Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Пуҫла хамӑр вӑрҫа, эпир эсӗ мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑвӑпӑр, тенӗ.9. Веди нашу войну, и что ты ни скажешь нам, мы все сделаем.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хамӑн халӑхӑмпа сӑваплӑ Ҫуртӑмӑршӑн, хамӑр арӑмӑрсемпе ачамӑрсемшӗн тавӑрӑп эпӗ: ӗнтӗ курайманнипе таврари халӑхсем пурте пире пӗтерме пӗрлешрӗҫ, тенӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӗсене хавхалантарса ҫапла каланӑ: хамӑр саккуншӑн, сӑваплӑ Ҫуртӑмӑршӑн эпӗ те, манӑн тӑванӑмсем те, манӑн атте килӗ те мӗн чухлӗ тӑрӑшнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, эпир мӗнле вӑрҫӑсемпе мӗнлерех йывӑрлӑхсем тӳссе ирттернине те пӗлетӗр.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсене сирӗн патӑра та ҫитме хушрӑмӑр, сире ырӑ сунса саламлама, сире хамӑр ҫырӑва — туслӑхӑмӑра ҫӗнетесчӗ тесе ҫырнӑ ҫырӑва — пама хушрӑмӑр.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпир хамӑр йӑлапа сире уявсерен те, ҫавӑн пекех уявлама хунӑ ытти кунсерен те парне кӳнӗ чухне, кӗлтунӑ чухне, нихӑҫан та сиктерсе хӑвармасӑр, тӑвансене асӑннӑ пек асӑнатпӑр.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пирӗн хамӑр чунӑмӑра пусарма алӑра сӑваплӑ кӗнекесем пуррипе пире ҫав ҫыру кирлех те мар пулин те, 10. сирӗнтен сивӗнсе пурӑнас мар тесе, тӑванлӑхпа туслӑха ҫӗнӗрен чӗртсе ямашкӑн сирӗн патӑра ҫак ҫырӑва ярас терӗмӗр, мӗншӗн тесессӗн эсир пирӗн патӑмӑра ҫырса янӑранпа нумай вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Хамӑр тусӑмӑрсене, Иудея халӑхне, пирӗн умӑрта хӑйсен тивӗҫне тӗрӗс туса тӑраканскерсене, пирӗнпе ырӑ кӑмӑллӑ пурӑннӑшӑн эпир ырӑ тума шухӑшларӑмӑр.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Сире пӗлтермешкӗн ку ҫырӑва эпир хӑвӑр ҫинчен хамӑр хурӑнташӑмӑр Ласфен патне ҫырнӑ ҫыруран ҫырса илсе яратпӑр.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавна май вӑл Ионафан патне килӗшӳ сӗнсе, ӑна асла кӑларма шухӑш тытнӑ евӗр, ҫыру янӑ, 4. вӑл ӗнтӗ ҫапла каланӑ: «Ионафан пире хирӗҫ Александрпа сӑмах татиччен унпа хамӑр килӗшӳ туса ӗлкӗрер: 5. унсӑрӑн вӑл эпир ӑна тата унӑн тӑванӗсемпе унӑн халӑхне хирӗҫ тунӑ пӗтӗм сӑтӑрла ӗҫӗмӗре аса илтерӗ» тенӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ионафан хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: тӑрар та — хамӑр пурӑнӑҫшӑн ҫапӑҫар: паянхи кун пирӗншӗн ӗнерхи те, виҫӗмкунхи те мар.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫыннисем унпа килӗшмен, вӗсем: «эпир вӑй ҫитереймӗпӗр, пирӗн халӗ хамӑрӑн ҫӑлӑнмалла, кайран вара хамӑр тӑванӑмӑрсемпе таврӑнӑпӑр та вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫӑпӑр, халӗ эпир сахаллӑн» тенӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнта юлнӑ ҫыннисене вӑл кулянса каланӑ: тӑрар та хамӑр тӑшмансем ҫине каяр; вӗсемпе ҫапӑҫма, тен, вӑй ҫитерӗпӗр, тенӗ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем патша умӗнче халӑха айӑпласа калаҫнӑ: «Иудӑпа унӑн тӑванӗсем санӑн тусусене пӗтерчӗҫ, пире те хамӑр ҫӗр ҫинчен хӑваласа кӑларса ячӗҫ. 7. Унта хӑвӑн шанчӑклӑ ҫыннуна яр; кайтӑр та, вӗсем пире тата патша ҫӗршывне еплерех сӑтӑр тунине хӑй куҫӗпе хӑй курса, вӗсене хӑйсене те, вӗсене пулӑшакансене те тавӑртӑр» тенӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Ҫавӑнпа вӑл васкасах кайнӑ та патшана, ҫарпуҫсене тата аслӑ улпутсене ҫапла каланӑ: пире кашни кунах ҫитмен пурӑнӑҫ аптӑратать, пирӗн апат-ҫимӗҫ те сахал, хамӑр хупӑрласа илнӗ вырӑн вара ҫирӗп тӑрать-ха, ҫав хушӑрах пирӗн тата патшалӑха та пӑхса тӑмалла.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Иуда вӗсем патне калаҫса татӑлма ҫынсем янӑ: хамӑр ҫӗрӗмӗре ҫитмешкӗн эпир сирӗн ҫӗрӗр витӗр тухса кайӑпӑр, сире никам та кӳрентермӗ, эпир утса ҫеҫ тухӑпӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Эхер те вӑл хӑраса юхӑм шыв леш енчех тапӑрӑн тӑрсассӑн, эпир хамӑр ун патне каҫӑпӑр та ӑна ҫӗнтерӗпӗр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Иуда унӑн ҫарне пӑхса килме ҫынсем янӑ, лешӗсем вара ӑна ҫапла каласа пӗлтернӗ: вӗсем патне хамӑр таврари пур суя тӗнлӗ халӑх та пухӑннӑ — ҫапла питех те йышлӑ ҫар чӑмӑртаннӑ, 39. тата вӗсем хӑйсене пулӑшма Арави ҫыннисене тара тытса юхӑм шыв леш енне тапӑрӑн ларса тухнӑ, сана хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗр тӑраҫҫӗ, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑнтан вӗсем Иудӑпа унӑн тӑванӗсем патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: хамӑр таврари суя тӗнлӗ ҫынсем, пире пӗтерес тесе, пире хирӗҫ пуҫтарӑнчӗҫ, 11. вӗсем ӗнтӗ, тапранса тухса, эпир тарса килнӗ кереме тапӑнма хатӗрленеҫҫӗ, вӗсенӗн ҫарне Тимофей ертсе пырать.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Иудӑпа унӑн тӑванӗсем каланӑ: хамӑр тӑшмансене ҫапса аркатрӑмӑр акӑ, атьӑр ӗнтӗ улӑхар та сӑваплӑ Ҫурта тасатса ҫӗнетер, тенӗ.36. Иуда же и братья его сказали: вот, враги наши сокрушены, взойдем очистить и обновить святилище.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпир те халӗ тӳпенелле пӑхса йӑлӑнар; тен, Вӑл, аттемӗрсемпе хывнӑ халала асне илсе, пире хӗрхенӗ те тӑшманӑн ҫак ҫарне хамӑр куҫ умӗнчех аркатса тӑкӗ; 11. вара суя тӗнлисем пурте Израиль халӑхӗн Хӑтараканӗ, Ҫӑлаканӗ пуррине пӗлӗҫ, тенӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.