Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Эсӗ курнӑ тӳлеклӗ виҫӗ пуҫ вара ҫакна пӗлтерет: 23. патшалӑхӑн чи юлашки кунӗсенче Ҫӳлти Турӑ виҫӗ патша ҫӗклентерӗ, нумай патшалӑха вӗсен аллине парӗ — кусем вара ҫӗре, ун ҫинче пурӑнакансене пӑхӑнтарса тӑрӗҫ, 24. вӗсем унччен пулнӑ мӗнпур патшаран хытӑрах хӗсӗрлӗҫ; ҫавӑнпа вӗсене ӑмӑрткайӑк пуҫӗсем тенӗ, 25. шӑпах ҫавсем ӗнтӗ ӑмӑрткайӑкӑн усал ӗҫӗсен виҫине тултарӗҫ.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Вӑл мана каларӗ: ку кӑна мар-ха, эсӗ ҫӗртен ыйт, вӑл каласа парӗ сана, йӑвашшӑн пыр ун патне, вӑл каласа кӑтартӗ сана.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Халӗ ӗнтӗ куратӑп: ҫитес ӗмӗр сахаллӑшне ырӑлӑх парӗ, нумайӑшне асап парӗ, 48. мӗншӗн тесессӗн пирӗн ӑшра усал чӗре ӳсрӗ те пире Турӑран аяккалла илсе кайрӗ, пире пӑсӑклӑх патне, вилӗм ҫулӗ патне илсе ҫитерчӗ, пире пӗтмӗш сукмакӗсене кӑтартрӗ, пире пурӑнӑҫран аяккалла илсе кайрӗ, ҫитменнине тата сахаллӑшне мар, мӗн пултарнӑ этем пурте тенӗ пекех ҫапла пулчӗ, терӗм.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эхер те Ҫӳлти Турӑ сана ҫав вӑхӑтчен пурӑнса ҫитме парсассӑн, виҫҫӗмӗш тапхӑр хыҫҫӑн эсӗ вӑйлӑ пӑлхану курӑн: ҫӗр варринче сасартӑк хӗвел ҫутатса ярӗ, кӑнтӑрла уйӑх тухӗ; 5. йывӑҫ ҫинчен юн тумласа тӑрӗ, ӗнтӗ чул та сас парӗ, халӑхсем пӑлханӗҫ, ҫӑлтӑрсем хӑйсен ҫулне улӑштарӗҫ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫавӑнпа сире, ҫӗр ҫинчи халӑхсене, итлеме те ӑнланма пултаракансене, ҫапла калатӑп: Кӗтӳҫӗре кӗтсех тӑрӑр, Вӑл сире ӗмӗрлӗх канлӗх парӗ: Вӑл, тӗнче пӗтнӗ тӗле Килекенӗ, ҫывӑхрах.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пӗтӗм чун-чӗрипе хӑюллӑ туйӑмсене парӑнса, хӗрарӑм ӑсне ар кӑмӑлӗпе ҫирӗплетсе, вӑл кашни ывӑлне хавхалантарнӑ, ашшӗсен чӗлхипе вӗсене ҫапла каланӑ: 22. «эсир ман варӑмра мӗнле пулса ҫитнине эпӗ пӗлместӗп: сире сывлӑшпа пурӑнӑҫ параканӗ эпӗ мар; сире эпӗ туман, сире кашнине мӗнрен-мӗнрен тунине эпӗ пӗлместӗп. 23. Тӗнчене Пултараканӗ, этем йӑхне Тӑваканӗ, мӗн пуррине йӑлтах Туса Ҫитерекенӗ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе сире каллех сывлӑшпа пурӑнӑҫ парӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир халӗ Унӑн саккунӗсемшӗн хӑвӑра хӑвӑр хӗрхенместӗр» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл патша ҫине пӑхса каланӑ: «ҫынсемпе хуҫаланма влаҫ пур тесе эсӗ, ҫӗрсе пӗтмеллискер, ху мӗн тӑвас тенине тӑватӑн; анчах пирӗн йӑха Турӑ пӑрахнӑ тесе ан шухӑшла. 17. Кӗтсех тӑр, эсӗ те Унӑн аслӑ вӑйне курӑн: Вӑл сана хӑвна та, санӑн вӑрлӑхна та хаса парӗ» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Кирлӗ вӑхӑтра Ҫӳлхуҫаран ҫумӑр ыйтӑр: Ҫӳлхуҫа ҫиҫӗм ҫиҫтерӗ те сире тулӑх ҫумӑр парӗ, уй-хирте кирек кама та тырӑ-пулӑ парӗ.
Зах 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ мӗн акса хӑварни тӑнӑҫлӑ пулӗ; иҫӗм йывӑҫӗн аври те хӑйӗн ҫимӗҫне парӗ, ҫӗр те хӑй ӳстернине парӗ, пӗлӗтсем те хӑйсен сывлӑмне парса тӑрӗҫ, ҫакна пурне те Эпӗ ҫак чӗрӗ юлнӑ халӑх аллине парӑп.
Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл халӑхсен тавӑҫне татса парӗ, нумай ӑрӑва хунтӑласа тӳрре кӑларӗ; вара вӗсем хӑйсен хӗҫӗнчен — сухапуҫӗ, хӑйсен сӑннинчен ҫурла туптаса тӑвӗҫ; пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ.
Мих 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Амос вара каланӑ: Ҫӳлхуҫа Сион ҫинчен кӗмсӗртеттерсе ярӗ, Иерусалимран сас парӗ, ӗнтӗ кӗтӳҫсен хӳшшисем йӗрсе ярӗҫ, Кармил тӑвӗн тӑрри типсе ларӗ.
Ам 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Сион ҫинчен кӗмсӗртеттерсе ярӗ, Иерусалимран сас парӗ; тӳпепе ҫӗр чӗтренсе кайӗҫ; анчах Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн хӳтлӗхӗ пулӗ, Израиль ывӑлӗсен сыхлӑхӗ пулӗ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫамӑр Хӑйӗн ҫарӗ умӗнче сас парӗ: Унӑн ҫарӗ шутсӑр йышлӑ, Унӑн сӑмахне тӑвакан питех те хӑватлӑ; Ҫӳлхуҫамӑр кунӗ аслӑ та питӗ хӑрушӑ, кам чӑтса тӑрайӗ ӑна?
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах Ҫӳлхуҫа Иудӑна та сут тӑвӗ, Вӑл Иаков патне те ҫитӗ, ӑна ӗҫне кура тавӑрса парӗ.2. Но и с Иудою у Господа суд и Он посетит Иакова по путям его, воздаст ему по делам его.
Ос 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсем Ҫӳлхуҫа хыҫҫӑн кайӗҫ; Вӑл, арӑслан пек, сасӑ парӗ те, Хӑйӗн сассине парӗ те Вӑл, Ун патне Израиль ывӑлӗсем анӑҫран шартах сиксе хускалӗҫ, 11. Египетран кайӑксем пек, Ассири ҫӗрӗнчен кӑвакарчӑнсем пек тапранса тухӗҫ, вӗсене Эпӗ хӑйсен ҫурчӗсенех вырӑнаҫтарӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӗпнех ӳкрӗҫ вӗсем, Гива кунӗсенчи пекех асӑхса кайрӗҫ; Турӑ вӗсен йӗркесӗрлӗхне аса илӗ, ҫылӑхӗсемшӗн вӗсене хаса парӗ.
Ос 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мана парне кӳнӗ чухне вӗсем аш илсе килеҫҫӗ те ҫавна ҫиеҫҫӗ; Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ мар вӗсем; халӗ Вӑл вӗсенӗн йӗркесӗрлӗхне астуса илӗ те вӗсене ҫылӑхӗсемшӗн хаса парӗ: вӗсем Египета таврӑнӗҫ.
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӗсем вырӑнне вӑл керемсен туррине — хӑйӗн ашшӗсем пӗлмен турра — чыс тӑвӗ, ӑна вӑл ылтӑнпа та кӗмӗлпе, хаклӑ чулсемпе, хаклӑ парнесемпе чысласа тӑрӗ, 39. ют турӑпала вӑл ҫирӗп керемсене аркатӗ, хӑйне парӑннисенӗн ятне-чапне ӳстерӗ, нумайӑшне вӗсенӗн аллине парӗ, вӗсене ҫӗр парнелесе валеҫсе парӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара вӑл утравсем енне ҫул тытӗ те чылайӑшне ярса илӗ, анчах та пӗр ҫулпуҫ унӑн чӑрсӑрлӑхне чарса лартӗ — хӑйне кӑтартнӑ мӑшкӑла ӑна каялла тавӑрса парӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ӗнтӗ пӗтӗм кӑнтӑр патшалӑхне ярса илме шухӑш тытӗ, хӑйӗн тӑшманӗпе килӗшӳ тӑвӗ, пӗтерес шухӑшпа ӑна хӑйӗн хӗрне качча парӗ — ӗҫ тухмӗ унӑн, усси пулмӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.