Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) more information about the word form can be found here.
Ӗҫлеме пултарнӑшӑн савӑнас пулать, ҫак аслӑран аслӑ правӑпа усӑ курма пӗлменшӗн, этем ятне ярса, тивӗҫне манса пурӑннишӗн макӑрас пулать.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Пире кӳрентерес килет ун, — илтӗнчӗ чаршав хыҫӗнчен Анюк сасси, — Володьӑна ним вырӑнне те хумасӑр, пирӗнтен мӑшкӑлласа, чӗлхине ирӗк ярса ларать.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Песок ярса пар-ха… тем, ал чӗтрет… — терӗ те Прохор Петрович ҫухалса кайнӑн, кашӑкне Улюка пачӗ, пысӑк ҫамки айӗнчен куҫ ҫутине ман еннелле тепӗр хут йӑлт!

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫӳҫӗ ҫӑра, ӑна вӑл кӑвак хӑю ярса ҫивӗтленӗ, вӗҫне пиҫиххи айне хӗстернӗ (ӗҫленӗ чухне ан чӑрмантартӑр тенӗ ӗнтӗ).

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппан Елюкпа епле калаҫни, ун ҫине епле пӑхни — картманни ҫеҫ мар, ку вӑл — ҫынна ҫын вырӑнне хуманни, ку вӑл — танлаштарса каласан — кушак шӑшие асаплантарни: кушак хӑй аллине лекнӗ шӑшипе тем хӑтланма та пултарать — ҫыртса ыраттарма та, вӗҫертсе ярса савӑнтарма та, унтан каллех сиксе ӳксе ярса илме те.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тепри виҫӗ пахча ярса илме хатӗр — сан пӗрре те ҫук.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр кӗтесре — ҫын ҫӳллӗш сехет, тепринче — эрех ярса тӑракан Сатир кӗлетки (тӑмран-мӗнрен тунӑскер мар, мрамор).

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унччен вӑхӑт усӑсӑр ан ирттӗр тесе, ниме пуҫлансан чӑрмав ан пултӑр, кал-кал ӗҫлеме мӗн кирли йӑлтах хатӗр пултӑр тесе, Атӑл дебаркадерсене шыв кукринчен кӑларать, крансене вырнаҫтарса лартать, ҫав хушӑрах ӗҫ вырӑнне те тирпейлет — хумӗсене ҫыраналла ывӑта-ывӑта ярса, унти тасамарлӑха ҫуса антарать, вырӑнӗ-вырӑнӗпе пӗтрӗне-пӗтрӗне, ҫаврӑна-ҫаврӑна ҫӳп-ҫапа пӗр ҫӗре пухать, пухсан-пухсан, алхапӑл юхтарса каять.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Лешсем хӑйсем пултарнӑ таран турӗҫ: сылтӑмалла ярса пусаҫҫӗ, унтан суллахаялла.

Те сделали, что смогли: шаг направо, шаг налево.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Шупашкар муниципаллӑ округӗн ҫитес вӑхӑтра тӗрӗс подрядчик тупса контракт заключать туса ҫак ӗҫе пуҫарса ярса хӑвӑртрах сивӗсем кайиччен ҫак объекта хута ямалла».

Help to translate

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Патшалӑх библиотекинче ӗҫлесе тӑракансем пире пулӑшрӗҫ, вӗсем ярса пачӗҫ пире электронлӑ кописем».

Help to translate

«Ҫутлӑх ӗҫӗн сӳнми ҫути» курав уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=T8vit9fj4Sk

Юн пусӑмӗ 90/55-е хӑпарса ҫитсен сывлӑш ҫулне уҫса ярса аллергирен препаратсем янӑ.

Когда кровяное давление достигло 90/55, бронхоспазм был купирован, и мужчине ввели препараты от аллергии.

Утарҫӑна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35111.html

Пӗлӳ кунӗнче 11-мӗш класа ура ярса пусакансем класс ялавне йӑтса шӑнкӑрав янраттарнӑ.

Help to translate

Чӑваш Енре 5 пине яхӑн ҫамрӑк шкул пӗтерет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-M3jCMBQJxo

Анчах пӗрре вӗсемпе ҫыхланса курнӑ хыҫҫӑн тепӗр хут унта ура ярса пусас килмест унӑн.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Мӗтри мухмӑр ярса илнӗ пуҫӗпе ӗнерхине аса илме тӑрӑшрӗ.

Help to translate

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхне ярса кӑна пуснӑччӗ, тем самантра ӑна «хӗл куҫҫулӗпе» пӗрле ӑсатса та ятӑмӑр.

Help to translate

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Пӗр харӑс ярса пусма ҫӑмӑл мар пулсан та, вӗсем хӑйсен пултарулӑхне туллин кӑтартса пачӗҫ.

Help to translate

Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем пуҫланчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d2%ab%d0%b ... %97%d2%ab/

Настя шурӑ тутӑрне хӑвӑртрах ярса тытрӗ те ӑна ҫавӑнтах хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Настя быстрее схватила белый платок и тут же накинула его на плечи.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Ҫакна ҫынсем сӑн ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ.

Народ сфотографировал происшествие и прислал в издание «Про Город».

Шупашкарта каллех автобус ҫуннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35024.html

Пӗрле вӗсем киле ҫитрӗҫ, унта Тима йӑмӑкӗсем валли чей ярса панӑ та кашни валли хӑйӗн саппасӗнчен пӗрер шоколад канфечӗ хунӑ.

Вместе они дошли до дома, а там Тима уже разлил для сестер чай и каждой положил по шоколадной конфетке из своих запасов.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed