Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапранса (тĕпĕ: тапран) more information about the word form can be found here.
Поезд тапранса каять, Энск вокзалӗ те пирӗн паталла куҫса пынӑ пек пулать!

Поезд трогается, и милый энский вокзал трогается мне навстречу.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир якӑр ҫӗклерӗмӗр, тапранса кайрӑмӑр.

Мы снялись с якоря и поплыли.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Акӑ вӑл пирӗн умра, шурӑ шлем тӑхӑннӑскер, каллӗ-маллӗ уткалать, пӗрре ҫеҫ алӑ султӑр — тупӑсем кӗрлеме пуҫлӗҫ, пӗтӗм тӗнче тапранса кайӗ.

Вот он расхаживает перед нами в белом шлеме, и по одному его знаку загремят сейчас пушки, все придет в движение.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Часах акӑ тепӗр сехетрен окази тапранса каясси ҫинчен те пӗлтерме пычӗҫ, лашасене кӳлме хушрӑм.

Скоро пришли нам объявить, что через час тронется оказия; я велел закладывать.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпир тапранса кайрӑмӑр; пилӗк ырхан лаша пирӗн лавсене кукӑр-макӑр ҫул тӑрӑх Гуд-Гора тӑвӗ ҫинелле йывӑррӑн сӗтӗрет, эпир хыҫалтан ҫуран утса пыратпӑр, лашасем ӗшенсе ҫитсен, кустӑрмасен айне чулсем хуратпӑр; пӗлӗт ҫинелле улӑхнӑ пек туйӑнать ҫул, мӗншӗн тесен куҫ мӗн чухлӗ курма пултарнӑ таранах вӑл ҫӳлелле пырать, унтан вара ӗнертенпех Гуд Гора тӑрринче ҫимӗҫ кӗтсе тӑран ҫӑхан пек хулӑн пӗлӗт ӑшне кӗрсе ҫухалать; ура айӗнче юр кӑчӑртатать; сывланӑ чух сывлӑш ҫитейменнипе ӑш вӑркакан пӳлчӗ.

Мы тронулись в путь; с трудом пять худых кляч тащили наши повозки по извилистой дороге на Гуд-гору; мы шли пешком сзади, подкладывая камни под колеса, когда лошади выбивались из сил; казалось, дорога вела на небо, потому что, сколько глаз мог разглядеть, она все поднималась и наконец пропадала в облаке, которое еще с вечера отдыхало на вершине Гуд-горы, как коршун, ожидающий добычу; снег хрустел под ногами нашими; воздух становился так редок, что было больно дышать;

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кӑнтӑрта хӑватлӑ ҫапӑҫусем тапранса кайнӑранпа унӑн хӑйӗн те ҫав тери хӑвӑртрах унта тухса каясси килнӗ.

С начала нового гигантского сражения, разыгравшегося на юге, он сам испытывал эту необоримую тягу.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Кирила Петрович, пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен тӗплӗн ҫырса губернатор патне янӑ та, ҫӗнӗ ӗҫ тапранса кайнӑ.

Кирила Петрович послал губернатору подробное описание всему происшествию, и новое дело завязалось.

VII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫапӑҫу ҫӗнӗ вӑйпа тапранса кайрӗ.

Бой разгорелся с новой силой.

25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ҫакӑн хыҫҫӑн капитан Енакиев телефонпа хӑйӗн батарейин пӗрремӗш взводне позицирен халех тапранса, пӗр секунда кӗтсе тӑмасӑрах малалла кайма, тупӑсене май килнӗ таран грузовиксемпе туртарса, унтан алӑсемпе туртса, ротӑсем тӑракан ҫӗрех пыма хушрӗ.

После этого капитан Енакиев приказал по телефону первому взводу своей батареи немедленно сняться с позиции и, не теряя ни секунды, передвинуться вперёд, сколько можно будет – на грузовиках, а дальше – на руках, вплотную до ротных порядков.

24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Инҫе ҫула тапранса тухас умӗнхи ҫирӗп шанчӑкӗ вара унӑн ҫав-ҫавах пулман.

А крепости желанной в душе перед дальней дорогой не ощущал.

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Лӑп малалла тапранса каяс тенӗ вӑхӑтра алӑк сули патне хуҫи тухрӗ.

Только они хотели двинуться дальше, как старик вышел на крыльцо и окликнул их.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗвел горизонт патнелле анма пуҫласан, вӗсем хӑйсен киммине ҫыран хӗрринчен тӗртрӗҫ те, каялла тапранса кайрӗҫ.

Когда солнце начало склоняться к западу, они оттолкнулись от берега и поплыли обратно.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫутӑ вӗсене хускатса янӑ, вӗсем темиҫе ҫӗршерӗн аялалла тапранса аннӑ та, йӗрӗнмелле сасӑпа чӗриклетсе, урнӑ пекех ҫуртасем патнелле чышӑнма пуҫланӑ.

Потревоженные светом, сотни мышей слетели вниз и с писком стали яростно бросаться на свечи.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав шӑв-шавлӑ ушкӑна тиенӗ пӑрахут ҫыран хӗрринчен каялла тапранса шыв тӑрӑх кайсан, капитансӑр пуҫне урӑх никам та вӑхӑт ахалех иртнишӗн кулянакан пулман.

Когда пароходик со своим шумным грузом выплыл на середину реки, никто, кроме капитана, не жалел о потраченном времени.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Урӑх вӑл каяс тесе тапранса пӑхма та хӑймарӗ.

Второй раз он и пробовать не стал.

26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӗсем, акӑлчан ялне тапӑнас тесе, вӑрманалла тапранса кӗрсе кайрӗҫ.

И помчались по лесу, собираясь напасть на английских поселенцев.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Малтисем тӗп лапама ҫитсе вырнаҫма ӗлкӗрчӗҫ пулин те, кайрисем район администрацийӗн ҫурчӗ умӗнчен те тапранса тухманччӗ.

Первые уже успели зайти на главную площадь, а последние даже не двинулись от здания районной администрации.

Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html

Хура ӑйӑр вырӑнтан тапранса кайрӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Акӑ малти тапранса та кайрӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫуна кӳлнӗ лаша тапранса кайрӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed