Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пайне (тĕпĕ: пай) more information about the word form can be found here.
Африкӑн ҫак пайне пӗрре ҫеҫ мар килнӗ Дэвид Ливингстон пек опытлӑ ҫулҫӳревҫӗ кунта мӗн пулнине пӗр йӑнӑшсӑр тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ.

Опытный путешественник, не раз посещавший эту область Африки, такой, как Дэвид Ливингстон, безошибочно угадал бы, в чем тут дело.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫырансем пачах ҫынсӑр, пушӑ пек туйӑнчӗҫ: Казонде ҫӗрӗн ку пайне туземецсем сайра килсе ҫӳреҫҫӗ пулас.

Берега казались совершенно безлюдными: очевидно, эту часть территории Казонде туземцы посещали очень редко.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тӳлеврен хӑйӗн пайне кӗтекен Алвиш тыткӑнрисене сывӑ та тӗрӗс-тӗкел илсе ҫитерме тӑрӑшӗ.

К тому же Алвиш, получавший свою долю выкупа, будет заинтересован в том, чтобы пленников доставили на место здравыми и невредимыми.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах Ливингстон континентӑн ҫак пайне часах ҫитет тени тӗрӗсех-ши?

Но насколько правдоподобно, что доктор Ливингстон скоро посетит эту часть континента?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Заирӑн тури пайне, ассуа йӑхне, Массонго патша патне ярӑр ӑна.

— Пошлите его к королю Массонго, в верховья Заира, в племя ассуа.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ярмаркӑра тунӑ усламран хӑйне тивекен пайне патша илетех! — хушса хучӗ Алвиш.

— Король получит свою долю в прибылях ярмарки, — добавил Алвиш.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах, ҫак кансӗрлекен япаласемсӗр пуҫне, шыв кӑткӑ йӑвин пӗрре виҫҫӗмӗш пайне пӗчӗклетрӗ, шалти сывлӑша стенана шӑтарса ҫеҫ ҫӗнетме пулать.

Но здесь к этим неудобствам присоединилось то, что вода, ворвавшись в конус, уменьшила свободный объем на треть, а воздух в нем мог обновиться только в том случае, если в стене будет пробито отверстие, сообщающееся с атмосферой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Кӑткӑ йӑвин аялти пайне шыв илчӗ.

 — Нижняя часть конуса затоплена.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сонатӑн юлашки пайне калать.

Играет финал сонаты.

«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Вӑтӑр ҫичӗ ҫул каярахпа Ливингстон тухтӑр Ырӑ Шанчӑк сӑмсахӗнчен пуҫласа Замбезин тури пайне ҫитнӗ.

Тридцать семь лет спустя доктор Ливингстон прошел от мыса Доброй Надежды до верховий Замбези.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Паллах, хӗвеланӑҫ пайне, тата «Пилигрим» Ангола ҫыранӗ хӗрринче ҫӗмӗрӗлнӗ пулӗ тесе шутлама май пур — кунта вара пӗтӗм Вӑтаҫӗр Африкӑран чура сутуҫисен караванӗсем килсе тӑраҫҫӗ.

Несомненно, в западную, и к тому же приходилось полагать, что «Пилигрим» скорее всего потерпел крушение как раз у побережья Анголы, куда приходят караваны работорговцев из всей этой области Экваториальной Африки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Анчах Африка континенчӗн хӑш пайне илсе ҫитерчӗ-ха вӗсене шӑпан ӑнлантарса пама май ҫук ӑнсӑртлӑхӗ?

Но в какую часть Африканского континента забросила их необъяснимая роковая случайность?

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Халлӗхе вара, Атакама тӳремсӑртлахӗн вӑтам пайне урлӑ каҫрӗҫ пулсан та, ҫак вӗҫсӗр-хӗрсӗр вӑрманта вӗсем пӗр туземеца та тӗл пулмарӗҫ.

А пока, хотя они почти полностью пересекли плоскогорье Атакама в средней его части, они не встретили в этом бесконечном лесу ни одного туземца.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Тропик вӑрманӗнче пӗчӗк марикинусем, чӑпар питлӗ сагуинсем, кӑвак моносем — вӗсен тирӗпе индеецсем пӑшалӗсен пӗр пайне хуплаҫҫӗ, сагусем — вӗсене икӗ хӑлхи хыҫӗнче икӗ вӑрӑм пайӑрка ҫӑм пурринчен пӗлме пулать, тата ҫак йышлӑ тӑватӑ алӑллӑ чӗрчунсен ытти нумай тӗсӗсем тӗл пулаҫҫӗ.

В тропическом лесу можно встретить маленьких марикину, сагуина с пестрой мордой, серого моно, кожей которого индейцы прикрывают казенную часть своих ружей, сагу, которых можно узнать по двум длинным пучкам шерсти за ушами, и многих других представителей многочисленного семейства четвероруких.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Ман упӑшка Ҫӗнӗ Зеландие ҫеҫ, ҫӳрет, эпӗ вара унта ҫеҫ кайса курнӑ, пирӗнтен нихӑшӗ те Боливин ку пайне халиччен килсе курма…

 — Мой муж ездил по делам только в Новую Зеландию, и я сопровождала его только туда, никто из нас не знает этой части Боливии.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Тен, Уэлдон миссис килсе курнӑ пулӗ, материкӑн ку пайне? — тӑсрӗ калаҫӑва Гаррис.

— А может быть, миссис Уэлдон посещала эту часть материка? — продолжал Гаррис.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Апат-ҫимӗҫрен мӗн йӑтма ҫӑмӑлрах, ҫавна ҫыхӑпӑр та, кашни хӑй пайне йӑтӗ.

Отберем из запаса провизии то, что всего легче нести, увяжем в тюки, и каждый возьмет свою долю.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Телее, карапӑн ку пайне шыв кӗмен: карапӑн хыҫалти пайӗ ҫапӑннӑ хыҫҫӑн та шыв ҫийӗнче ҫӳллӗ тӑрать.

К счастью, вода не проникла в эту часть судна: корма его и после крушения высоко поднималась над водой.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Негоро та, вӗсем патне пырса, хӑйӗн пайне илме кӑмӑл турӗ.

Даже Негоро пожелал присоединиться к ним и получить свою долю обеда, который они приготовили все сообща.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Юнашарта, хӑна пӳлӗмӗнче, стена ҫине ҫакса хунӑ лампа кӑна рояль тӗлӗнче ҫунать, пӳлӗмӗн ытларах пайне ҫутатаймасть те вӑл.

Рядом в гостиной горит только одна настенная лампа над роялем, оставляя большую часть комнаты в полумраке.

Хӗллехи каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed