Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яланах the word is in our database.
яланах (тĕпĕ: яланах) more information about the word form can be found here.
Пысӑк ӗҫ умӗн яланах учитель эрех сыпма юратнӑ, живописец ывӑлӗ хӑйӗн юлташӗсене ҫапла сӑмах панӑ: «Экзамен ыран тенӗ чухне, лешӗ ӳсӗр пулса хӑйӗн кресли ҫинче ҫывӑрса кайсанах, эпӗ ҫав мӗнпур япалана тӑватӑп та хам шкулалла тухса шӑватӑп», — тенӗ.

Учитель всегда изрядно выпивал перед такими торжественными днями, и мальчишка обещал «устроить ему сюрприз» перед самым экзаменом, когда старик напьется и задремлет в кресле, а потом разбудить его и спровадить в школу.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хирӗҫ тавӑрасси ӑнсассӑн кашни хутӗнчех вара учителӗ питӗ хаяррӑн та хыттӑн тытса ҫаптарнӑ, ҫавӑнпа арҫын ачасем яланах питӗ пысӑк сиен курса вӑрҫӑ хирӗнчен пӑрахса кайнӑ.

Воздаяние, которое следовало за каждой удачной местью, бывало настолько потрясающе и грозно, что мальчики всегда отступали с поля битвы с большим уроном.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах вӗсен вӑйӗсем тан пулман, учителӗ яланах ҫӗнтерсе пынӑ.

Но и он тоже не отставал.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Учитель, ачасене яланах хытӑ тыткалскер, тата хытӑрах тыткалама, тата хытӑрах ыйтма тапратрӗ: экзаменра пӑхса ларакан ҫынсем умӗнче шкул мухтанма пултартӑрччӗ, терӗ вӑл.

Всегда строгий учитель стал теперь еще строже и требовательнее: ему хотелось, чтобы его школа отличилась на экзаменах.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗрачасене яланах пичӗ тӑрӑх пӗлме пулать, — вӗсен вӗт хӑйсене хытарсарах тытни ҫук.

У девчонок всегда по лицу все видно, где им выдержать!

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав кӗнекене вӑл яланах питӗрсе усранӑ.

Книгу эту он держал под замком.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том яланах хӑй пуҫне чи малтан мӗнле шухӑш килнӗ, ҫавӑн пек тунӑ.

Вел он себя всегда в зависимости от настроения.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпир яланах ҫапла ларатпӑр.

Мы всегда так сидим.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ну, мӑнаккам, вӑл инкек пулниех мар-ха, — терӗ Мэри хушша кӗрсе, — Том ухмаха ернӗ пекех ҫӳрет вӗт: вӑл яланах шутсӑр васкать, шухӑшлама та ерҫмест.

— Ну, тетечка, что же тут плохого? — заступилась Мэри, — Это он просто по рассеянности; он вечно торопится и оттого ни о чем не помнит.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хула яланах та ытла шавлӑ пулман, анчах халӗ унта питех те шӑп.

В городе стояла необычайная тишина, хотя, сказать по правде, в нем и всегда было довольно тихо.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ яланах ҫавӑн пек.

— Вот и я тоже.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл пристань патне, яланах пӑрахут тӑракан ҫӗре, ҫитрӗ те шыв хӗрринче никам та ҫуккине кура, хӑюллӑн пӑрахут ҫинелле утса кӗчӗ.

Он пустился в обратный путь к перевозу, где в этот час не было ни души, и смело взошел на борт пароходика.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн кравать айӗнчен сиксе тухса мӑнаккӑшне ҫавӑнтах савӑнтарса ярасси килчӗ: театрти пек эффектсем тӑвасси яланах унӑн кӑмӑлне кайнӑ.

Ему захотелось тут же выскочить из-за кровами и обрадовать тетю: ему всегда нравилось делать театральные эффекты.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл манӑн ватӑ чӗреме час-часах хуйхӑрткаланӑ пулсан та, эпӗ яланах ӑна пӑхса киленсе пурӑнаттӑм.

Хоть он всегда и заставлял страдать моё старое сердце, я всё равно жила радуясь, когда смотрел на него.

15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том ҫакӑнтан кӑшт та тӗлӗнмерӗ: уярсен килӗнче пушар тесен, вӗсем ӑна яланах ҫӑмӑлттайла ӗненнине Том тахҫанах пӗлсе тӑнӑ, айваннине кура вӑл вӗсене темиҫе хут та улталанӑ.

И Том нисколько не удивился: он давно знал, что божьи коровки очень легковерны, и не раз обманывал бедняжек, пользуясь их простотой.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Халӗ пӗччен пурӑнакан манахсене ӗлӗкхи пек питех хисеплемеҫҫӗ, пирата ҫынсем яланах хытӑ хисеплесе пурӑнаҫҫӗ.

— Отшельники нынче не в почете, это не то что в старое время, ну, а пиратов и теперь уважают.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗччен пурӑнакан манахӑн яланах турра кӗлтумалла, пӑртак ачашланкалас тесен те, ӑна апла хӑтланма юрамасть.

А вот отшельнику так надо все время молиться.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Яланах вара мухтанса ҫӳреҫҫӗ…

Постоянно ходят и хвастают.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кушаксем питӗ телейлӗ чухне яланах пуҫ урлӑ чикеленсе ҫӳреҫҫӗ.

Кошки всегда так себя ведут, когда им весело.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тата ҫапла та калаҫнӑ: вӗлерекенне шыраса полици пӗтӗм хулипе ухтарса ҫӳренӗ, тет (калаҫнӑ чухне халӑх ҫынна айӑпламалли япаласене яланах час тупать те приговорсем туса хурать), анчах вӗлерекен ҫынне полици ниҫта та шыраса тупайман, тет.

Рассказывали также, что обыскали весь город, но убийцы (обыватели не любят долго возиться с уликами и сразу выносят приговор) так и не нашли.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed