуншар талант хушса памалла; 53. Вавилонран каякансен пурин те — вӗсен хӑйсен те, вӗсен ачисен те — вӗсемпе пӗрле каякан священниксен те хула тума ирӗклӗх пулмалла.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.